Умсӑмах
ПУЛАСЛӐХРА ПИРЕ МӖН КӖТЕТ?
Эсир хӑвӑра тата хӑвӑрӑн ҫемьене пуласлӑхра мӗн кӗтни ҫинчен хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и? Библире каланӑ:
«Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).
Турӑ этемлӗх валли мӗн тери чаплӑ пуласлӑх хатӗрлесе хуни ҫинчен тата ҫав пурнӑҫпа пурӑнас тесен мӗн тумалли ҫинчен ҫак брошюрӑран пӗлме пулать.