Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 41 сыпӑк, 102 с.—103 с., 4 абз.
  • Тӗлӗнмелле ӗҫсене камӑн вӑйӗпе тӑваҫҫӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӗлӗнмелле ӗҫсене камӑн вӑйӗпе тӑваҫҫӗ?
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус мӗн телей панине уҫса парать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, анчах ӑна Назаретра та сирсе яраҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус демонсенчен вӑйлӑрах
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 41 сыпӑк, 102 с.—103 с., 4 абз.
Иисус чарӑнса тӑнӑ ҫурт патӗнче питӗ нумай ҫын пухӑнать

41-МӖШ СЫПӐК

Тӗлӗнмелле ӗҫсене камӑн вӑйӗпе тӑваҫҫӗ?

МАТФЕЙ 12:22—32 МАРК 3:19—30 ЛУКА 8:1—3

  • ИИСУС ЫРӐ ХЫПАР САРМА ИККӖМӖШ ҪУЛҪӲРЕВЕ ТУХАТЬ

  • ИИСУС ДЕМОНСЕНЕ ХӐВАЛАСА КӐЛАРАТЬ ТАТА КАҪАРӐНМАН ҪЫЛӐХ ҪИНЧЕН КАЛАТЬ

Симон ятлӑ фарисей килӗнче каҫарасси ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Иисус иккӗмӗш хут Галилея тӑрӑх ырӑ хыпар сарма каять. Вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне икӗ ҫул хушши ӗнтӗ тӑвать. Вӑл пӗччен мар: унпа пӗрле 12 апостолӗ тата вӑл «усал сывлӑшсенчен, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем» (Лука 8:2). Вӗсем хушшинче Мария Магдалина, Сусанна тата Иоанна, Ирод Антипа кил-ҫуртне пӑхса тӑраканӑн арӑмӗ.

Ҫынсем Иисус ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыраҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки тавлашаҫҫӗ. Ҫакӑ Иисус патне усал ернӗ, суккӑр, чӗлхесӗр ҫынна илсе пырсан питӗ лайӑх палӑрать. Иисус ӑна сыватать. Халӗ демонран хӑтӑлнӑ ҫав ҫын курма та, илтме те пултарать. Ҫынсем питӗ тӗлӗннипе калаҫҫӗ: «Давид Ывӑлӗ Христос мар-ши Вӑл?» (Матфей 12:23.)

Иисус чарӑнса тӑнӑ ҫурт патӗнче халӑх питӗ нумай пухӑннӑ пирки унӑн та, вӗренекенӗсен те ҫиме те май пулмасть. Анчах та ҫав ҫынсем пурте Иисус пирки пама пулнӑ «Давид Ывӑлӗ» тесе шутламаҫҫӗ. Хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Иерусалимран килнӗ, анчах вӗсем Иисусран вӗренес е ӑна пулӑшас тесе килмен. Вӗсем халӑха «Унӑн ӑшӗнче веельзевул», апла пулсан, вӑл «усалсен пуҫлӑхӗпе» пӗр майлӑ теҫҫӗ (Марк 3:22). Иисус пирки ҫавӑн чухлӗ шӑв-шав кӑларнине пӗлсен, унӑн тӑван-хурӑнташӗсем ӑна илме килеҫҫӗ. Мӗншӗн вӗсем ҫавна тӑваҫҫӗ?

Иисусӑн шӑллӗсем вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хальлӗхе ӗненмеҫҫӗ-ха (Иоанн 7:5). Вӗсемшӗн халӑха ҫавӑн пек пӑлхантаракан Иисус пачах та хӑйсемпе пӗрле Назаретра ӳснӗ Иисус пек мар. Вӗсем Иисус ухмаха ернӗ тесе шутласа ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑл ӑсран кайнӑ» (Марк 3:21).

Ку чӑнах та ҫапла-ши? Иисус тин кӑна пурин куҫӗ умӗнче усал ернӗ ҫынна сыватать, халӗ вара вӑл курма та, илтме те пултарать. Никам та ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫ пулман тесе калама пултараймасть. Ҫавӑнпа ҫынсене Иисуса ӗненме пӑрахтарас тесе кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем суя сарса ӑна айӑплама хӑтланаҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле те мар, усалсен пуҫлӑхӗн веельзевулӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать» (Матфей 12:24).

Иисус хӑйпе пӗрле ҫӳрекенсем хушшинче кӗнекеҫӗсемпе тата фарисейсемпе калаҫать

Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус калать: «Кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, пушхир пулса тӑрать; кирек мӗнле хула та е кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть. Эхер те шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, апла вӑл хӑйӗнчен хӑй уйӑрӑлни пулать: ӗнтӗ унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр?» (Матфей 12:25, 26.)

Чӑнах та, ҫакна хирӗҫ нимӗн те калаймӑн! Хӑш-пӗр иудейсем демонсене хӑваласа кӑларнине фарисейсем пӗлеҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 19:13). Ҫавӑнпа Иисус ыйтать: «Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене?» Урӑхла каласан, вӗсене те ҫавнашкалах айӑплама пулать. Унтан Иисус малалла калать: «Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ» (Матфей 12:27, 28).

Иисус демонсене хӑваласа кӑларма пултарни вӑл Сатанаран вӑйлӑрах пулнине ҫирӗплетсе парать. Иисус ҫакна кӑтартас тесе ҫакӑн пек тӗслӗх илсе парать: «Вӑйлӑ ҫынна малтанах ҫыхса пӑрахмасан, кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ-ха? Паллах, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ. Кам Ман майлӑ мар, ҫав Мана хирӗҫ; кам Манпа пухмасть, ҫав салатса пӗтерет» (Матфей 12:29, 30, ҪХ). Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем уҫҫӑн Иисуса хирӗҫ тӑраҫҫӗ, апла пулсан, вӗсем — Сатана майлӑ тӑракансем. Вӗсем «салатса пӗтереҫҫӗ», мӗншӗн тесен Иегова майлӑ тӑракан Турӑ Ывӑлӗнчен ҫынсене пӑрса ярас тесе тем те тӑваҫҫӗ.

Иисус хӑйне хирӗҫ пыракан ҫав ҫынсене, Сатана майлӑскерсене, ҫапла асӑрхаттарать: «Этем ывӑлӗсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗсем те каҫарӑнӗҫ, кирек мӗнле хурласан та, пур тӗрлӗ хурлани те каҫарӑнӗ; анчах кам та кам Таса Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ, вӑл ӗмӗрех айӑплӑ пулӗ» (Марк 3:28, 29). Туррӑн сывлӑшӗпе тунӑ ӗҫсене Сатана тунӑ тесе калакансене мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

  • Иисус иккӗмӗш хут Галилейӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне унпа пӗрле камсем ҫӳреҫҫӗ?

  • Мӗншӗн Иисусӑн тӑван-хурӑнташӗсем ӑна илме килеҫҫӗ?

  • Мӗнле майпа кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен суйса вӗсене начар енчен кӑтартма хӑтланаҫҫӗ тата Иисус вӗсене мӗнле майпа тӑрӑ шыв ҫине кӑларать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр