Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 48 калав
  • Ӑслӑ Гаваон ҫыннисем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӑслӑ Гаваон ҫыннисем
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус Навин тата Гаваон ҫыннисем
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Гаваон ҫыннисенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • Хӗвел чарӑнса тӑрать
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
Библи калавӗсен кӗнеки
my 48 калав
Гаваон ҫыннисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ тумтирпе типсе кайнӑ ҫӑкӑра Иисус Навина кӑтартаҫҫӗ

48-МӖШ КАЛАВ

Ӑслӑ Гавао́н ҫыннисем

ХАЛӖ вара Ханаанри́ нумай хуласем Изра́иль халӑхӗпе́ ҫапӑҫма хатӗр. Вӗсем ҫӗнтерме пултаратпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ҫывӑхри Гавао́н хулинчи ҫынсем ҫапла шутламаҫҫӗ. Вӗсем Изра́иль халӑхне Турӑ пулӑшать тесе ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпа та Турра хирӗҫ ҫапӑҫасшӑн мар. Эппин, Гавао́н ҫыннисем мӗн тунине пӗлетӗн-и?

Вӗсем хӑйсене питӗ инҫетри ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсем пек кӑтартаҫҫӗ. Темиҫе ҫын ҫӗтӗлсе пӗтнӗ тумтирпе кивелсе кайнӑ сандалисем тӑхӑнаҫҫӗ. Ашаксем ҫине ҫурӑлса пӗтнӗ михӗсем хураҫҫӗ тата типсе кайнӑ кивӗ ҫӑкӑр илеҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем Иисус Нави́н патне пыраҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Эпир питӗ инҫетри ҫӗршывран килтӗмӗр, мӗншӗн тесен сирӗн аслӑ Турӑ, Иегова, ҫинчен илтрӗмӗр. Вӑл сирӗншӗн Египетра́ мӗн тунине пӗтӗмпех эпир илтрӗмӗр. Ҫавӑнпа та пирӗн пуҫлӑхсем ҫул ҫине апат илме тата сирӗн пата пырса калама хушрӗҫ: “Эпир — сирӗн тарҫӑсем. Эсир пире хирӗҫ ҫапӑҫмӑпӑр тесе сӑмах парӑр”. Пӑхӑр-ха, пирӗн тумтир вӑрӑм ҫула пула ҫӗтӗлсе пӗтрӗ, тата пирӗн ҫӑкӑр типсе кайрӗ».

Иисус Навинпа́ ытти пуҫлӑхсем Гавао́н ҫыннисене ӗненеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫмӑпӑр тесе сӑмах параҫҫӗ вӗсем. Анчах тепӗр виҫӗ кунтан Гавао́н ҫыннисем чӑннипе хӑйсен ҫывӑхӗнчех пурӑннине пӗлеҫҫӗ.

— Мӗншӗн эсир пире инҫетри ҫӗршывран килтӗмӗр тесе каларӑр?— ыйтать Иисус вӗсенчен.

— Эпир ҫакна турӑмӑр, мӗншӗн тесен Иегова Турӑ ҫак Ханаа́н ҫӗрне пӗтӗмпех сире пама сӑмах панӑ тесе пире каларӗҫ. Ҫавӑнпа та эсир пире вӗлерсе пӗтересрен хӑрарӑмӑр,— хуравлаҫҫӗ Гавао́н ҫыннисем. Анчах Изра́иль ҫыннисем хӑйсем сӑмах панине тытнӑ, Гавао́н ҫыннисене вӗлермен. Ун вырӑнне вӗсене хӑйсен тарҫисем тунӑ.

Иерусали́м патши Гавао́н ҫыннисем Изра́иль халӑхӗпе мирлӗ пурӑнма калаҫса татӑлнӑшӑн питӗ тарӑхать. Ҫавӑнпа та вӑл ытти тӑватӑ патшана калать: «Килӗр те мана Гавао́н ҫыннисемпе ҫапӑҫма пулӑшӑр». Акӑ вара пилӗк патша Гавао́н ҫыннисемпе ҫапӑҫма каяҫҫӗ. Гавао́н ҫыннисем Изра́иль халӑхӗпе мирлӗ пурӑнма калаҫса татӑлни ҫак патшасемпе вӑрҫӑ пуҫласа ячӗ пулсан, ҫакна ӑслӑ тесе калама пулать-ши? Эпир ҫакна курӑпӑр.

Иисус Навин 9:1—27; 10:1—5.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр