Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
2011 ҫулхи май уйӑхӗнче Раҫҫейри тӗрлӗ пухусенчи хыпарҫӑсенчен тӑракан 113 ушкӑн ырӑ хыпара сахал илтекен территорисенче ырӑ хыпар сарма хатӗр пулнине кӑтартнине пӗлтерме хавас. Вӗсене 108 административлӑ района янӑ. Унсӑр пуҫне хыпарҫӑсен 33 ушкӑнӗ — мӗнпурӗ 254 ҫын — хӑйсен территорийӗнче ырӑ хыпар сарма пулӑшу ыйтнӑ пухусене пулӑшнӑ.