Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb20 апрель 7 с.
  • «Ют турӑсене пӑрахӑр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ют турӑсене пӑрахӑр»
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова пулӑшнипе усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Иаковпа Исав мирлешнӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иеговӑна юрӑхлӑ вӑйӑ-кулӑ суйласа илӗр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
mwb20 апрель 7 с.
Арҫын спиритизмпа ҫыхӑннӑ шӑрҫа кӑларса ывӑтать

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ют турӑсене пӑрахӑр»

Иегова йӗрӗхсене пуҫҫапма чаракан саккун паричченех Иаков Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмаллине пӗлнӗ (Тх 20:3—5). Ҫавӑнпа Турӑ Иакова Вефиле таврӑнма хушсан, лешӗ хӑйӗн кил-йышӗпе тарҫисене йӗрӗхсенчен хӑтӑлма хушнӑ. Иаков пӗтӗм йӗрӗхсене, ҫав шутрах амулетсем пек ҫакса ҫӳреме пултарнӑ хӑлха ҫаккисене те, пуҫтарса вӗсене пурне те алтса пытарнӑ (Плт 35:1—4). Паллах, Иегова Иакова ҫакӑншӑн ырланӑ.

Иеговӑна ҫеҫ парӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пирӗн йӗрӗхсене пуҫҫапассипе е спиритизмпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑнтан пуринчен те пӑрӑнмалла. Тӗслӗхрен, спиритизмпа ҫыхӑннӑ япаласене кӑларса пӑрахмалла. Ҫавӑн пекех пирӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне тимлӗ пулмалла. Хӑвӑнтан ыйт: «Мана вампирсем, зомбисем тата асамлӑ вӑйсем ҫинчен фильмсем пӑхма е кӗнекесем вулама килӗшмест-и? Эпӗ суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑра асамлӑха, тухатланине е ылханнине сиен кӳмен те интереслӗ япала пек кӑтартмаҫҫӗ-и?» Эпир Иегова курайман пур япаларан та аякра тӑрасшӑн (Пс 96:10).

«ШУЙТТАНА ХИРӖҪ ТӐРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Вырӑн ҫинче кӑкӑр ачи выртать, ун аллине амулет ҫыхнӑ; хыҫаларах амӑшӗ хӑйӗнпе Библи вӗренекен мӑшӑрпа калаҫса ларать

    Библи вӗренекен Палесӑпа мӗн пулса тухнӑ?

  • Хӗрарӑм тата унпа Библи вӗренекен мӑшӑр икӗ старейшинӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ

    Спиритизмпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗншӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла?

  • Библи вӗренекен хӗрарӑм хӑйӗн ачин аллине ҫыхнӑ амулета кӑмакара ҫунтарса ярать

    Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр тата Турӑпа ҫывӑхланӑр (Иак 4:7, 8)

    Иегова хӳтӗлетӗр тесен мӗнрен хӑтӑлмалла?

  • Палеса мӗнле татӑклӑ йышӑну тунӑ?

  • Эсӗ хӑвна демонсенчен мӗнле хӳтӗлеме пултаратӑн?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр