Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Март: Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама тӑрӑшӑр. Апрель тата май: ҫӗнӗ брошюрӑсем. Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем, ҫав шутрах Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килнисем е пухӑвӑн пӗр-пӗр тӗлпулӑвне пынисем, анчах та пухӑва яланах ҫӳременнисем, патне тепӗр хут килсен вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Июнь: Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама тӑрӑшӑр. Ҫавӑн пекех «Самый великий человек» тата «Учись у Великого Учителя» кӗнекесем сӗнме пулать.
◼ Китай чӗлхипе калаҫакан ҫынна ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ӑна хӑш чӗлхепе ҫырнине вулама ҫӑмӑлтарах пулнине пӗлес тесе «Благая весть» брошюрӑри ӗлӗкрен пыракан китай чӗлхипе (CH) тата ансатлатнӑ китай чӗлхипе (CHS) ҫырнӑ страницӑсене кӑтарт. Ытларах чухне Гонконгран тата Тайванрен килнисем ӗлӗкрен пыракан китай (CH) чӗлхипе, Китайран килнисем — ансатлатнӑ китай (CHS) чӗлхипе вулаҫҫӗ. Видео- тата аудиопубликацисене илес пулсан вара ҫын хӑш диалектпа калаҫнине тата хӑшне лайӑхрах ӑнланнине шута илмелле. Китайра тата Тайванре пурӑнакансем ытларах чухне путунхуа (CHM), Гонконгра пурӑнакансем вара — кантон (CHC) диалектне ӑнланаҫҫӗ.
◼ Августра сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче «Свидетели Иеговы: организованы, чтобы нести благую весть» фильма сӳтсе яватпӑр. Кирлӗ пулсан ҫак фильма май килнӗ таран маларах заказ тума тӑрӑшӑр.
◼ Эрнекун, 2011 ҫулхи майӑн 6-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн Вефильте, ҫуркуннехи тирпей кӳмелли ӗҫсене тунӑ пирки, экскурсисем пулмаҫҫӗ.