Сентябрӗн 25 — Октябрӗн 1
ДАНИИЛ 3:98—6:28
47-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Эсир Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑрӑр-ши?» (10 мин.)
Дан 6:7—10. Даниил Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑрас тесе хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен (w10 11/15 7 с., 16 абз.; w06-U 11/1 24 с., 12 абз.)
Дан 6:16, 20. Дарий патша Даниилӑн Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулнине асӑрханӑ (w03-U 9/15 15 с., 2 абз.)
Дан 6:22, 23. Иегова Даниила хӑйӗншӗн ӗҫлеме пӑрахманшӑн пилленӗ (w10 2/15 23 с., 15 абз.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Дан 4:7, 8, 17—19. Навуходоносор тӗлӗкре курнӑ питӗ ҫӳллӗ йывӑҫ мӗне сӑнласа парать? (w07-U 9/1 18 с., 5 абз.)
Дан 5:17, 29. Мӗншӗн Даниил малтан Валтасар патшаран парнесем илмен, анчах кайран илнӗ? (w88-E 10/1 30 с., 3—5 абз.)
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенчен эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр?
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир тата мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин. е сахалрах): Дан 4:26—34
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш хут килни (2 мин. е сахалрах): вырӑнлӑ планпа усӑ курса «Ҫынсем асапланни Иеговӑшӑн пурпӗрех-ши?» темӑна сӳтсе явма пуҫла.
Тепӗр хут килни (4 мин. е сахалрах): вырӑнлӑ планпа усӑ курса «Ҫынсем асапланни Иеговӑшӑн пурпӗрех-ши?» темӑна малалла сӳтсе яв.
Библи вӗренӗвӗ (6 мин. е сахалрах): вырӑнлӑ планпа усӑ курса «Турра чунтан парӑнса пурӑнас тесен мӗн тумалла?» темӑна сӳтсе яв. Вӗренекене ҫемьерисем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантар.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
79-мӗш юрӑ
«Вӗсене Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑма вӗрентӗр» (15 мин.). Сӳтсе явни. Унтан ӑста хыпарҫӑ ҫӗнӗ хыпарҫӑпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерни ҫинчен видеоролик кӑтарт та ӑна сӳтсе яв.
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): kr 18 сып., 9—20 абз., «Хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа ӑҫта каять?» тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамкӑсем
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
109-мӗш юрӑ тата кӗлӗ