ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИЕЗЕКИИЛЬ 46—48
Ҫӗнетнӗ ҫӗр ҫинче израильтянсене питӗ лайӑх пурнӑҫ кӗтнӗ
Иезекииль храм ҫинчен курнӑ курӑну тыткӑнра пулнӑ иудейсене хавхалантарнӑ тата ҫӗре ҫӗнетесси ҫинчен пророкла каланисем, маларах каласа хунисем, пурнӑҫланасса ҫирӗплетсе панӑ. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен пурнӑҫӗнче тӗрӗс пуҫҫапасси малти вырӑнта пулмалла пулнӑ.
Ҫак курӑну ҫӗр ҫинче йӗрке пулӗ, ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ тата хӑрушсӑрлӑхра пурӑнӗҫ тесе шантарнӑ
47:7—14
Пуян та тулӑх ҫӗр
Кашни ҫемьен хӑйӗн ҫӗр лаптӑкӗ
Ҫӗре ҫемьесем хушшинче пайласа тухас умӗн израильтянсем ҫӗрӗн ятарлӑ пайне Иеговӑна парне пек панӑ
48:9, 10
Иеговӑна пуҫҫапасси манӑн пурнӑҫра малти вырӑнта пулнине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп? (w06-U 4/15 27—28 с., 13, 14 абз.)