Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb16 сентябрь 3 с.
  • Иеговӑн саккунӗпе ҫӳрӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑн саккунӗпе ҫӳрӗр
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Ҫавнашкал материал
  • Псалом 36:4. «Ҫӳлхуҫапа лӑплан»
    Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
mwb16 сентябрь 3 с.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 118 ПСАЛОМ

Иеговӑн саккунӗпе ҫӳрӗр

Иеговӑн саккунӗпе ҫӳрени Турӑ мӗн тума хушнине кӑмӑлпах тытса тӑнине пӗлтерет. Библире псалом юрлакан пекех Иеговӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑнӑ нумай ҫын ҫинчен ҫырнӑ.

Псалом юрлакан туяпа утса пырать

Чӑн-чӑн телей Иеговӑн саккунӗпе ҫӳренинчен килет

118:1—8

Иисус Навин чӗркеме вулать

Иисус Навин Иеговӑна пур енчен те шаннӑ тата вӑл мӗн хушнине тытса тӑнӑ. Вӑл телейлӗ пуласси тата ӗҫсем ӑнса пырасси Иеговӑна чун-чӗререн шанса тӑрассинчен килнине пӗлнӗ

Турӑ Сӑмахӗ пире йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хӑюлӑх парать

118:33—40

Иеремия кӗлтӑвать

Иеремия хӑюллӑ пулнине тата Иеговӑна шаннине кӑтартнӑ. Вӑл ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӳсӗмлӗн туса тӑнӑ

Турӑ Сӑмахне лайӑх пӗлни пире ырӑ хыпара хӑюллӑн калама пулӑшать

118:41—48

Павел Феликс пуҫлӑхне ырӑ хыпар пӗлтерет

Павел апостол Туррӑн ырӑ хыпарне пур ҫынна та хӑрамасӑр пӗлтернӗ. Вӑл Рим пуҫлӑхне Феликса ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне хӑйне Иегова пулӑшасса пӗртте иккӗленмен

Псалом юрлакан туяпа утса пырать

Ӑҫта эпӗ ырӑ хыпара хӑюллӑрах пӗлтерме пултаратӑп?

  • Шкулта

  • Ӗҫре

  • Килте

  • Урӑх вырӑнта

118-мӗш псалома акростих мелӗпе, урӑхла каласан, алфавит йӗркипе ҫырнӑ. Тен, ҫакна пула текста астуса юлма ҫӑмӑлрах пулнӑ. Ҫак псаломра 22 строфа, кашни строфара 8 сӑвӑ йӗрки. Кашни сӑвӑ йӗрки еврей алфавитӗнчи пӗр саспаллиренех пуҫланать. Еврей алфавитӗнче 22 саспалли пулнӑран, ҫак псаломра 176 сӑвӑ йӗрки, ҫавна пула Библире ҫак псалом чи вӑрӑмми.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр