Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. 2010 январь: «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнеке. Кил хуҫин ҫак кӗнеке пур пулсан, вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ ҫак уйӑхра сӗнмелли ытти публикацисене сӗнме пултаратӑн. Февраль: «Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!» брошюра е «Кам вӑл Иегова?» трактат, ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ ҫак уйӑхра сӗнмелли ытти публикацисем. Март: «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнеке. Кил хуҫин ҫак кӗнеке пур пулсан унпа Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑш. Апрель тата май: «Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!», «Рай илсе килекен правительство» брошюрӑсем. Библири чӑнлӑхпа интересленекенсем патне тепӗр хут кайнӑ чухне, ҫав шутра Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявлама е урӑх тӗлпулусене пынӑ, анчах та пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳремен ҫынсене «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене сӗнме тата Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр.
◼ Февраль уйӑхӗнчен пуҫласа район надзирателӗ халӑх валли хатӗрленӗ «Турӑ Патшалӑхӗ паян пирӗншӗн мӗн тӑвать» ятлӑ докладпа тухса калаҫма пуҫлать.
◼ Патшалӑх Залӗсене халаллани: Кронштад (Ленинград обл.) — 2009 ҫулхи сентябрӗн 26-мӗшӗ; Ногир (Ҫурҫӗр Осети респ.) — 2009 ҫулхи октябрӗн 10-мӗшӗ.