Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2010 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнинче сӳтсе явӗҫ. Шкул надзирателӗ 20-минут хушшинче январӗн 4-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнерен пуҫласа февралӗн 22-мӗшӗнчен пуҫланакан эрниччен вӗреннӗ материала аса илмешкӗн тепӗр хут пӑхса тухассине ирттерӗ.
1. Мӗнрен пирӗн асӑрханмалла? (Иис.Н. 22:9—12, 21—33) (w04 1.12, с. 12, абз. 3).
2. Иисус Навин 24:14, 15-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене Иисус Навин мӗншӗн каланӑ тата ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантармалла? (w08 15.5, с. 17, 18, абз. 4—6).
3. Мӗншӗн пирӗн Иовӑн лайӑх йӑлисем ҫинчен пӗлмелле? (Иов 1:1, 8; 2:3) (w01 1.8, с. 20, абз. 4).
4. Куҫа курӑнман мӗнле «сывлӑш» Елифазӑн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫине витӗм кӳнӗ? (Иов 4:15, 16) (w05 15.9, с. 26, абз. 2).
5. Иов 7:1-мӗшӗнче «тара кӗрешнӗ ҫыннӑн кунӗсемпе пӗрех» тесе каланисем мӗне пӗлтереҫҫӗ? (w06 15.3, с. 14, абз. 10).
6. Иов 7:9, 10-мӗш тата 10:21-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иов вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненмен тесе калама пулать-и? (w06 15.3, с. 14, абз. 11).
7. Вилӗме хӑйӗн асапӗсенчен тарса пытанмалли хӳтлӗх вырӑнне хунӑ май Иов, Турӑ ӑна виле шӑтӑкӗнчен чӗртсе кӑларасса ҫирӗп шаннине кӑтартас тесе, мӗнле тӗслӗхпе усӑ курнӑ? (Иов 14:7, 13—15) (w00 15.5, с. 27, абз. 7 — с. 28, абз. 2).
8. «Ӳтӗм шӑл тунинче ҫеҫ тӑрса юлчӗ» тенипе Иов мӗн каласшӑн пулнӑ? (Иов 19:20) (w06 15.3, с. 15, абз. 1).
9. Мӗншӗн Елифаз канашӗсем Иова йӑпатас вырӑнне тата ытларах унӑн чунне ыраттарнӑ? (Иов 21:34; 22:2, 3) (w95 15.2, с. 27, абз. 5, 6).
10. Иов «хама айӑпсӑр тесе шухӑшлатӑп» тени мӗне пӗлтерет тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (Иов 27:5) (w06 15.3, с. 15, абз. 9).