ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | АПОСТОЛСЕН ӖҪӖСЕМ 6—8
Тин йӗркеленнӗ христиансен пухӑвӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иерусалимра тӑрса юлнӑ грекла калаҫакан тӑлӑх арӑмсем тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫак тӗрӗсмарлӑх вӗсене такӑнтарнӑ-и? Е вӗсем ҫак ыйтӑва Иегова татса парасса тӳсӗмлӗн кӗтнӗ?
Стефана чулпа персе вӗлернӗ хыҫҫӑн Иерусалимри христиансене хытӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иудейӑпа Самарири ҫӗрсене саланса пӗтнӗ. Вӗсем ырӑ хыпар сарма чарӑннӑ-и?
Тин йӗркеленнӗ христиансен пухӑвӗ Иегова пулӑшнипе йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ, вӗренекенсен йышӗ те ӳссех пынӑ (Ап ӗҫ 6:7; 8:4).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпӗ мӗн тӑватӑп?»