БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ
Мӗншӗн кӗлтумалла?
Иегова Турӑ пире хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кирек хӑш вӑхӑтра та каласа парӑр тет (Лука 18:1—7). Вӑл пире итлет, мӗншӗн тесен пирӗнпе интересленет. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр хӑй пире кӗлтума чӗнет, апла пулсан мӗншӗн-ха пирӗн ҫак майпа усӑ курас мар? (Филиппӑ 4:6 вулӑр.)
Кӗлтуни вӑл — пулӑшу ыйтмалли май кӑна мар. Кӗлтунине пула эпир Турӑпа ҫывӑхланма та пултаратпӑр (Псалом 8:4, 5). Хамӑрӑн туйӑмсем ҫинчен Турра яланах каласа паратпӑр пулсан, эпир Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплететпӗр. (Иаков 4:8 вулӑр.)
Мӗнле кӗлтумалла?
Турӑ пире пӑхмасӑр вӗреннӗ сӑмахсемпе е хамӑра кӑтартас шутпа кӗлтутарасшӑн мар. Вӑл пирӗнтен пӗр-пӗр майлӑ тӑрса, ларса е тата урӑх майлӑ кӗлтӑвасса та кӗтмест. Иегова пире хамӑр чӗрере мӗн пуррине каласа пама хавхалантарать (Матфей 6:7). Акӑ Библири пӗр тӗслӗх. Анна ятлӑ израильтянка хӑйӗн ҫемйинчи йывӑрлӑх ҫинчен кӗлтунӑ. Каярахпа, хуйхӑрма пӑрахса савӑнма пуҫласан, вӑл чун-чӗререн кӗлтуса Турра тав тунӑ. (1 Патшасен 1:10, 12, 13, 26, 27; 2:1 вулӑр.)
Чӑнах та, кӗлтума май пурри — питӗ пысӑк чыс! Эпир Пултаракана хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир вӑл тунӑ пур ӗҫсемшӗн те ӑна мухтама тата тав тума пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре кӗлтума май пуррине хаклар. (Псалом 144:14—16 вулӑр.)