Христиансене сӑваплӑ ӗҫе тумашкӑн кӗлӗ туни кирлӗ
1. Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑмашкӑн мӗн туни кирлӗ?
1 Сӑваплӑ ӗҫе эпир хамӑр вӑйпа кӑна туса тӑраймастпӑр. Ҫак ӗҫе тума вӑй пире Иегова парать (Флп. 4:13, ҪТ). Сурӑхсемпе танлаштарнӑ ҫынсене шыраса тупма Вӑл пире ангелсемпе усӑ курса пулӑшать (Апок. 14:6, 7). Эпир чӑнлӑх вӑрлӑхне акатпӑр, шӑваратпӑр, ӳстерессе вара Турӑ хӑй ӳстерет (1 Кор. 3:6, 9). Ҫавӑнпа та Туррӑн ӗҫлекенӗсене пӗлӗтри Ашшӗне кӗлӗ туса шанса тӑни питӗ кирлӗ.
2. Мӗн ҫинчен эпир кӗлӗ тума пултаратпӑр?
2 Хамӑршӑн. Ырӑ хыпар сарма кайнӑ чух кашнинчех пирӗн кӗлӗ тумалла (Еф. 6:18). Мӗн ҫинчен эпир кӗлӗ тума пултаратпӑр? Сӑмахран, хӑюлӑх тата ҫавӑн пекех, ырӑ хыпар сармалли территори ҫине тӗрӗс пӑхасси ҫинчен (Апост. ӗҫ. 4:29). Ҫавӑн пекех ырӑ чӗреллӗ, Библи вӗренес кӑмӑллӑ ҫынсемпе тӗл пулма Иегова пире пулӑштӑр тесе ыйтни вырӑнлӑ. Ырӑ хыпара сарнӑ чух ҫын ыйту пачӗ пулсан, Иегова тӗрӗс хуравлама пулӑштӑр тесе эпир кӗскен хамӑр ӑшра кӗлӗ тума пултаратпӑр (Неем. 2:4). Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрассине яланах мала хурас тесе ӑслӑлӑх та ыйтма пулать (Иак. 1:5). Унсӑр пуҫне, пире хӑйӗн ӗҫлекенӗ пулма чыс тунӑшӑн пархатарлӑ пулни ҫинчен кӗлӗре каланине илтме Иеговӑна кӑмӑллӑ (Кол. 3:15).
3. Ыттисемшӗн кӗлӗ туни мӗнле майпа ырӑ хыпар каласа ҫӳрес ӗҫе малалла та сарӑлса пыма парать?
3 Ыттисемшӗн. Ҫавӑн пекех пирӗн «пӗр-пӗриншӗн кӗлтумалла», вырӑнлӑ пулсассӑн, христиан-тӑвансен ячӗсене кӗлӗре асӑнмалла (Иак. 5:16; Апост. ӗҫ. 12:5). Сывлӑх начар пулни сана ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма чӑрмантарать пулсан, кама сывлӑх нумайрах ӗҫлеме май парать, ҫав хыпарҫӑсемшӗн кӗлӗ ту. Ҫакӑн пек кӗлӗсем пысӑк пулӑшу пани пирки нихӑҫан та ан иккӗлен. Ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма май пултӑр тесе пуҫлӑхсемшӗн кӗлӗ туни тӗрӗс, ҫапла вара пирӗн христиан-тӑвансем «лӑпкӑ, канлӗ пурӑнма» пултараҫҫӗ (1 Тим. 2:1, 2).
4. Мӗншӗн кӗлӗ тума нихӑҫан та чарӑнмалла мар?
4 Пире питӗ пысӑк ӗҫ шанса панӑ — ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе ҫӳресси. Иеговӑна «ялан кӗлтуса» тӑрсассӑн, Вӑл пулӑшнипе ҫак ӗҫе эпир пурнӑҫлама пултарӑпӑр (Рим 12:12).