ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | АПОСТОЛСЕН ӖҪӖСЕМ 25, 26
Павел «мана кесарь сучӗ пултӑр» тет; кайран Ирод Агриппа патшана ырӑ хыпар пӗлтерет
Пире «аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне» илсе кайсан мӗн каламалли пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар, анчах та хамӑр «мӗне шанса тӑни ҫинчен ыйтса тӗпчекене кирек кама та» хурав пама пирӗн яланах хатӗр пулмалла (Мф 10:18—20; 1Пт 3:15). Пире хирӗҫ тӑракансем «тӗрӗс мар саккун» йышӑнса пире усал тӑвасшӑн пулсан эпир Павелран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр? (Ис 10:1, 2.)
Эпир ырӑ хыпар сарас правӑна саккунпа усӑ курса хӳтӗлетпӗр (Ап ӗҫ 25:11).
Эпир влаҫра ларакан ҫынсемпе хисеплӗн калаҫатпӑр (Ап ӗҫ 26:2, 3).
Вырӑнлӑ пулсан эпир ырӑ хыпар пирӗн ҫине те, ытти ҫынсем ҫине те лайӑх витӗм кӳни ҫинчен каласа паратпӑр (Ап ӗҫ 26:11—20).