Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
2012 ҫулхи май уйӑхӗнче зональнӑй надзиратель докладне Санкт-Петербургри филиалтан Турӑ Патшалӑх Залӗсене тата арендӑна илнӗ залсене пӗтӗм Раҫҫейӗпе, Калининградран пуҫласа Камчаткӑна ҫитичченех, ҫавӑн пекех Белорусси республикине те трансляциленине сире пӗлтеретпӗр; ҫак ятарлӑ тӗлпулӑвӑн программине пӗтӗмӗшпе 174 954 ҫын итленӗ. Турӑ Сӑмахне хаклакан питӗ нумай ҫыннӑн «пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн» май пулни питӗ савӑнтарать (Рим 1:12; Матф. 5:3).