Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
2014 ҫулхи мартӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа пысӑк хуласенчи нумай халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар пӗлтермелли ятарлӑ программа Раҫҫейре Санкт-Петербургсӑр пуҫне тата 14 пысӑк хулара иртме пуҫланӑ. Ҫак программӑра хутшӑннине пула апрель уйӑхӗнче кӑна 26 201 публикаци салатнӑ; апрель уйӑхӗнче пӗтӗмӗшле ҫак программӑра 3 070 хыпарҫӑ хутшӑннӑ: 138 ятарлӑ пионер, 2 499 тулли пионер тата 433 пулӑшакан пионер!