Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аяларах илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2012 ҫулхи февралӗн 27-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, шкула хатӗрленнӗ чух ӑна тӗпчеме пулать.
1. Иеговӑн хӗрхенӗвӗ унӑн тӗрӗслӗхӗ ҫине витӗм кӳрет тесе калани тӗрӗс-и? (Ис. 30:18.) (Янв. 9, w02-U 3/1 30 с.)
2. Севнӑна Езекия керменӗн пуҫлӑхӗнчен кӑларнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ис. 36:2, 3, 22.) (Янв. 16, w07-U 1/15 8 с., 6 абз.)
3. Исаия 37:1, 14—20-мӗшӗсенче ҫырса панӑ тӗслӗх пире йывӑрлӑхсем ҫине мӗнле пӑхасси тӗлӗшӗнчен мӗне вӗрентет? (Янв. 16, w07-U 1/15 9 с., 1, 2 абз.)
4. Исаия 40:31-мӗшӗнче илсе панӑ тӗслӗх Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗншӗн хавхалантарать? (Янв. 23, w96-U 6/15 9—10 с.)
5. Исаия 41:14-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иеговӑн сӑмахӗсем пулса иртмелли мӗнле тапӑну тӗлӗшӗнчен паян уйрӑмах йӑпатаҫҫӗ? (Янв. 23, ip-2-U 24 с., 16 абз.)
6. «Тӳрӗлӗх енне ӑнтӑл[нине]» эпир Иеговӑна мӗнле кӑтартатпӑр? (Ис. 51:1.) (Февр. 6, ip-2-U 165 с., 2 абз.)
7. Исаия 53:12-мӗшӗнчи «аслисем», е нумайӑшӗ, шутне кам кӗрет тата Иегова хӑйне вӗсемпе мӗнле тытни пире мӗншӗн питӗ хавхалантарать? (Февр. 13, ip-2-U 213 с., 34 абз.)
8. Исаия 60:17-мӗшӗнче символла ҫырса панӑ мӗнле улшӑнусем Иеговӑн халӑхӗнче юлашки кунсенче пулса иртеҫҫӗ? (Февр. 20, ip-2-U 316 с., 22 абз.)
9. Иисуса тата унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме шанса панӑ «ырӑлӑх вӑхӑчӗ» мӗне пӗлтерет? (Ис. 61:2.) (Февр. 20, ip-2-U 324—325 с., 7, 8 абз.)
10. Исаия 63:9-мӗшӗнче Иеговӑн мӗнле илемлӗ паха енӗ пирки сӑмах пырать? (Февр. 27, w03-U 7/1 19 с., 22, 23 абз.)