Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Август: 32 страницӑллӑ брошюрӑсем: «Библия и ее главная тема», «Когда умер близкий тебе человек». Ҫынсем патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр, вырӑнлӑ пулсан «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр. Сентябрь тата октябрь: «Секрет семейного счастья» кӗнеке. Ҫын патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Кирлӗ пулсан, «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр. Ноябрь: «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактат. Ҫын патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Кирлӗ пулсан, «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр.
◼ Сентябрьтен пуҫласа район надзирателӗ «Турӑпа ҫӳрӗр, вара паян тата ӗмӗр-ӗмӗр пиллӗхсем илӗр» доклада тӑвӗ.
◼ Кашни Турӑ Патшалӑх Залӗнче Зала пӑхса тӑрас енпе яваплӑ арҫын тӑванӑн е комитетӑн ҫулсеренхи тӗрӗслев ӗҫне тумалла, «Контрольный перечень пунктов по обслуживанию и безопасности Зала Царства» (CN-14) бланкпа усӑ курмалла. Мӗн те пулин юсамаллине тата документсемпе килӗшӳллӗ пулманнине асӑрхасан вӗсен ҫавна тӳрлетмелле. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫырса тултарнӑ бланка филиала сентябрӗн 30-мӗшӗччен ярса памалла тата унӑн копийӗсене Залпа усӑ куракан пухусенчи старейшинӑсен советне памалла. Унтан старейшинӑсен ҫулсеренхи тӗлпулӑвӗнче тӑкаксене, пулнисене те, пулассисене те, Зала тӗрӗслени мӗн кӑтартса панисене, ҫак енпе ӗҫлекен комитет ӗҫ-хӗлне тата ытти ыйтусене пӑхса тухӑр. Район надзирателӗ пухӑва килсен тӗрӗслев ӗҫӗ ирттернине, кирлӗ ӗҫсене тунине тата пурте документсемпе килӗшӳллӗ пулнине тӗрӗслӗ.