Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • g 13/3
  • Порнографи

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Порнографи
  • Вӑранӑр! 2013
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Библи порнографие сивлет-и?
  • Порнографи аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитермесен те, вӑл япӑх-и?
  • Порнографирен пӑрӑнма мӗн пулӑшӗ?
  • Сатанан танатинчен хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Мӑшӑр порнографи пӑхать пулсан мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Мӗншӗн порнографи пӑхни питӗ хӑрушӑ?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
Вӑранӑр! 2013
g 13/3

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

Порнографи

Библи порнографие сивлет-и?

«Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй чӗринче аскӑн ӗҫ туса хӑйӗн мӑшӑрне улталать» (Матфей 5:28).

МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ?

Хальхи вӑхӑтра порнографи нихҫанхинчен те анлӑ сарӑлнӑ тата ӑна ҫӑмӑллӑнах тупма пулать. Эсир Турра юраса пурӑнасшӑн пулсан тата телейлӗ пуласшӑн пулсан, Турӑ порнографи ҫине мӗнле пӑхнине сирӗн пӗлмеллех.

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

Библире порнографи ҫинчен тӳррӗн каламан пулин те, порнографипе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсем пурте Библири принципсене хирӗҫлеҫҫӗ.

Сӑмахран, Библире каланӑ тӑрӑх, авланнӑ арҫын ар хутшӑнӑвне кӗрес шухӑшпа хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхать пулсан, ҫакӑ аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитерме пултарать. Библири ҫак принцип пурне те пырса тивет: аскӑн ӗҫ тӑвас кӑмӑла аталантарса малалла та порнографи пӑхакан мӑшӑрланнӑ ҫынсене те, мӑшӑрланманнисене те пырса тивет. Ҫынсем хӑйсене ҫапла тытнине Турӑ сивлет.

Порнографи аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитермесен те, вӑл япӑх-и?

«Хӑвӑр ҫӗр ҫинчи кӗлеткен кӑмӑл-туртӑмӗсене пӗтерӗр: ан аскӑнланӑр, таса маррине ан тӑвӑр, ар хутшӑнӑвне кӗресшӗн ан антӑхӑр, япӑххине тӑвасшӑн ан ҫунӑр, ан ҫӑткӑнланӑр» (Колоссӑ 3:5).

ҪЫНСЕМ МӖН КАЛАҪҪӖ?

Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем порнографипе аскӑн ӗҫ тӑвасси хушшинче тачӑ ҫыхӑну пурри пирки иккӗленеҫҫӗ. Апла, порнографи япӑх-и?

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

Библи «киревсӗр шӳтлесси» пирки те намӑссӑр тата йӗркесӗр ӗҫ тесе калать (Эфес 5:3, 4). Эппин, порнографи тата япӑхрах мар-и? Хальхи вӑхӑтра понографи шутне ҫынсем аскӑн ӗҫ тунине, гомосексуалистсем ар хутшӑнӑвне кӗнине тата ытти аскӑн ӗҫсене тунине кӑтартакан видеосем кӗреҫҫӗ. Паллах, Турӑ шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек намӑссӑр ӗҫсене аскӑннӑн пахса ларни киревсӗр сӑмахсемпе калаҫнинчен чылай япӑхрах.

Тӗпчевҫӗсем порнографи ҫынсене ар хутшӑнӑвне кӗрес ӗмӗт-шухӑшне пурнӑҫа кӗртме хӗтӗртнипе хӗтӗртменни ҫинен халӗ те тавлашаҫҫӗ. Анчах та Библи ҫакна уҫҫӑн кӑтартать: порнографи ҫынпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене аркатать тата Турра питӗ хытӑ кулянтарать. Библи ҫапла ӳкӗтлет: «Ҫавӑнпа та хӑвӑр ҫӗр ҫинчи кӗлеткен кӑмӑл-туртӑмӗсене пӗтерӗр: ан аскӑнланӑр... ар хутшӑнӑвне кӗресшӗн ан антӑхӑр» (Колоссӑ 3:5). Порнографи пӑхакансем пачах урӑххине тӑваҫҫӗ: вӗсем ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмӗсене пӗтермеҫҫӗ, вӗсене аталантарса-вӑйлатса тӑраҫҫӗ.

Порнографирен пӑрӑнма мӗн пулӑшӗ?

«Усала мар, ырра шырӑр... Усала курайми пулӑр та ырра юратӑр» (Амос 5:14, 15).

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

Библире ӗҫке ернисем, вӑрӑсем тата йӗркесӗр пурнӑҫпа пурӑннӑ ҫынсем ҫинчен каласа панӑ. Анчах та кайран вӗсем ҫылӑхлӑ ӗҫсене тума пӑрахнӑ (1 Коринф 6:9—11). Ҫакна вӗсем мӗнле тума пултарнӑ-ха? Вӗсене Турӑ Сӑмахӗнчи ӑслӑлӑх усала курайми пулма пулӑшнӑ.

Порногарфи мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен шухӑшлани ҫак сиенлӗ ҫылӑха курайми пулма пулӑшать. Нумаях пулмасть Юта штатӗнчи университет (АПШ) тунӑ тӗпчев ӗҫӗсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, порнографие пӑхакансем час-часах «депресси чирӗпе чирлеҫҫӗ, ыттисенчен ютшӑнса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен ыттисемпе хутшӑнусем арканаҫҫӗ» тата вӗсем ытти йывӑрлӑхсемпе те тӗл пулаҫҫӗ. Унтан та ытла, порнографи Турӑ куҫӗ умӗнче йӗрӗнмелле ӗҫ пулнӑран, вӑл питӗ сиенлӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫынна ӑна тунӑ Турӑран ютшӑнтарать.

Библи пире ырра юратма вӗрентет. Мӗн чухлӗ эпир ӑна вулатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир унӑн нравственность нормисене юратма пуҫлатпӑр. Ҫакӑн пек юрату пире порнографирен пӑрӑнма ҫирӗп шут тытма пулӑшӗ, тата пирӗн туйӑмсем псалом юрлаканӑнни пекех пулӗҫ. Вӑл: «Куҫӑма эпӗ ирсӗр япала ҫине пӑхма памӑп»,— тенӗ (Псалом 100:3).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр