Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Март: «Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ», «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактатсем. Пӗрремӗш хут килсенех Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Апрель тата май: «Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ», «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактатсем. Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне е пухӑвӑн урӑх тӗлпулӑвне пӗр е темиҫе хут килнисем патне тепӗр хут кайсан вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Июнь: пӗрремӗш хут килсенех Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр.
◼ Каҫхи апат уявӗ 2012 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче, кӗҫнерни кун, иртӗ. Сирӗн пухӑвӑн пӗр тӗлпулӑвӗ ытти чухне кӗҫнерни кун пулнӑ пулсан, Турӑ Патшалӑх Залӗнчи график май парсан ӑна ҫав эрнере, урӑх кун ирттермелле. Май пулмасан, хӑвӑр пухушӑн уйрӑмах кирлӗ пунктсене сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗн тепӗр эрнери программине кӗртме пулать.
◼ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче «Вопросы молодежи» ярӑмри «Как найти настоящих друзей?» тата «Чему посвятить свою жизнь?» фильмсене сӳтсе явӑпӑр. Фильмсем кирлӗ пулсан вӗсене май килнӗ таран иртерех заказ тума тӑрӑшӑр.