Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb21 январь 3 с.
  • Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене вӗрентӗр!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене вӗрентӗр!
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Ҫемйӗре япӑх витӗмрен хӳтӗлӗр
    Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
mwb21 январь 3 с.
Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ ачисене хӑйсене хӳтӗлеме вӗрентеҫҫӗ.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене вӗрентӗр!

Эпир пурӑнакан тӗнчере веҫех кутӑн-пуҫӑн: ҫынсем усала ырӑ, ыррине усал теҫҫӗ (Ис 5:20). Шел пулин те, вӗсем Иегова курайман ӗҫсене туса пурӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, арҫынпа арҫын тата хӗрарӑмпа хӗрарӑм пӗр-пӗрин патне юрату туйӑмне аталантарать. Пирӗн ачасен пӗрле вӗренекенсем пек е паллӑ ҫынсем пек пулас кӑмӑл ҫуралма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачӑрсене ҫак тӗнчен витӗмне хирӗҫ тӑма мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

Ачасене Иеговӑн нормисене вӗрентӗр (Лв 18:3). Ача миҫе ҫулта пулнине шута илсе ӑна Библире ар хутшӑнӑвӗсем пирки мӗн ҫырнине каласа парӑр (Сак аст 6:7). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Манӑн ача ҫепӗҫ туйӑмсене мӗнле кӑтартма юранипе юраманнине пӗлет-и? Мӗншӗн тумтир сӑпайлӑ пулмаллине ӑнланать-и вӑл? Эпӗ ӑна ыттисен хӑш-пӗр япаласене тума юраманнине, сӑмахран, вӑл ҫӑвӑннӑ е хывӑнса тӑхӑннӑ чухне ыттисен ун ҫине пӑхма юраманнине, ӑнлантарса паратӑп-и? Ман ачана кам та пулин порнографи пӑхма сӗнет пулсан е Иегова тума хушман япаласене тума ыйтать пулсан, вӑл хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлет-и?» Ҫапла вӗрентни сирӗн ачана нумай хӑрушлӑхран хӑтарӗ (Ыт 27:12; Ек 7:12). Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасем «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» пулнине асра тытӑр. Вӗсене вӗрентнипе эсир Иегова панӑ ҫак парнене хакланине кӑтартатӑр (Пс 126:3).

«ҪИРӖП ТӐРАКАН ҪУРТ ТӐВӐР. АЧАСЕНЕ УСАЛТАН ХӲТӖЛӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • «Ҫирӗп тӑракан ҫурт тӑвӑр. Ачасене усалтан хӳтӗлӗр» видеороликри кадр: амӑшӗ ывӑлӗпе пӗрле планшет ҫинче «Хӑвӑр ачӑрсене хӳтӗлӗр» мультфильма пӑхса ларать.

    Мӗншӗн хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе секс пирки калаҫма вӑтанать?

  • «Ҫирӗп тӑракан ҫурт тӑвӑр. Ачасене усалтан хӳтӗлӗр» видеороликри кадр: ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе пӗрле «Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнекери тата ытти публикацисенчи шухӑшсене сӳтсе яваҫҫӗ.

    Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн ачисене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстермелле? (Эф 6:4).

  • «Ҫирӗп тӑракан ҫурт тӑвӑр. Ачасене усалтан хӳтӗлӗр» видеороликри кадр: Африкӑра ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе пӗрле Библири сӑвӑ йӗркисене сӳтсе яваҫҫӗ.

    Пӗлӳ хӳтлӗх парать!

    Ашшӗ-амӑшне ачисемпе секс пирки калаҫма пулӑшас тесе Иеговӑн организацийӗ мӗн тӑвать? (w19.05 12 с., рамка).

  • Мӗншӗн ачасемпе яланах уҫҫӑн калаҫмалла

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр