Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Амос
1. Амос тӗслӗхӗ мӗншӗн пире хавхалантарма пултарать?
1 Пултарулӑхсемпе ятарлӑ пӗлӳ пулманран эсӗ хӑвӑн пирки ырӑ хыпар сарма пултараймастӑп тесе хӑҫан та пулин шутланӑ-и? Ҫапла пулсан, Амос пророк тӗслӗхӗ сана хавхалантарӗ. Вӑл сурӑхсене кӗтекенӗ пулнӑран сезонпа ӗҫленӗ пулсан та Иегова ӑна питӗ кирлӗ хыпара пӗлтерме пултартӑр тесе вӑй панӑ (Ам. 1:1; 7:14, 15). Паян та Иегова ахаль ҫынсемпех усӑ курать (1 Кор. 1:27—29). Амос пророк тӗслӗхӗ пире тата хӑш тӗлӗшрен пулӑшма пултарать?
2. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӗсӗрленипе тӗл пулсан ҫирӗп тӑма пире мӗн пулӑшӗ?
2 Хӗсӗрленипе тӗл пулсан ҫирӗп пулӑр. Вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхри Амасия священник, пӑрӑва пуҫҫапаканскер, Амос пророкла каланине илтсен ҫапна каланӑ теме те пулать: «Килне таврӑн! Чӑрмантарса ан ҫӳре пире! Пирӗн урӑх тӗн!» (Ам. 7:12, 13). Амасия Иеровоам патшана, вӑл Амос пророка ырӑ хыпар сарма чартӑр тесе, пророкӑн сӑмахӗсене пӑсса ҫавӑрса каланӑ (Ам. 7:7—11). Ҫакӑ пророка хӑратман. Паян та тӗн пуҫлӑхӗсем Иеговӑн халӑхне хӗсӗрлес тесе хӑш чухне влаҫра ларакан ҫынсемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та Иегова пире хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ нимӗнле кӑрал та ӑнӑҫлӑ пулаймӗ тесе шантарса калать (Ис. 54:17).
3. Эпир пӗлтерекен хыпарӑн мӗнле икӗ енӗ пур?
3 Иеговӑн сучӗсем тата пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ пиллӗхсем ҫинчен пӗлтерӗр. Вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхне Турӑ суд тӑвать тесе Амос пӗлтернӗ пулсан та, унӑн ятне илнӗ кӗнекин юлашки сӑмахӗсенче вӑл каялла юсаса-йӗркелесси пирки тата пулас пиллӗхсем пирки Турӑ сӑмах панине ҫырса хунӑ пулнӑ (Ам. 9:13—15). Эпир те «пӗтес вӑхӑт» ҫинчен пӗлтеретпӗр, анчах ҫакӑ вӑл эпир пӗлтермелли «Патшалӑх ҫинчен... ырӑ хыпарӑн» пӗр пайӗ кӑна (2 Петр 3:7; Матф. 24:14). Иегова Армагеддонра йӗркесӗр ҫынсене пӗтерет те ҫӗр ҫинче каллех рай пулать (Пс. 36:34).
4. Эпир Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлама пултарнине эпир мӗншӗн ҫирӗп шанатпӑр?
4 Хирӗҫ тӑракансем питӗ нумай пулнӑ тӗнчере эпир Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне сарнӑ чухне хамӑра Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗн пурӑннипе Унӑн ирӗкне туса тӑма шут тытни тӗрӗсленме пултарать (Иоанн 15:19). Иегова пире те, Амоса пулӑшнӑ пекех, хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫласа тӑма пулӑшса тӑрасса эпир ҫирӗп шанса тӑратпӑр (2 Кор. 3:5).