19-МӖШ СЫПӐК
Ҫапӑҫни лайӑх-и?
ЭСӖ чӑрсӑр та ҫапӑҫма юратакан арҫын ачасемпе хӗрачасене пӗлетӗн-и? ~ Сана вӗсемпе калаҫма килӗшет-и? Е санӑн ырӑ та лӑпкӑ ачасемпе туслашас килет? ~ Аслӑ Вӗрентекен каланӑ: «Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ: вӗсене Турӑ ачисем тейӗҫ» (Матфей 5:9).
Анчах кам та пулин хӑйне мӗнле тыткаланипе пире кӳрентерме пултарать, ҫапла вӗт? ~ Пирӗн вара хамӑра кӳрентернӗ ҫынна тавӑрас килӗ, тен. Пӗррехинче Иисусӑн вӗренекенӗсем Иерусалима кайнӑ чухне вӗсемпе ҫавӑн пекки пулса тухнӑ. Эпӗ сана ҫавӑн ҫинчен каласа парасшӑн.
Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ ҫулпа пынӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Самарири ҫывӑх яла ҫӗр каҫма вырӑн тупма ярать. Анчах та ҫав ялта пурӑнакансем урӑх тӗне тытса тӑнӑ пирки вӗсене ҫавӑнта чарӑнма ирӗк паман. Самари ҫыннисем Иерусалима Турра пуҫҫапма ҫӳрекен ҫынсене юратман.
Ҫакӑн пекки санпа пулса тухрӗ пулсан эсӗ хӑвна мӗнле тытнӑ пулӑттӑн? Тарӑхса кайӑн-и? Эсӗ ҫав ҫынсене тавӑрнӑ пулӑттӑн-и? ~ Иаковпа Иоанн шӑп ҫавна тума шут тытнӑ. Вӗсем Иисуса каланӑ: «Кӑмӑлу пулсан, эпир тӳперен вут-ҫулӑм анма тата вӗсене ҫунтарса яма хушӑпӑр». Иисус вӗсем пирки «аслати ывӑлӗсем» тенинчен тӗлӗнмелли ҫук! Анчах Иисус ҫынсене тавӑрни тӗрӗс мар тенӗ (Лука 9:51—56; Марк 3:17).
Ҫапла, ҫынсем хушӑран хӑйсене пирӗнпе питӗ япӑх тытаҫҫӗ. Ытти ачасем, тен, пире хӑйсемпе выляттарасшӑн мар. Вӗсем ҫапла калама та пултараҫҫӗ: «Кай пирӗн патран! Эпир санпа вылямастпӑр!» Ҫакӑн пек сӑмахсем питӗ кӳрентереҫҫӗ, аха-и? Тен, пирӗн вӗсене вӗрентсе илес те килӗ. Анчах та пирӗн мӗн тумалла? ~
Библире ҫакӑн ҫинчен мӗн каланине атя пӑхар. Ытарӑшсем кӗнекене, 24-мӗш сыпӑка, 29-мӗш сӑвӑ йӗркине уҫӑпӑр. Унта ҫырнӑ: «„Вӑл мана мӗн турӗ, эпӗ те ӑна ҫавнах тӑвӑп, ҫынна унӑн ӗҫне кура тавӑрӑп“ тесе ан кала».
Эсӗ ҫак сӑвӑ йӗркине мӗнле ӑнланатӑн? ~ Унта пирӗн усала усалпа тавӑрмалла мар тенӗ. Ҫын пире усал тунӑшӑн ҫеҫ пирӗн хамӑра унпа япӑх тытмалла мар. Анчах кам та пулин ятарласах тавлашма пуҫласшӑн пулсан? Вӑл пире тарӑхтарса ярас тесе пирӗнтен кулма пуҫларӗ пулсан? Вӑл санран тӑрӑхласа кулма е мӑшкӑллама пултарать. Тен, вӑл сана хӑравҫӑ тейӗ. Эсӗ ун чухне мӗн тӑвӑн? Унпа тӳрех ҫапӑҫма пуҫлӑн-и? ~
Атя тепӗр хут Библи пӑхар. Матфей ҫырнӑ Евангелие, 5-мӗш сыпӑка, 39-мӗш сӑвӑ йӗркине уҫӑпӑр. Кунта Иисус калать: «Усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар». Иисусӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Вӑл сылтӑм питне ҫапсан теприне те ҫавӑрса памалла тесшӗн пулнӑ-и? ~
Ҫук, Иисус урӑххи ҫинчен каланӑ. Вӑл чышкӑпа ҫапни ҫинчен мар, ҫупса яни пирки каланӑ. Ҫупса яни ҫатлаттарса илнине е тӗртсе илнине аса илтерет. Ытларах чухне тарӑхтарас тесе тата ҫапӑҫма сӑлтав тупас тесе ҫупса яраҫҫӗ. Эпир тарӑхса кайса пире кӳрентерекене чышрӑмӑр пулсан, мӗн пулса тухать? ~ Ҫапӑҫу пуҫланать.
Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапӑҫтарасшӑн пулман. Ҫупса ярсан та тавӑрмалла мар тенӗ вӑл. Тарӑхма та, алла ирӗке яма та кирлӗ мар. Ҫавна тусан вара эпир ҫапӑҫас шутлӑ ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑманнине ҫеҫ кӑтартӑпӑр.
Эсӗ лару-тӑру хӗрсе пынине туйрӑн пулсан, мӗн тусан лайӑхрах? ~ Ҫапла, пӑрахса кайни лайӑхрах. Ҫын пире тепӗр хут тӗксе яма е ҫапма хӑтланма пултарать, анчах та ҫакӑнпа ӗҫ-пуҫ вӗҫленӗ те, тен. Ҫавӑнтан кайни эсӗ вӑйсӑррине пӗлтермест. Пачах урӑхла, ҫакӑ эсӗ вӑйлине тата тӗрӗссине тума хӑраманнине кӑтартать.
Эсӗ чышкӑ пама пуҫларӑн пулсан тата ҫӗнтертӗн пулсан вара? Мӗн пулса тухма пултарать? ~ Эсӗ хӗненӗ ҫын таврӑнас тейӗ, анчах та пӗччен мар, хӑйӗн тусӗсемпе. Вӗсем сан ҫине патакпа е ҫӗҫӗпе тапӑнма пултараҫҫӗ. Халӗ эсӗ Иисус мӗншӗн ҫапӑҫтарасшӑн пулманнине ӑнланатӑн-и? ~
Юнашар ыттисем ҫапӑҫаҫҫӗ пулсан, мӗн тумалла? Пирӗн кам майлӑ та пулин тӑмалла-и? ~ Библире пирӗн хамӑра мӗнле тытмаллине каланӑ. Ытарӑшсем, 26-мӗш сыпӑка, 17-мӗш сӑвӑ йӗркине уҫ-ха. Унта каланӑ: «Иртсе пынӑ май ҫынсен харкашӑвне хутшӑнакан — йытта хӑлхинчен туртакан».
Эсӗ йытта хӑлхинчен туртсан мӗн пулать? Эсӗ йытта ыраттарӑн та вӑл сана ҫыртма хӑтланӗ, ҫапла вӗт? Йытӑ тарма мӗн чухлӗ ытларах туртӑнать, санӑн унӑн хӑлхине ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех тытма тивет. Анчах та ҫакӑ йытта хытӑрах та хытӑрах тарӑхтарӗ. Эсӗ ӑна вӗҫертсе ятӑн пулсан, вӑл сан ҫине сиксе ларма тата вӑйлӑ ҫыртма пултарать. Анчах та эсӗ ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех хӑлхинчен тытса тӑма пултараймастӑн, ҫапла-и? ~
Пӗрин е теприн майлӑ пулса ыттисен тавлашӑвне хутшӑнакансемпе те ҫавнашкалах пулса тухать. Эпир вӗсем мӗншӗн ҫапӑҫма е тавлашма пуҫланине пӗлмесен те пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир кама та пулин хӗненине куратпӑр. Ҫав ҫын вара мӗн те пулин вӑрлама пултарнӑ. Ӑна хӳтӗлетпӗр пулсан эпир вӑрра пулӑшатпӑр. Ҫакӑ вара тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла-и?
Апла пулсан, ҫынсем ҫапӑҫнине курсан пирӗн мӗн тумалла? Ҫакӑ шкулта пулса иртет пулсан, вӗрентекене калама пулать. Урӑх ҫӗрте пулсан, аҫу-аннӳне е полицейские чӗнме пултаратӑн. Ҫапла, ыттисем тавлашма хӑтланнӑ чухне те килӗшӳ шырама пулать.
Иисусӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем харкашу-ҫапӑҫуран пӑрӑнас тесе мӗн пултарнине пурне те тӑваҫҫӗ. Ҫапла тунипе эпир хамӑр вӑйлине тата тӗрӗссине тума хӑраманнине кӑтартатпӑр. Библире Иисусран вӗренекенӗн «хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла» тенӗ (2 Тимофей 2:24).
Халӗ вара ҫапӑҫу-харкашуран пӑрӑнма пулӑшакан тата темиҫе лайӑх канаша пӑхар: Рим 12:17—21 тата 1 Петр 3:10, 11.
[102-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Самари ҫыннисене вӗрентсе илес тесе Иаковпа Иоанн мӗн тӑвасшӑн пулнӑ?
[104-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Кам та пулин пирӗнпе тавлашасшӑн пулсан мӗн тумалла?
[105-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн ыттисем тавлашнӑ ҫӗре хутшӑнни вӑл — йытта хӑлхинчен туртнӑпа пӗрех? Ҫакӑ нимӗн лайӑххи патне те илсе ҫитермест, ҫавӑнпа ҫакна ан ту!
[106-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫынсем ҫапӑҫнине курсан эсӗ мӗн тӑвӑн?