Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 февраль 31 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус Капернаумра аслӑ ӗҫсем тӑвать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 февраль 31 с.

Эсир пӗлетӗр-и?

Пӗрремӗш ӗмӗрти Гамла хулинчи синагога

Пӗрремӗш ӗмӗрти синагога. Ҫак ӳкерчӗк ҫинче пӗрремӗш ӗмӗрти синагогӑна ӳкерсе панӑ. Вӑл Гамла хулинче, Галилея тинӗсӗнчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле 10 ҫухрӑмра ларакан хулара пулнӑ. Ҫак ӳкерчӗк авалхи вӑхӑтра синагога мӗнлерех пулма пултарнине пӗлме пулӑшать.

Синагогӑсем мӗнле пулса кайнӑ?

«СИНАГОГА» сӑмах «пуху» е «пӗрле пуҫтарӑнни» тенине пӗлтерекен грек сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Ҫак ят питӗ вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен иудейсем мӗн ӗлӗкренех синагогӑсенче вӗренме тата Турра пуҫҫапма пуҫтарӑннӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенче синагогӑсем пирки тӳррӗн нимӗн те каламан, анчах та Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр патнелле ҫынсем синагогӑсенче пуҫтарӑнни уҫҫӑн курӑнать.

Ученӑйсенчен нумайӑшӗ иудейсем Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ чухне синагогӑсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. «Еврейсен энциклопедийӗнче» ҫапла каланӑ: «Ют ҫӗршывра, тыткӑнра, Храм пулман вырӑнта пулнӑ чухне иудейсем йӑпату тупас тесе хӑш-пӗр чухне, тен, шӑматкун, пӗрле пуҫтарӑннӑ тата Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланӑ». Ирӗке тухсан та иудейсем кӗлтумашкӑн тата Сӑваплӑ Ҫырӑва вуламашкӑн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахман пулмалла. Вӗсем ӑҫта пурӑннӑ, ҫав вырӑнсенче синагогӑсем йӗркеленнӗ.

Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр патнелле Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри, Израильти тата Вӑтаҫӗр тинӗсӗ тавралла вырнаҫнӑ синагогӑсенче Турра пуҫҫапнипе тата халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулса иртнӗ. Иерусалимри Еврейсен университечӗн Ли Левин ятлӑ профессор акӑ мӗн калать: «[Синагогӑна] вӗренме, сӑваплӑ апата ҫиме пынӑ, унта судсем ирттернӗ, пуҫтарнӑ укҫана упранӑ, политикӑпа тата халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ». Вӑл малалла ҫапла калать: «Паллах, малти вырӑнта Турра пуҫҫапасси пулнӑ». Ҫавӑнпа Иисус синагогӑна час-часах ҫӳренинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук (Марк 1:21; 6:2; Лука 4:16). Унта вӑл ҫынсене вӗрентнӗ тата хавхалантарнӑ. Христиансен пухӑвӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн Павел апостол та синагогӑра ырӑ хыпар нумай пӗлтернӗ. Пӗр-пӗр хулана кӗрсен вӑл чи малтан синагогӑна кайнӑ, мӗншӗн тесен Турӑпа ҫывӑхланас текен ҫынсем шӑп унта пынӑ (Ап. ӗҫ. 17:1, 2; 18:4).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр