Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем. Чӑн-чӑн туссене мӗнле тупмалла?
Иегова ҫынсене пӗр-пӗринпе хутшӑнас тата туслӑх аталантарас туртӑмпа пултарнӑ (Ытар. 17:17; 18:1, 24). Туслӑх лайӑх витӗм кӳтӗр тесен туссене тӗрӗс суйламалла (Ытар. 13:21). «Вопросы молодежи. Как найти настоящих друзей?» фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр.
Малтан калани.
1) Чӑн-чӑн тус кам вӑл?
Туслӑх патне илсе пыракан ҫул ҫинчи чӑрмавсем.
2) Хамӑра йышӑнманнине мӗнле ҫӗнтермелле? (Флп. 2:4.) 3) Пирӗн мӗншӗн хамӑрӑн енсене лайӑхлатма тӑрӑшмалла тата ҫакна тума пире кам пулӑшма пултарать? (2 Кор. 13:11.) 4) Эпир ҫӗнӗ туссене мӗнле тупма пултаратпӑр? (2 Кор. 6:13.)
Турӑпа туслӑ пулни.
5) Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗнле ҫирӗплетмелле тата ҫакна тума тӑрӑшни мӗншӗн кирлӗ? (Пс. 33:9.) 6) Иегова пирӗн чи ҫывӑх тус пулчӗ пулсан, пирӗн лайӑх туссем тупӑнӗҫ теме мӗншӗн пулать?
Япӑх туссем.
7) Кам япӑх ушкӑн пулса тӑма пултарать? (1 Кор. 15:33.) 8) Япӑх туссем мӗнле майпа Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене аркатма пултараҫҫӗ?
Хальхи вӑхӑтри драма.
9) Дина ҫинчен Библире каласа панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Пулт. 34:1, 2, 7, 19.) 10) Ӗненмен тантӑшӗсемпе хутшӑннине Тара мӗнле тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ? 11) Шкулти тусӗсем Тарӑна мӗнле хӑрушлӑхсене кӗртсе ӳкерме пултарнӑ? 12) Тарӑн ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗ хӑрушлӑхра пулнине мӗншӗн асӑрхаман тата Тарӑна Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшас тесе хӑйсене унпа мӗнле тытнӑ? 13) Пионер пулса ӗҫлекен ҫамрӑк хӗр чӑн-чӑн тус пулнине мӗнле кӑтартнӑ? 14) Юлашкинчен Тара мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ?
Юлашкинчен калани.
15) Ҫак фильма пӑхса эсир мӗне вӗрентӗр? 16) Ыттисене пулӑшма ҫак фильмпа мӗнле усӑ курма пулать?
Айтӑр чи хаклӑ туслӑха — Турӑпа туслӑ пулнине — упраса хӑварма пулӑшакан туссене суйласа илер! (Пс. 14:1, 4; Ис. 41:8.)