ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЕККЛЕСИАСТ 7—12
«Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр»
Ватлӑхри йывӑрлӑхсем ҫинчен Соломон сӑвӑласа ҫырнӑ
12:1, 13
Нумай ҫамрӑкӑн сывлӑхӗ те лайӑх, вӑйӗ те нумай. Ҫавӑнпа вӗсем интереслӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑл мар ӗҫсене тума пултараҫҫӗ
Ватлӑх кунсенче вӑй чакать, ҫавӑнпа ҫамрӑксен хӑйсен вӑхӑчӗпе, вӑйӗпе усӑ курса Турӑшӑн ӗҫлемелле
Мӗн ҫамрӑкранах хӑвна Пултараканшӑн ӗҫлесе ӑна асӑнта тытса тӑр
12:2—7
3-мӗш сӑвӑ йӗрки: «Кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ»
Куҫ курми пулса пырӗ
4-мӗш сӑвӑ йӗрки: «Юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ»
Хӑлха илтми пулса пырӗ
5-мӗш сӑвӑ йӗрки: «Каперс тӑкӑнса пӗтӗ»
Апат анми пулӗ