Пӗлтерӳсем
Сӗнмелли литература. Февраль: «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюрӑпа е 32 страницӑллӑ ҫак брошюрӑсенчен пӗринпе усӑ курӑр: «Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?», «Турра итле», «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн». Март тата апрель: ҫав уйӑхри брошюрӑсем. Май тата июнь: «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюра е область конгресӗнче панӑ пӗр-пӗр ҫӗнӗ буклет.
2014 ҫулхи Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ ячӗпе «Юратакан Турӑ мӗншӗн усаллӑха пулма парать?» ятлӑ ятарлӑ доклад пулать.
Хыпарҫӑсем халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче сӗтел е тележка усӑ курса ырӑ хыпар сараҫҫӗ пулсан, унта вӗсен Библи кӑларса хумалла мар. Анчах та Библи ыйтакансене е чӑнлӑхпа чун-чӗререн интересленекенсене пама темиҫе Библи хатӗрлесе хума пултараҫҫӗ.