Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Февраль: «Секрет семейного счастья» кӗнеке. Уйрӑмах Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама тӑрӑшӑр. Март: «Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ», «Чӑннипе тӗнче пуҫлӑхӗ кам?», «Кам вӑл Иегова?» трактатсем. Пӗрремӗш хут килсенех Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Апрель тата май: «Кам вӑл Иисус Христос?», «Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ» трактатсем. Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне е пухӑвӑн урӑх тӗлпулӑвне пӗр е темиҫе хут килнисем патне тепӗр хут кайсан вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр.
◼ Каҫхи апат уявӗ хыҫҫӑнхи эрнере «Вӑхӑт юлманпа пӗрех — ҫавна асра тытатӑр-и?» ятлӑ ятарлӑ доклад пулать.
◼ «Ежегодникри» ҫулсеренхи пӗтӗм тӗнчери отчетра е унӑн юлашки страницинче асӑнман ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ чухне уйрӑм кӑтартусемпе асӑрхаттарусем илмешкӗн хӑвӑрӑн филиала май килнӗ таран маларах ҫырса ярӑр. Тен, ҫав ҫӗршывра ырӑ хыпар сарма чарнӑ (Матф. 10:16). Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр ҫӗршывра вырӑнти Свидетельсемпе хутшӑнманни тата пухӑва ҫӳременни лайӑхрах. Май пулнӑ самантра ырӑ хыпар сарасси пирки тата литература илсе каясси пирки эсир канашсем филиалта илме пултаратӑр. Ҫав канашсене тытса пырсан эсир кирлӗ мар йывӑрлӑха кӗрсе ӳкмӗр тата ҫав ҫӗршывра Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне сарма йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратмӑр (1 Кор. 14:33, 40).