Турӑ усал тӗнчене пӗтерет
18 Адамӑн ӑрӑвӗ пысӑкланса кайнӑ. Вӗсем те питӗ усалланса кайнӑ. Турӑ вӗсене пӗтерме шутланӑ (Бытие 6:1, 5, 7).
19 Анчах та Ной ятлӑ пӗр лайӑх ҫын пулнӑ (Бытие 6:8, 9).
Иегова Турӑ ӑна питӗ пысӑк карап тума хушнӑ, ӑҫта вӑл усал ҫынсене пӗтернӗ вӑхӑтра хӑйӗн ҫемьипе ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ. Ҫав карап пысӑк ещӗк евӗр пулнӑ. Ӑна ковчег ят панӑ (Бытие 6:13, 14).
20 Вӗсем ковчега нумай чӗрчун илнӗ (Бытие 6:19—21).
21 Иегова питӗ вӑйлӑ ҫумӑр янӑ. Усал ҫынсем пурте вилсе пӗтнӗ. Ковчег ӑшӗнче пулнисем кӑна ҫӑлӑнса юлнӑ. Пӗлетӗн-и эсӗ мӗншӗн? (Бытие 6:17; 7:11, 12, 21; 1 Петр 3:10—12).