Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аяларах илсе панӑ ыйтусене 2012 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май ӑна тӗпчеме пулать.
1. Хурт-кӑпшанкӑ тапӑнни ҫинчен Иоиль 2:1—10, 28-мӗшӗсенче ҫырса хунӑ пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Нояб. 5, w07-U 10/1 13 с., 1 абз.)
2. Амос 8:11-мӗшӗнчи сӑмахсем кам ҫинче пурнӑҫланаҫҫӗ тата Библи ҫинче никӗсленнӗ литература пирӗн питӗ нумай пулнине кура пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла? (Нояб. 12, jd-U 61 с., 9 абз.)
3. Эдомитянсем мӗне пула хӑйсене ытлашши шанма тытӑннӑ, анчах та пирӗн мӗн ҫинчен нихӑҫан та манмалла мар? (Авд. 3, 4.) (Нояб. 19, w07-U 11/1 14 с., 1 абз.)
4. Ниневи ҫыннисем ҫине асап яма шухӑшланӑшӑн Иегова хӑш тӗлӗшрен ӳкӗннӗ? (Иона 3:8, 10; ҪТ.) (Нояб. 19, w07-U 11/1 15 с., 2 абз.)
5. Эпир Иегова ячӗпе ҫӳрени унпа пирӗн хушӑри туслӑха мӗнле ҫирӗплетет? (Мих. 4:5.) (Нояб. 26, jd-U 88 с., 12 абз.)
6. Наум 1:3-мӗшӗнчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? (Дек. 3, w01-U 11/1 8 с., 4 абз.)
7. Аггей 1:6-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ тата пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? (Дек. 10, w06-U 4/15 22 с., 12—15 абз.)
8. Захария 7:10-мӗшӗнче ҫырса панӑ «пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр» хушупа пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пулать? (Дек. 17, jd-U 113 с., 6 абз.; w07-U 12/1 11 с., 2 абз.)
9. Захария 4:6, 7-мӗшӗсенчи сӑмахсем Иеговӑн паянхи ӗҫлекенӗсене мӗнле йӑпатаҫҫӗ? (Дек. 17, w07-U 12/1 10 с., 7 абз.)
10. Малахия 3:16-мӗшӗнчи сӑмахсене шута илсен, пирӗн мӗншӗн яланах Турра шанчӑклӑ юлма тӑрӑшмалла? (Дек. 31, w07-U 12/15 29 с., 3 абз.)