Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 82 калав
  • Мардохей тата Есфирь

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мардохей тата Есфирь
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсфирь хӑйӗн халӑхне ҫӑлать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ пулнӑ, пурнӑҫне те шеллемен
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Вӑл Турӑ халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 82 калав
Патша валли тунӑ ӗҫкӗ-ҫикӗре Эсфирь Ахашверош патшана Аман израильтянсене хирӗҫ кавар туни ҫинчен каласа парать

82-МӖШ КАЛАВ

Мардохе́й тата Есфи́рь

Е́ЗДРА Иерусалима́ каяс умӗнхи вӑхӑталла таврӑнар. Перси патшалӑхӗнче Мардохейпа́ Есфи́рь — чи паллӑ Изра́иль ҫыннисем. Есфи́рь — хӗрарӑм патша, унӑн хурӑнташӗ Мардохе́й вара — патша хыҫҫӑнхи пуҫлӑх. Ҫакӑ мӗнле пулса тухнине айта пӑхса тухар.

Есфи́рь пӗчӗккӗ чухнех унӑн ашшӗ-амӑшӗ вилнӗ, ҫавӑнпа ӑна Мардохе́й пӑхса ӳстернӗ. Перси патшин Артаксе́рксӑн керменӗ Су́зы хулинче вырнаҫнӑ, Мардохе́й вара унӑн тарҫисенчен пӗри пулнӑ. Пӗррехинче патша арӑмӗ Асти́нь упӑшки каланине пӑхӑнмасть, вара патша хӑйне валли ҫӗнӗ арӑм суйласа илет. Кама суйласа илнине пӗлетӗн-и? Ҫапла, ҫамрӑк та илемлӗ Есфире́.

Аман урса каять, мӗншӗн тесен Мардохей ӑна пуҫ таймасть

Пӗр мӑнкӑмӑллӑ ҫынна пурте пуҫ тайнине куратӑн-и? Ҫак ҫын вӑл — Ама́н. Вӑл Персире́ питӗ паллӑ ҫын. Эсӗ ӳкерчӗкре Мардохе́й ларнине курма пултаратӑн, Ама́н ӑна та пуҫ тайтарасшӑн. Анчах та Мардохе́й ҫакна тӑвасшӑн мар. Вӑл ҫакӑн пек япӑх ҫынна пуҫ тайни тӗрӗс мар тесе шутлать. Ҫакӑ Амана́ питӗ тарӑхтарать. Ҫавӑнпа та вӑл акӑ мӗн тӑвать.

Ама́н Изра́иль ҫыннисем ҫинчен патшана суйса каласа парать: «Вӗсем япӑх ҫынсем, вӗсем санӑн законусене пӑхӑнса тӑмаҫҫӗ. Вӗсене вӗлерсе пӗтермелле». Артаксе́ркс хӑйӗн арӑмӗ Изра́иль ҫынни пулнине пӗлмест. Ҫавӑнпа та вӑл Амана́ итлет те палӑртса хунӑ кунра пур Изра́иль ҫыннисене вӗлерме хушакан закон йышӑнать.

Мардохе́й ҫакӑн ҫинчен пӗлсен питӗ хытӑ кулянса ӳкет. Вӑл Есфире́ пӗлтерме каласа ярать: «Санӑн патшапа калаҫмалла тата вӑл пире ҫӑлтӑр тесе йӑлӑнмалла». Перссе́н законӗ тӑрӑх, патша хӑй чӗнмесӗр ун патне кайма юрамасть. Анчах та Есфи́рь чӗнмесӗрех каять. Патша хӑйӗн ылтӑн туйине ун еннелле тӑсать — ҫакӑ Есфире́ вӗлермелле маррине пӗлтерет. Есфи́рь патшана тата Амана́ пысӑк ӗҫкӗ-ҫике пыма чӗнет. Ӗҫкӗ-ҫикӗре патша Есфирьте́н сана мӗн кирлӗ тесе ыйтать. Вара Есфи́рь ӑна Аманпа́ пӗрле тепӗр кун ӗҫкӗ-ҫике пыма чӗнет.

Иккӗмӗш ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче Есфи́рь патшана калать: «Мана тата манӑн халӑхӑма вӗлерсе пӗтересшӗн». Патша тарӑхса каять. «Кам ҫакна тума хӑять?» — тесе ыйтать вӑл.

— Ҫав усал ҫын — Ама́н, вӑл тӑшман! — пӗлтерет Есфи́рь.

Халӗ патша тата хытӑрах тарӑхса каять. Вӑл Амана́ вӗлерме хушать. Вара вӑл Мардохея́ хӑйӗн хыҫҫӑнхи пуҫлӑх тӑвать. Вӗлерсе пӗтерме палӑртса хунӑ кунра Изра́иль ҫыннисем хӑйсен пурнӑҫӗсене сыхласа хӑварма пултарччӑр тесе Мардохе́й ҫӗнӗ закон кӑларттарас тесе тӑрӑшать. Халӗ Мардохе́й паллӑ ҫын, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ Изра́иль ҫыннисене пулӑшаҫҫӗ, вара Изра́иль ҫыннисем хӑйсен тӑшманӗсенчен ҫӑлӑнаҫҫӗ.

Есфирь ятлӑ Библи кӗнеки.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр