Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аяларах илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2012 ҫулхи августӑн 27-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать.
1. Иезекииль курӑнура Иуда чӑнлӑхран пӑрӑнса кайни ҫинчен курни мӗне пӗлтерет тата ҫак курӑну пире мӗне вӗрентет? (Иез. 8:15—17.) (Июлӗн 2, w07-U 7/1 13 с., 6 абз.; w93-U 1/15 27, 28 с., 7, 12 абз.)
2. Иезекииль пурӑннӑ вӑхӑтри суя пророксемпе паянхи тӗн ертӳҫисем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? (Иез. 13:3, 7.) (Июлӗн 9, w99-U 10/1 13 с., 14, 15 абз.)
3. Иезекииль 17:22—24-мӗшӗсенчи пророкла каланӑ сӑмахсенчи «черчен» хунав кама пӗлтерет, хунав ларакан «ҫуллӗ те аслӑ ту» мӗне сӑнарлать тата ҫак хунав «чаплӑ кедр» пулса тӑрӗ тени мӗне пӗлтерет? (Иез. 13:3, 7.) (Июлӗн 16, w07-U 7/1 12 с., 6 абз.)
4. Куҫарса кайнӑ Иуда халӑхӗ, Иезекииль 18:2-мӗшӗнчи ытарлӑ сӑмах тӑрӑх, хӑй асапланнӑшӑн кама айӑпланӑ тата ҫак тӗслӗх пире мӗне вӗрентет? (Июлӗн 23, w89-U 2/15 15 с., 10 абз.; w07-U 7/1 13 с., 10 абз.)
5. Ҫынсем те, демонсем те Иегова шухӑшласа хунине улӑштарма пултарайманнине Иезекииль 21:18—22-мӗшӗсенче ҫырса панӑ тӗслӗх мӗнле кӑтартать? (Июлӗн 30, w07-U 7/1 14 с., 4 абз.)
6. Иезекииль 24:6, 11, 12-мӗшӗсенче каланӑ хуранри кӑм, е тутӑх, мӗне пӗлтерет тата 14-мӗш сӑвӑ йӗркинче мӗнле принцип пур? (Авг. 6, w07-U 7/1 14 с., 2 абз.)
7. Тир хулине тӗп тӑвасси пирки пророкла каланӑ сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Авг. 6, si-U 147 с., 4 абз.)
8. Иезекииль 28:2, 12—17-мӗшӗсенче ҫырнӑ хӑш сӑмахсене «Тир патши» пирки те, ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш сутӑнчӑк — Сатана — пирки те каланӑ? (Авг. 13, w05-U 10/15 23—24 с., 10—14 абз.; it-2-E 604 с., 4, 5 абз.)
9. Египет 40 ҫуллӑха пушанса юлни хӑҫан пуҫланнӑ тата ҫакӑ чӑннипех те пулса иртнине эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр? (Иез. 29:8—12.) (Авг. 13, w07-U 8/1 8 с., 5 абз.)
10. Иезекииль ҫынсем интересленменнине тата мӑшкӑлласа кулнине, ҫавӑн пекех итлеменнине мӗнле чӑтнӑ тата Иегова ӑна мӗн пирки шантарса каланӑ? (Иез. 33:31—33.) (Авг. 20, w91-U 3/15 17 с., 16, 17 абз.)