Икӗ вак укҫа
Турӑ Патшалӑх интересӗсемшӗн тӑрӑшмалли питӗ кирлӗ меслетсенчен пӗри — пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума кӑмӑлтан укҫа-тенкӗ пани. Анчах пирӗн укҫи-тенки сахал пулсан, мӗн тумалла-ха?
Пӗррехинче Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм хакӗпе пӗчӗк икӗ вак укҫа хунине курнӑ. Иеговӑна юратни ӑна, «кӗлмӗҫскере... хӑйне пурӑнмалӑх укҫине я[ма]» хавхалантарнӑ (Марк 12:41—44). Хӗрарӑм кӑмӑлтан хунӑ укҫа Иегова куҫӗ умӗнче питӗ хаклӑ пулнине кӑтартма Иисус ҫакӑн ҫине тимлеттернӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем те кӑмӑлтан укҫа-тенкӗ парассине пысӑк чыс тесе шутланӑ. Пуяннисем те, чухӑннисем те хӑйсен мӗн пуррине кура кӑмӑлтан панӑ. Павел апостол Македонири ӗненекенсем «хӑйсем ытла та чухӑн пулин те... пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйт[ни]» пирки асӑннӑ (2 Кор. 8:1—4).
Ҫавӑнпа, хамӑр «икӗ вак укҫа» кӑна параятпӑр пулсан, асра тытмалла: кӑмӑлтан панӑ нумай вак укҫа та, пӗрле илсен, пысӑк укҫа пулать. Чӗререн парса эпир хамӑрӑн уҫӑ кӑмӑллӑ пӗлӗтри Аттемӗре савӑнтаратпӑр, мӗншӗн тесен «хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать» (2 Кор. 9:7).