Шӑматкун, августӑн 9-мӗшӗ
Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма пӑрахтӑр та кунран-кун хӑйӗн асап юпине йӑтса ман хыҫҫӑн пытӑр (Лука 9:23).
Тен, сире тӑван-хурӑнташсем хӗсӗрлеҫҫӗ. Е, тен, Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурас тесе эсир пурнӑҫа ансатлатрӑр (Матф. 6:33). Ҫапла пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова эсир хӑйӗншӗн мӗн тунине асӑрхать (Евр. 6:10). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине эсир хӑвӑр ҫинче туйса илнӗ пулӗ: «Кам маншӑн тата ырӑ хыпаршӑн кил-ҫуртне е пиччӗш-шӑллӗне, е аппӑш-йӑмӑкне, е амӑшне, е ашшӗне, е ачисене, е уй-хирне хӑварнӑ, ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах кил-ҫуртне, пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне, амӑшне, ачисене тата уй-хирне 100 хут ытларах илӗ, пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ» (Марк 10:29, 30). Иегова хӑвӑрӑн хӑварма тивнинчен те чылай ытларах парать (Пс. 36:4). w24.03 9 с., 5 абз.
Вырсарникун, августӑн 10-мӗшӗ
Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет (Ытар. 17:17).
Иудейӑра хаяр выҫлӑх пуҫлансан Антиохи хулинчи христиансем «харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран, Иудейӑри тӑвансене пулӑшма шут тытнӑ» (Ап. ӗҫ. 11:27—30). Иудея инҫе пулнӑ пулин те Антиохири тӑвансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене питӗ пулӑшасшӑн пулнӑ (1 Иоанн 3:17, 18). Эпир те ҫутҫанталӑк инкекӗсене е урӑх сӑлтавсене пула инкек куракан тӑвансене хӗрхенсе пулӑшма пултаратпӑр. Сӑмахран, инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн эпир тӳрех хамӑр пулӑшма хатӗр тесе старейшинӑсене пӗлтеретпӗр, пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗл валли укҫа-тенкӗ паратпӑр е хӗн курнӑ тӑвансемшӗн кӗлтӑватпӑр. Тен, тӑвансен пурӑнмалӑх мӗн кирли те ҫук. Кӗҫех пирӗн Патша, Иисус Христос, Турӑ ҫак тӗнче пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫлама килӗ. Вӑл эпир ҫав вӑхӑтра тӑвансене хӗрхеннине курсан пире: «Патшалӑха еткерлӗхе илӗр», — тесе калӗ (Матф. 25:34—40). w23.07 4 с., 9, 10 абз.; 6 с., 12 абз.
Тунтикун, августӑн 11-мӗшӗ
Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине пурте курса тӑччӑр (Флп. 4:5).
Иисус, Ашшӗ пекех, хӑйӗнни ҫинче тӑман. Иегова ӑна ҫӗр ҫине «Израиль халӑхӗн ҫухалнӑ» сурӑхӗсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн янӑ. Анчах та ҫав хушӑва пурнӑҫланӑ май Иисус хӑйӗнни ҫинче тӑман. Пӗррехинче израильтянка пулман пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне сыватмашкӑн Иисуса йӑлӑннӑ. Унӑн хӗрӗ демонсем ярса илнипе хытӑ асапланнӑ пулнӑ. Иисус ҫав хӗрарӑма хӗрхеннӗрен хӗрачана сыватнӑ (Матф. 15:21—28). Акӑ тепӗр тӗслӗх. Иисус апостолӗсене: «Кам... манран тунать, унран эпӗ те... тунӑп», — тенӗ (Матф. 10:33). Анчах та Пётр Иисуса пӗлместӗп тесе виҫӗ хутчен каланӑ пулин те, Иисус унран туннӑ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен вӑл апостол ӳкӗннине тата хытӑ ӗненнине курнӑ. Чӗрӗлсе тӑрсан Иисус Пётра курӑннӑ. Вӑл ӑна хӑй юратни тата каҫарни пирки шантарнӑ пулӗ (Лука 24:33, 34). Иегова та, Иисус та хӑйӗнни ҫинче тӑмаҫҫӗ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Иегова хамӑртан та ҫапла тӑвасса кӗтет. w23.07 21 с., 6, 7 абз.