Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 56 калав
  • Саул — Израилӗн пӗрремӗш патши

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Саул — Израилӗн пӗрремӗш патши
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Израилӗн пӗрремӗш патши
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус Савла суйласа илет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Давид тата Саул
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вӑл хурлӑхлӑ вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ пулнӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
Ытларах пӗлӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 56 калав
Самуил пророк Саул пуҫӗ ҫине ҫу юхтарать

56-МӖШ КАЛАВ

Сау́л — Израилӗн пӗрремӗш патши

САМУИ́Л ҫак ҫын пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнине пӑх-ха. Ҫакна ялан тенӗ пекех ҫынна патша пулма суйласа лартнине кӑтартас тесе тунӑ. Иегова Самуила́ Сау́л пуҫӗ ҫине ҫу юхтарма хушать. Ҫакӑ ятарлӑ, тутлӑ шӑршӑллӑ ҫу.

Сау́л хӑй пирки патша пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутлать. «Эпӗ Вениами́н йӑхӗнчен, Израильти́ чи кӗҫӗн йӑхран,— тесе калать вӑл Самуила́.— Эпӗ патша пулатӑп тесе эсӗ мӗншӗн калатӑн?» Иеговӑна Сау́л килӗшет, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хумасть. Ҫавӑнпа та Вӑл ӑна патшана ларма суйласа хурать.

Чӑннипе каласан, Сау́л чухӑн тата ахаль ҫын мар. Вӑл пуян ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, тата вӑл питӗ хитре те ҫӳллӗ арҫын. Вӑл Израильте́ пуринчен те 30 сантиметра яхӑн ҫӳллӗрех! Ҫавӑн пекех Сау́л питӗ хытӑ чупать, тата вӑл питӗ вӑйлӑ ҫын. Иегова Саула́ патша пулма суйланӑшӑн халӑх савӑнать. Пурте кӑшкӑрма пуҫлаҫҫӗ: «Сывӑ пултӑр патша!»

Изра́иль тӑшманӗсем яланхи пекех вӑйлӑ. Вӗсем унчченхи пекех Изра́иль халӑхне нумай инкек-синкек кӑтартаҫҫӗ. Сау́л патшана ларсанах, вӗсене хирӗҫ Аммон ҫыннисем тухаҫҫӗ. Анчах Сау́л пысӑк ҫар пухать те Аммон ҫыннисене ҫӗнтерет. Ҫавӑнпа та Сау́л патшана ларнӑшӑн халӑх савӑнать.

Ҫав ҫулсенче Сау́л ертсе пынипе Изра́иль хӑйӗн тӑшманӗсене нумай хутчен ҫӗнтерет. Сау́лӑн ҫавӑн пекех Ионафа́н ятлӑ хӑюллӑ ывӑл пур. Ионафа́н та Израиле́ нумай ҫапӑҫура ҫӗнтерме пулӑшать. Филистимсем — унчченхи пекех Изра́ильшӗн чи хаяр тӑшмансем. Пӗррехинче темиҫе пин Филисти́м ҫынни Изра́иль халӑхӗпе ҫапӑҫма килеҫҫӗ.

Самуи́л хӑй килсе Иеговӑна парне париччен Саула́ кӗтсе тӑма хушать. Анчах Самуи́л килессине самаях кӗтме тивет. Сау́л филистимсем ҫапӑҫма пуҫлассинчен хӑрать, ҫавӑнпа та вӑл хӑех парне кӳрет. Юлашкинчен Самуи́л килсен, вӑл Саула́ итлеменшӗн питлет. «Иегова Изра́иль патши пулма урӑххине суйласа лартӗ»,— тесе калать Самуи́л.

Каярахпа Сау́л каллех итлемест. Ҫавӑнпа та Самуи́л ӑна калать: «Чи лайӑх сурӑхсене парне панинчен Иеговӑна итлени лайӑхтарах. Эсӗ Иеговӑна итлеменшӗн Иегова сана Изра́иль патши пулма памӗ».

Ҫакӑнтан эпир ӑса вӗренме пултаратпӑр. Ҫакӑ Иеговӑна яланах итлени питӗ кирлине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех малтан лайӑх пулнӑ ҫын, сӑмахран Сау́л, улшӑнса япӑх ҫын пулса тӑма пултарнине ҫакӑ кӑтартса парать. Эпир япӑх ҫын пулса тӑрасшӑн мар вӗт, ҫапла мар-и?

1 Самуил, 9—11 сыпӑксем; 13:5—14; 14:47—52; 15:1—35; 2 Самуил 1:23.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр