Марк
2 Темиҫе кун иртсен, Иисус Капернаума таврӑннӑ. Вӑл килте пулни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. 2 Вара ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, алӑк патӗнче те вырӑн юлман. Иисус вӗсене ырӑ хыпар калама пуҫланӑ. 3 Ҫавӑн чухне ун патне тӑватӑ ҫын паралич ҫапнӑ ҫынна ҫӗклесе пынӑ. 4 Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран ӑна Иисус патне илсе пырайман, ҫавӑнпа вӗсем Иисус пулнӑ тӗлте ҫурт тӑрринче шӑтӑк тунӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна вырттарнӑ наҫилккипех антарнӑ. 5 Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ». 6 Ҫавӑнта закон вӗрентӳҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: 7 «Мӗншӗн ҫак ҫын ҫапла калать? Вӑл Турра хурлать. Турӑсӑр пуҫне ҫылӑхсене кам каҫарма пултартӑр?» 8 Иисус вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине тӳрех ӑнланса илнӗ, вара вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫапла шухӑшлатӑр? 9 Паралич ҫапнӑ ҫынна хӑшне калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ“ теме-и е „Тӑр та наҫилккуна илсе утса ҫӳре“ теме-и? 10 Ҫапах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑхсене каҫарма власть пуррине сирӗн пӗлмелле пултӑр тесе…» — тенӗ те паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: 11 «Калатӑп сана: тӑр та наҫилккуна илсе килне кай». 12 Лешӗ ҫав самантрах наҫилккине илсе пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Пурте шалт тӗлӗннӗ те Турра мухтаса ҫапла каланӑ: «Кун пеккине эпир нихӑҫан та курман».
13 Вӑл каллех тинӗс патне кайнӑ. Пӗтӗм халӑх ун патне пынӑ, вара вӑл вӗсене вӗрентме пуҫланӑ. 14 Малалла утса кайсан, вӑл налог пуҫтаракан ҫуртра ларакан Левия, Алфе́й ывӑлне, курнӑ. Вӑл ӑна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ. 15 Каярахпа Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Ле́вий килӗнче апат ҫинӗ. Вӗсемпе пӗрле налог пуҫтаракансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑн пулнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ Иисус хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ. 16 Закон вӗрентӳҫисем, фарисейсем пулнисем, Иисус налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан, унӑн вӗренекенӗсене ҫапла калама пуҫланӑ: «Вӑл мӗн, налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫиет-и?» 17 Ҫакна илтсен Иисус вӗсене каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене чӗнме килнӗ».
18 Иоанӑн вӗренекенӗсен тата фарисейсен типӗ тытас йӑла пулнӑ. Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗрисем Иисус патне пынӑ та каланӑ: «Иоанӑн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ. Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем типӗ тытмаҫҫӗ?» 19 Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗрӳ каччӑн тусӗсем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне типӗ тытаҫҫӗ-и? Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ. 20 Анчах вӑхӑт ҫитсен, кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ. 21 Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пиртен саплӑк лартмасть. Апла тусан, ҫӗнӗ саплӑк кивӗ пире ҫурса ярӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ. 22 Никам та ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе кивӗ сӑран хутаҫа ямасть. Ҫапла тусан, эрехӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ. Вара эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. Ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа яраҫҫӗ».
23 Пӗррехинче шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе утса пынӑ, унӑн вӗренекенӗсем ҫула май пучахсене тата-тата пынӑ. 24 Вара фарисейсем Иисуса каланӑ: «Пӑх-ха! Мӗншӗн вӗсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ?» 25 Иисус вӗсене каланӑ: «Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем выҫса ҫитнӗ чухне вӑл мӗн туни ҫинчен эсир нихӑҫан та вуламан-им? 26 Вӑл Авиафа́р аслӑ священник вӑхӑтӗнче Турӑ ҫуртне кӗнӗ те сӑваплӑ ҫӑкӑра*, священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман ҫӑкӑра, ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те панӑ». 27 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫынна шӑматкуншӑн туман, шӑматкуна ҫыншӑн тунӑ. 28 Ҫавӑнпа та Этем Ывӑлӗ — шӑматкун Хуҫи те».