Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt 500—501 с.
  • Ӑ1. Библин тӗп теми

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӑ1. Библин тӗп теми
  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • П. эрӑч. 4026 ҫ. хыҫҫӑн
  • П. эрӑч. 1943 ҫ.
  • П. эрӑч. 1070 ҫ. хыҫҫӑн
  • П. эр. 29 ҫ.
  • П. эр. 33 ҫ.
  • П. эр. 1914 ҫ.
  • Пуласлӑх
  • Авалхи пророкла калани сире мӗнле пырса тивет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Иегова хӑйӗн тӗллевне уҫса пырать
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Рай илсе килекен правительство
    Рай илсе килекен правительство
  • Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Ӑ1. Библин тӗп теми

Ӑ1

Библин тӗп теми

Пичетленӗ публикаци

Иегова Туррӑн ертсе пыма право пур. Вӑл пуринчен те лайӑхрах ертсе пырать. Вӑл ҫӗр пирки тата ҫынсем пирки палӑртса хунӑ тӗллевне пурнӑҫлатех.

Адампа Ева Эдем садӗнче, вӗсенчен инҫех мар ҫӗлен

П. эрӑч. 4026 ҫ. хыҫҫӑн

Ҫӗлен, урӑхла каласан, Шуйттан, Иеговӑн ертсе пыма право пурри пирки тата вӑл мӗнле ертсе пыни пирки иккӗлентерекен ыйту кӑларса тӑратать. Иегова тӑхӑм, е «вӑрлӑх», тухать тесе, юлашкинчен вара вӑл ҫӗлене пӗтерет тесе сӑмах парать (Пултарни 3:1—5, 15). Ҫапах та Иегова пӗр-пӗр вӑхӑт хушши ҫынсене хӑйсем тӗллӗн ертсе пыма тата Шуйттана вӗсем ҫине витӗм кӳме ирӗк парать.

Авраам хӑйне Турӑ сӑмах панине итлесе тӑрать

П. эрӑч. 1943 ҫ.

Иегова Авраама пулас тӑхӑм унран тухӗ тесе калать (Пултарни 22:18).

Давид патша

П. эрӑч. 1070 ҫ. хыҫҫӑн

Иегова Давид патшана, каярахпа вара унӑн ывӑлне, Соломона, пулас тӑхӑм вӗсен йӑхӗнчен тухӗ тесе пӗлтерет (2 Патшасен 7:12, 16; 3 Патшасен 9:3—5; Исаия 9:6, 7).

Иисус шыва кӗнӗ чухне

П. эр. 29 ҫ.

Иегова пулас тӑхӑм, Давид престолӗ ҫине лараканни, Иисус пулать тесе уҫса парать (Галати 3:16; Лука 1:31—33; 3:21, 22).

Иисус юпа ҫинче

П. эр. 33 ҫ.

Ҫӗлен, е Шуйттан, сӑнарлӑ каласан, пулас тӑхӑма ура тупанӗнчен сӑхать, урӑхла каласан, Иисуса вӗлермелле тӑвать. Иегова Иисуса тӳпере пурӑнмашкӑн вилӗмрен чӗртсе тӑратать тата унӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне тӳлесе илмелли парне пек йышӑнать. Ҫавна пула Турӑ Адамран пулса кайнӑ ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарма тата вӗсене пуласлӑхра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарать (Пултарни 3:15; Апостолсен ӗҫӗсем 2:32—36; 1 Коринф 15:21, 22).

Ҫӗлене, е Шуйттана, Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекере каланӑ пекех, ҫӗр ҫине сирпӗтсе антараҫҫӗ

П. эр. 1914 ҫ.

Иисус «дракона», «авалхи ҫӗлене», ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарать. Шуйттанӑн сахал вӑхӑт юлать (Ӳлӗмхи 12:7—9, 12).

Ӳлӗмхине уҫса пани кӗнекере малтанах каласа хунӑ пекех, Иисус тӳпери престол ҫинче ларать тата ҫӗрпе ертсе пырать

Пуласлӑх

Иисус Шуйттана 1 000 ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна хупса лартать. Унтан, сӑнарлӑ каласан, унӑн пуҫне ҫапса ҫӗмӗрет, урӑхла каласан, ӑна тӗп тӑвать. Иегова ҫӗр пирки тата этемлӗх пирки чи малтан мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫланчӗ, унӑн ячӗ хурланинчен тасалчӗ, тата вӑл мӗнле ертсе пыни чи лайӑххи пулни пуриншӗн те паллӑ пулчӗ (Ӳлӗмхи 20:1—3, 10; 21:3, 4).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр