3-МӖШ ПАЙӖ
Египетра́н ирӗке тухнинчен пуҫласа Изра́илӗн пӗрремӗш патшиччен
Еги́пет тыткӑнӗнчен Моисе́й Изра́иль халӑхне Сина́й тӑвӗ патне илсе пынӑ, унта Турӑ вӗсене хӑйӗн законӗсене панӑ. Ун хыҫҫӑн Моисе́й 12 арҫынна Ханаа́н ҫӗрне пӑхса тухма янӑ. Анчах таврӑнсан, вӗсенчен вуннӑшӗ ҫӗр пирки япӑх калаҫнӑ. Ҫавӑнпа та халӑх Египета́ таврӑнасшӑн пулать. Турӑ Изра́иль халӑхне ӗненӳ ҫителӗксӗр пулнӑшӑн наказани панӑ та вӗсене 40 ҫул хушши пушхир тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫӳреттернӗ.
Юлашкинчен Изра́иль халӑхне Ханаа́н ҫӗрне ертсе кӗме Иисус Навина́ суйласа лартнӑ. Ҫӗре ярса илме пулӑшас тесе Иегова тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Вӑл Иорда́н шывне юхма чарать, Иерихо́н стенисене ишӗлтерсе антарать тата пӗр кун хушши хӗвеле пӗр вырӑнта тытса тӑрать. Ултӑ ҫул иртсен ҫӗре Ханаа́н ҫыннисенчен ҫӗнтерсе илнӗ.
Иисус Навинра́н пуҫласа 356 ҫул хушши Израиле́ судьясем ертсе пынӑ. Эпир вӗсенчен нумайӑшӗпе паллашӑпӑр, сӑмахран, Варакпа́, Гедеонпа́, Иеффайпа́, Самсонпа́ тата Самуилпа́. Ҫавӑн пекех эпир Раа́в, Дево́ра, Иаи́ль, Руфь, Ноеми́нь тата Дали́да хӗрарӑмсем ҫинчен вуласа тухӑпӑр. Пӗтӗмӗшпе илсен, ВИҪҪӖМӖШ пайне 396 ҫул кӗрет.