Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 72 калав
  • Турӑ Езекия патшана пулӑшать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ Езекия патшана пулӑшать
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх. Вӗсем паян пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Иеговӑн ангелӗ Езекийӑна хӳтӗленӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • «Эй Иегова... Сана шанатӑп»
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
Библи калавӗсен кӗнеки
my 72 калав
Езекия Иеговӑн парне вырӑнӗ умӗнче Ассири патшинчен илнӗ ҫырусене сарса хунӑ та кӗлтӑвать

72-МӖШ КАЛАВ

Турӑ Езеки́я патшана пулӑшать

ҪАК ҫын мӗншӗн Иеговӑна кӗлтунине эсӗ пӗлетӗн-и? Мӗншӗн вӑл Иеговӑн парне вырӑнӗ умне ҫырусем сарса хунӑ? Ҫак ҫын вӑл — Езеки́я. Вӑл Изра́илӗн икӗ йӑхран тӑракан кӑнтӑр патшалӑхӗн патши. Вӑл пысӑк инкеке лекет. Мӗншӗн?

Мӗншӗн тесен Асси́ри ҫарӗ вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхне ҫӗнтерсе илсе аркатса тӑкнӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнти ҫынсем питӗ япӑх пулнӑ пирки Иегова ҫакна пулма ирӗк парать. Халӗ вара Асси́ри ҫарӗ икӗ йӑхран тӑракан патшалӑхпа ҫапӑҫма килнӗ.

Езеки́я патша тин кӑна Асси́ри патшинчен ҫырусем илнӗ. Езеки́я Турӑ умне шӑпах ҫак ҫырусене сарса хунӑ. Ҫырусенче Иеговӑран мӑшкӑлласа ҫырнӑ, Езекийӑна́ вара парӑнма сӗннӗ. Акӑ мӗншӗн Езеки́я: «Эй Иегова, Асси́ри патшинчен ҫӑлсам пире. Вара пур халӑхсем те эсӗ кӑна Турӑ иккеннне пӗлсе ҫитӗҫ»,— тесе кӗлтӑвать. Иегова Езекийӑна́ итлӗ-ши?

Езеки́я — лайӑх патша. Вӑл вунӑ йӑхран тӑракан Изра́иль патшалӑхӗн усал патшисем пек мар тата хӑйӗн ашшӗ, усал Аха́з патша, пек те мар. Езеки́я Иеговӑн пур законӗсене те пӑхӑнса тӑма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл кӗлтуса пӗтерсен, Иса́ия пророк ӑна Иеговӑран хыпар пӗлтерет: «Асси́ри патши Иерусалима́ кӗреймӗ. Унӑн ҫар ҫыннисенчен пӗри те хула патне ҫывхараймӗ. Вӗсем Иерусали́м еннелле пӗр ухӑ йӗппи те кӑларса ямӗҫ».

Ассири лагерӗнчи ҫар ҫыннисем ҫӗр ҫинче вилсе выртнӑ

Ҫак страницӑри ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Ҫак вилнӗ салтаксем камсем пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? Вӗсем — Асси́ри ҫыннисем. Иегова хӑйӗн ангелне янӑ та, вӑл вара пӗр каҫра 185 пин Асси́ри салтакне вӗлерсе тухнӑ. Ҫавӑнпа Асси́ри патши парӑнать те килне таврӑнать.

Икӗ йӑхран тӑракан патшалӑх ҫӑлӑннӑ, вара пӗр вӑхӑт хушши халӑх мирлӗ пурӑнать. Анчах Езеки́я патша вилнӗ хыҫҫӑн унӑн ывӑлӗ Мана́ссия патшана ларать. Мана́ссия та, кайран унӑн ывӑлӗ Аммо́н та япӑх патшасем пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӗршывра каллех пусмӑрласси тата йӗркесӗр ӗҫсем тӑвасси нумайланса каять. Аммо́н патшана тарҫисем вӗлереҫҫӗ, вара икӗ йӑхран тӑракан патшалӑхра унӑн ывӑлӗ Ио́сия патшана ларать.

2 Патшасен 18:1—36; 19:1—37; 21:1—25.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр