Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2014 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явмалла.
Сатанан Евӑна мӗн ҫине тимлеттерме май килнӗ тата ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫинипе Ева мӗн кӑтартнӑ? (Пулт. 3:6.) (Янв. 6, w11 5/15 16 с., 5 абз.)
Авель мӗнле майпа ҫирӗп ӗненӳ аталантарнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? (Пулт. 4:4, 5; Евр. 11:4.) (Янв. 6, bp130-U 12 с., 3 абз., 14 с., 4, 5 абз.)
Хӑйсен ачисем «паттӑр» тата «паллӑ» ҫынсем ҫине киленсе-хӗпӗртесе ан пӑхчӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Пулт. 6:4.) (Янв. 13, bp133-U 13 с., 2 абз.)
Лотпа унӑн арӑмӗ ҫинчен Пултарни 19:14—17, 26-мӗшӗсенче ҫырса панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр (Янв. 27, w03-U 1/1 16 с., 20 абз.)
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине тата Иегова Исаакран вӑрлӑх тухасси пирки сӑмах панине ӗненнине Авраам мӗнле кӑтартнӑ? (Пулт. 22:1—18.) (Фев. 3, w09-U 2/1 18 с., 4 абз.)
Пултарни 25:23-мӗш сӑвӑ йӗркинче «асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ» тесе пророкла калани мӗнле питӗ кирлӗ чӑнлӑхсене уҫса парать? (Фев. 10, w03-U 10/15 29 с., 1 абз.)
Иаков тӗлӗкре пусма курни мӗне пӗлтерет? (Пулт. 28:12, 13.) (Фев. 10, w04-U 1/15 28 с., 5 абз.)
Мӗншӗн Лаван хӑйӗн вӑрланӑ йӗрӗхӗсене, е терафимӗсене, каялла тавӑрас тесе питӗ тӑрӑшнӑ? (Пулт. 31:30—35.) (Фев. 17, it-U «Лаван», 7 абз.)
Пултарни 32:29-мӗшӗнче ангел Иакова каланӑ сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Фев. 24, bp137-U 8/1 10 с.)
Дина лекнӗ лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкес мар тесен пире мӗн пулӑшӗ? (Пулт. 34:1, 2.) (Фев. 24, w01-U 8/1 20—21 с.)