Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 ноябрь 31 с.
  • Хульда хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хульда хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 ноябрь 31 с.

Хульда хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ

ЭСИР темиҫе ҫул каялла Индонезири Санги́хе текен пысӑках мар утрава кайнӑ пулсан, ҫыран хӗрринче пирӗн виҫӗ хӗрарӑм тӑвана курнӑ пулӑттӑр пулӗ. Вӗсене ҫав вырӑнти ҫынсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав тӑвансем ыттисене Библире мӗн каланине пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Анчах та хальхинче ҫав хӗрарӑм тӑвансем урӑх ӗҫ тунӑ.

Индонезин тата юнашар ҫӗршывсен картти. Пысӑклатнӑ карттӑ ҫинче пысӑках мар Сангихе утравне кӑтартнӑ.

Индонезин ҫурҫӗр пайӗнчи Сангихе утравӗ

Малтан вӗсем тинӗсе кӗрсе пысӑк чулсем йӑтса тухнӑ. Хӑш-пӗр чулсем футбол вылямалли мечӗк пысӑкӑш пулнӑ. Кайран ҫав хӗрарӑм тӑвансем йывӑҫ тенкелсем ҫине ларнӑ та ҫав чулсене мӑлатукпа пӗчӗк катӑксем ҫине, чӑх ҫӑмартинчен те пӗчӗкрех катӑксем ҫине, ватнӑ. Кайран вӗсем вакланӑ чула пластик витресем ҫине тултарнӑ та картлашкапа хӑйсен килӗсене илсе хӑпарнӑ. Унтан чулсене пысӑк михӗсене тултарнӑ. Каярахпа михӗсене машин кузовне тиенӗ те ҫул-йӗр тӑвас ӗҫ валли ӑсатнӑ.

Хульда ҫыран хӗрринче чул пуҫтарать

Ҫав тӑвансенчен пӗрне Ху́льда тесе чӗнеҫҫӗ. Ытти чухне вӑл ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтермелӗх ҫеҫ ӗҫленӗ. Анчах та вӑл пӗр тӗллев лартнӑ — планшет илесшӗн пулнӑ. Планшет илсен вӑл JW Library® приложенипе усӑ курма пултарнӑ. Ҫав приложенири видеосемпе урӑх материалсем ӑна ырӑ хыпара лайӑхрах сарма тата Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшасса Хульда пӗлнӗ.

Тепӗр уйӑх ҫурӑ Хульда ирсерен икӗ сехет ытларах ӗҫленӗ. Вӑл катнӑ чулсем пысӑках мар грузовик тултармалӑх пулнӑ. Вара юлашкинчен укҫа пухса ҫитернӗ те планшет илнӗ.

Хульда планшет тытса тӑрать

«Паллах, чул ватса эпӗ питӗ ывӑнаттӑм. Пӗтӗм шӑм-шак ырататчӗ,— тет Хульда.— Анчах та ҫӗнӗ планшета алла илсен эпӗ ыратни ҫинчен часах манса кайрӑм! Унпа ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене хатӗрленме чылай ҫӑмӑлтарах». Унсӑр пуҫне, Хульда каланӑ тӑрӑх, пандеми вӑхӑтӗнче планшет ӑна тӗлпулусене тата ырӑ хыпар сарма ҫыхӑнма пулӑшнӑ. Хульда хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑшӑн питӗ хӗпӗртенӗ. Эпир те уншӑн савӑнатпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр