Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 57 калав
  • Турӑ Давида суйласа илет

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ Давида суйласа илет
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Давид тата Голиаф
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вӑл хурлӑхлӑ вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ пулнӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Вӑл «Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ»
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Израилӗн пӗрремӗш патши
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 57 калав
Давид пӗчӗк путеке хӳтӗлес тесе упана вӗлернӗ

57-МӖШ КАЛАВ

Турӑ Давида́ суйласа илет

ҪАКӐНТА мӗн пулса тухнине куратӑн-и? Арҫын ача пӗчӗк путеке упаран ҫӑлнӑ. Упа килсе путеке йӑтса кайнӑ та ӑна ҫисе ярасшӑн пулнӑ. Анчах арҫын ача ун хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ та путеке унӑн ҫӑварӗнчен ҫӑлнӑ. Упа хӑйӗн хыҫалти урисем ҫине тӑрсан, арҫын ача ӑна вӗлернӗ! Тепрехинче вӑл сурӑха арӑсланран ҫӑлнӑ. Хӑюллӑ арҫын ача, ҫапла мар-и? Вӑл кам пулнине пӗлетӗн-и?

Ҫакӑ — ҫамрӑк Дави́д. Вӑл Вифлее́м хулинче пурӑнать. Унӑн аслашшӗ Ови́д — Руфьпе́ Воо́з ывӑлӗ. Вӗсем камсем пулнине эсӗ астӑватӑн-и? Дави́д ашшӗ вара — Иессе́й. Дави́д хӑйӗн ашшӗн сурӑхӗсене пӑхать. Иегова Саула́ патша пулма суйласа лартнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул иртсен Дави́д ҫуралнӑ.

Вӑхӑт ҫитсен Иегова Самуила́ хушать: «Ятарлӑ ҫу ил те Иессе́й килне Вифлеема́ кай. Эпӗ унӑн ывӑлӗсенчен пӗрне патшана лартма суйласа илтӗм». Самуи́л Иессе́йӑн аслӑ ывӑлне, Елиава́, курсан хӑйӗн ӑшӗнче шухӑшлать: «Тен, Иегова ӑна суйласа илнӗ». Анчах Иегова калать: «Вӑл ҫавӑн пек ҫӳллӗ те хитре тесе ан пӑх. Эпӗ ӑна патшана лартма суйламан».

Вара Иессе́й хӑйӗн ывӑлне Аминадава́ чӗнет те ӑна Самуи́л патне илсе пырать. Анчах Самуи́л калать: «Ҫук, ӑна та Иегова суйласа илмен». Иессе́й хӑйӗн ывӑлне Саммӑна́ илсе пырать. «Ҫук, ӑна та Иегова суйласа илмен» — тет Самуи́л. Иессе́й черетпе Самуи́л патне ҫичӗ ывӑлне илсе пырать, анчах вӗсенчен пӗрне те Иегова суйласа илмест. «Кунта санӑн пур ывӑлу та-и?» — тесе ыйтать Самуи́л.

— Тата тепре пур — чи кӗҫӗнни,— калать Иессе́й.— Анчах халӗ вӑл ҫук, вӑл сурӑхсем пӑхать.— Давида́ илсе пырсан, Самуи́л кӑмӑла каякан ҫамрӑка курать. «Акӑ вӑл,— кӑтартать Иегова.— Ун ҫине ҫу юхтар». Самуи́л ҫавӑн пек тӑвать те. Анчах Дави́д Изра́иль патши пуличчен тата пӗр вӑхӑт иртет.

1 Самуил 17:34, 35; 16:1—13.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр