Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 111 калав
  • Ҫывӑрса кайнӑ пӗр арҫын ача

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫывӑрса кайнӑ пӗр арҫын ача
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Карап путсан, ҫынсем утрав ҫине лекеҫҫӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Тимофей — Павелӑн ҫӗнӗ пулӑшаканӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ан хӑрӑр! Иегова сире пулӑшӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Библи калавӗсен кӗнеки
my 111 калав
Евтих ятлӑ арҫын ача ҫӗр ҫинче вилсе выртать

111-МӖШ КАЛАВ

Ҫывӑрса кайнӑ пӗр арҫын ача

АЙ-АЙ! Мӗн пулнӑ кунта? Мӗншӗн ҫав арҫын ача ҫӗр ҫинче выртать — вӑл хытӑ аманнӑ-ши? Пӑх-ха, пӳртрен ыттисемпе пӗрле Павел чупса тухнӑ! Вӗсен хушшинче Тимофея́ куратӑн-и? Ҫак арҫын ача чӳречерен ӳкнӗ-им?

Чӑнах та, шӑпах ҫапла пулса тухнӑ та. Кунта, Троадӑра́, Павел вӗренекенсем умӗнче сӑмах каланӑ пулнӑ. Вӑл вӗсемпе нумай вӑхӑт хушши курса калаҫайманнине пӗлнӗ, мӗншӗн тесен тепӗр кунне унӑн карап ҫине ларса ишсе каймалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫнӑ.

Евти́х ятлӑ арҫын ача чӳрече ҫинче ларнӑ чухне ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл сулӑнса кайнӑ та ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен ҫӗр ҫине персе аннӑ! Ҫынсем мӗншӗн хӑраса ӳкнине халӗ эсӗ пӗлетӗн. Вӗсем арҫын ачана ҫӗклесе пӑхсан, вара акӑ, хӑйсем мӗн пуласран хӑранӑ, ҫавӑ пулса тухнӑ та. Вӑл вилсе кайнӑ!

Вара Павел ун ҫине выртать те ӑна ыталаса илет. Унтан вӑл ҫынсене лӑплантарать: «Ан кулянӑр. Пурте йӗркеллех!» Ку чӑнах та ҫапла! Тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет! Павел ӑна вилӗмрен чӗртет! Пурте хӗпӗртесе савӑнаҫҫӗ.

Пурте каллех ҫӳлти пӳлӗме хӑпараҫҫӗ те каҫхи апат ҫиеҫҫӗ. Павел вара тул ҫутӑличченех калаҫать. Чӑннипе каласан, Евти́хӑн халӗ ҫывӑрас шухӑш та ҫук ӗнтӗ. Унтан Павел, Тимофе́й тата вӗсемпе пӗрле пыракансем карап ҫине лараҫҫӗ. Вӗсем ӑҫта кайнине пӗлетӗн-и?

Павелпа Тимофей Евтих ҫӗр ҫине персе анса вилнине кураҫҫӗ

Павел виҫҫӗмӗш хут миссионер пулса вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе тин кӑна вӗҫлерӗ, халӗ вара вӑл киле таврӑнать. Ҫак миссионер пулса вӗрентсе ҫӳренӗ вӑхӑтра Павел Ефесра́ кӑна виҫӗ ҫул хушши пулнӑ. Ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш хутӗнче вӗрентсе ҫӳренӗ вӑхӑта иккӗмӗшӗпе танлаштарсан, вӑл ытларах тӑсӑлнӑ.

Троадӑра́н тухсан карап Милитра́ вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑрать. Ефе́с хули ҫак вырӑнтан темиҫе ҫухрӑмра кӑна пулнӑран Павел юлашки хут калаҫас тесе Ефе́с пухӑвӗнчи старейшинӑсене Милита́ чӗнсе килме ярать. Уйрӑлма вӑхӑт ҫитсен вӗсем ҫав тери хытӑ кулянаҫҫӗ!

Юлашкинчен карап Кесарийӑна́ ҫитет. Павел Фили́пп ятлӑ вӗренекенӗн килӗнче юлать, унта вара Ага́в пророк ӑна асӑрхаттарать. Иерусалима́ кайсан Павела тӗрмене лартасси пирки каласа пӗлтерет вӑл. Ҫапла пулса тухать те. Кесарийӑра́ тӗрмере икӗ ҫул ларнӑ хыҫҫӑн Павела Рим патши, кесарь, сучӗпе сут тума Рима́ илсе каяҫҫӗ. Рима́ каякан ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине айта пӑхса тухар.

Апостолсен ӗҫӗсем, 19—26 сыпӑксем.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр