3-мӗш пайӗ
Турӑ пуррине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр
1, 2. Турӑ пуррине пӗлме пире мӗнле принцип пулӑшать?
ТУРӐ пуррине пӗлмелли майсенчен пӗри вӑл — нихӑҫан улшӑнман принциппа усӑ курни: пур япалан та тӑваканӗ пулмалла. Япала мӗн чухлӗ кӑткӑсрах, тӑваканӗ ҫавӑн чухлӗ ӑстарах пулмалла.
2 Сӑмахран, хӑвӑн килӳнте тавралла пӑхса ҫаврӑн-ха. Сӗтелсем, пукансем, ҫыру сӗтелӗсем, краватьсем, кастрюльсем, ҫатмасем, тарелкӑсем тата апат ҫимелли ытти хатӗрсем — вӗсене кам та пулин тунӑ. Стенасем, урайсем тата маччасем пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫав япаласене тума йывӑрах мар. Ахаль япаласене кам та пулин тунӑ пулсан, кӑткӑс япаласене тумашкӑн чылай ӑслӑрах ӑста кирлӗ мар-и?
Тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерекен Ҫут тӗнче
3, 4. Турӑ пуррине пӗлме Ҫут тӗнче пире мӗнле пулӑшать?
3 Сехете сехет тума пӗлекен тунӑ. Пирӗн питӗ кӑткӑс Хӗвел системи тата унти планетӑсем Хӗвел тавра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе тӗп-тӗрӗс ҫаврӑнса тӑни пирки мӗн калама пулать? Эпир пурӑнакан, 100 миллиард ытла ҫӑлтӑртан тӑракан тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерекен Кайӑк хур ҫулӗ галактика пирки мӗн калама пулать? Эсӗ хӑҫан та пулин каҫхине Кайӑк хур ҫулӗ ҫине пӑхса тӑнӑ-и? Ҫавӑ сана тӗлӗнтернӗ-и? Ҫавӑн пекех Ҫут тӗнче тата унти Кайӑк хур ҫулӗ галактика евӗрлӗ шутласа кӑларма ҫук миллиардшар галактика ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Унсӑр пуҫне тӳпери япаласем ӗмӗр-ӗмӗрӗпе хӑйсен ҫулӗпе питӗ шанчӑклӑ куҫса пынӑшӑн вӗсене тӗп-тӗрӗс ҫӳрекен сехетпе танлаштарнӑ.
4 Сехет кӑткӑс япалах мар, ҫапах та ӑна тумашкӑн сехет тума пӗлекен кирлӗ, ҫавӑнпа чылай кӑткӑсрах та тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерекен Ҫут тӗнчене тумашкӑн, паллах, конструктор, тӑвакан кирлӗ. Акӑ мӗншӗн Библи пире «пуҫӑра ҫӗклесе пӑхӑр-ха, тӳпе ҫӳллӗшне курӑр-ха» тесе чӗнсе калать, унтан вара ыйтать: «Кам пултарнӑ ӑна?» Хуравӗ вара ак ҫапла: «Вӗсене Вӑл [Турӑ] пурне те ятран чӗнет: хӑвачӗпе аслӑ вӑйӗ иксӗлми пулнӑран Унӑн нимӗн те ҫухалмасть» (Исаия 40:26). Ҫапла вара, Ҫут тӗнче куҫа курӑнман, пурне те хӑй аллинче тытса тӑракан, ӑслӑ-тӑнлӑ вӑя — Турра — пула пуҫланса кайнӑ.
Тӗлӗнмелле пултарнӑ ҫӗр
5—7. Ҫӗрӗн Конструктор пуррине мӗнле фактсем кӑтартса параҫҫӗ?
5 Ученӑйсем ҫӗре мӗн чухлӗ нумайрах тӗпчеҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах ӑна ҫынсем пурӑнма пултарччӑр тесе тӗлӗнмелле пултарнине ӑнланса пыраҫҫӗ. Ҫутта тата ӑшша ҫителӗклӗ илсе тӑмашкӑн вӑл Хӗвелтен шӑп та лӑп кирлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Хӗвел тавра вӑл ҫулталӑкра пӗр хут ҫаврӑнать. Ҫаврӑнасса та вӑл кирлӗ чухлӗ тайӑлса ҫаврӑнать, ҫавна пула вара ҫӗр ҫинче нумай ҫӗрте хӗлпе ҫу, ҫурпа кӗр пулать. Ҫавӑн пекех ҫӗр кашни 24 сехет хушшинче хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра пӗр хут ҫаврӑнать, ҫакӑ вара ҫутӑпа тӗттӗме ылмашӑнса тӑма парать. Унӑн атмосферинче газ хутӑшӗ виҫеллӗ пулнӑран эпир сывлама пултаратпӑр тата ҫавӑ пире космосран килекен радиацирен хӳтӗлет. Ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫ туса илмешкӗн ҫӗр ҫинче шывпа тӑпра пур.
6 Пӗр-пӗринпе ӗҫлесе тӑракан ҫак тата ытти факторсемсӗр пурнӑҫ пулма пултарайман пулӗччӗ. Ҫавсем пурте ӑнсӑртран пулса кайнӑ-ши? Пӗр журналта каланӑ: «Ҫавӑн пек хӑйне евӗрлӗ тата тӗп-тӗрӗс условисем ӑнсӑртран пулса кайма пултарайман пек туйӑнать» (Сайенс ньюс). Ҫапла, вӗсем ӑнсӑртран пулса кайма пултарайман. Вӗсенче питӗ ӑста Конструктор тӗллев лартса туни палӑрать.
7 Эсӗ чаплӑ ҫурта кӗрсен, унта апат-ҫимӗҫ нумаййине, ӑшӑпа шыв парса тӑракан тата сывлӑша уҫӑлтаракан питӗ лайӑх системӑсене куртӑн пулсан, эсӗ мӗн шутланӑ пулӑттӑн? Ҫавсем пурте хӑйсем тӗллӗн пулса кайнӑ тейӗн-ши? Ҫук, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫав ҫурта тӗплӗн шутласа хурса, питӗ тӑрӑшса туса лартнӑ тесе калӑн эсӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗре те, унта пурӑнакансене мӗн кирли пурте пултӑр тесе, тӗплӗн шутласа, тӑрӑшса тунӑ. Ҫӗр кирек мӗнле ҫуртран та чылай кӑткӑсрах тата ӑна мӗн кирлипе ытларах тивӗҫтернӗ.
8. Турӑ пире юратнине, пирӗншӗн тӑрӑшнине ҫӗр ҫинче тата мӗн кӑтартса тӑрать?
8 Пурнӑҫа телейлӗрех тӑвакан япаласем ҫинчен те шухӑшласа пӑх. Ҫынсене савӑнӑҫ кӳрекен тӗрлӗ тӗслӗ ырӑ шӑршӑллӑ хитре чечексем ҫине пӑх-ха. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ йышши тутлӑ апат-ҫимӗҫ пур. Илемлӗ вӑрмансем, тусем, кӳлӗсем тата ытти пултарнӑ япаласем питӗ нумай. Пирӗн пурнӑҫа савӑнӑҫ кӳрекен каҫхи шурӑмпуҫ пирки мӗн калама пулать? Чӗрчунсен тӗнчи вара — йытӑ, кушак тата ытти чӗрчунсен ҫурисем ачашланнине тата айкашса вылянине кура эпир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртеместпӗр-и-ха? Чӑнах та, ҫутҫанталӑкра савӑнӑҫ кӳрекен япаласем шутсӑр нумай, анчах эпир вӗсемсӗр те пурӑнма пултарнӑ пулӑттӑмӑр. Ҫав тӗслӗхсем ҫӗре ҫынсемшӗн шутласа, вӗсем пурӑнччӑр тесе кӑна мар, савӑнса пурӑнччӑр тесе, юратса, тӑрӑшса тунине кӑтартса параҫҫӗ.
9. Ҫӗре кам тата мӗнле тӗллевпе тунӑ?
9 Ҫавӑнпа та ҫавсене пурне те Паракан пур тесе йышӑнни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Библи ҫыракан та ҫавнах тӑвать, вӑл Иегова Турӑ пирки ҫапла калать: «Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ». Мӗнле тӗллевпе пултарнӑ? Хуравланӑ чухне Турӑ пирки вӑл ҫапла калать: «Вӑл, Турӑ, ҫӗре калӑпланӑ, ӑна туса ҫитернӗ; Вӑл ӑна ҫирӗплетнӗ, Вӑл ӑна кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ» (Исаия 37:16; 45:18).
Тӗлӗнмелле чӗрӗ клетка
10, 11. Чӗрӗ клетка мӗнпе тӗлӗнтерет?
10 Чӗрӗ организмсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсене тӑваканни пулмалла мар-и? Тӗслӗхрен, чӗрӗ клеткӑн хӑш-пӗр тӗлӗнмелле уйрӑмлӑхӗсене пӑхса тухар. Хӑйӗн кӗнекинче молекулӑсене тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен Майкл Дентон биолог ҫапла калать: «Ҫӗр ҫинчи чӗрӗ системӑсен чи ансаттисем те — бактерисен клеткисем — шутсӑр кӑткӑс объектсем. Бактерисен чи пӗчӗк клеткисем калама ҫук вӗтӗ пулин те... вӗсенчен кашнийӗ пирки питӗ пӗчӗк фабрика теме пулать, унта вара молекулӑн кӑткӑс механизмӗнчи пиншер пайне пӗр-пӗринпе питӗ чаплӑ йӗркелесе ҫыхӑнтарнӑ... [ҫав механизм] ҫын тунӑ кирек мӗнле механизмран чылай кӑткӑсрах тата ун пекки чӗрӗ мар материре урӑх ҫук» (Эволюция: теория в кризисе).
11 Кашни клеткӑн ген кочӗ пирки каланӑ май вӑл палӑртнӑ: «ДНК информацие упрама пултарни эпир пӗлекен пур системӑна та ирттерет; вӑл ҫав тери эффективлӑ пулнӑран кӑткӑс организмӑн, калӑпӑр, ҫыннӑн уйрӑмлӑхӗсене палӑртса хума мӗн чухлӗ информаци кирлӗ, ҫавӑн йывӑрӑшӗ пӗр грамӑн пиншер миллионмӗш пайӗнчен те ҫӑмӑлрах... Молекулӑри чӗрӗ механизмӑн ӑсталӑхӗпе тата кӑткӑслӑхӗпе танлаштарсан, юлашки вӑхӑтра шутласа кӑларнӑ ҫӗнӗ япаласем кӑнттаммӑн курӑнса тӑраҫҫӗ. Эпир хамӑра ниме тӑман пек туятпӑр».
12. Клетка мӗнле пулса кайни ҫинчен пӗр ученӑй мӗн каланӑ?
12 Дентон татах калать: «Эпир пӗлекен чи ансат клеткӑсем ҫав тери кӑткӑс пулнӑран ҫавӑн пек объект мӗнле те пулин вылянчӑк та пулма пултарайман ӗҫе пула ӑнсӑртран пулса кайнӑ тенипе килӗшме май ҫук». Конструктор тата тӑвакан кирлӗ пулнӑ.
Пирӗн тӗлӗнмелле пуҫ мими
13, 14. Мӗншӗн пуҫ мими чӗрӗ клеткӑран та ытларах тӗлӗнтерет?
13 Унтан ҫав ученӑй калать: «Кӑткӑслӑх пирки калас пулсан, уйрӑм клеткӑна сӗтпе ӳстерекеннисен пуҫ мимийӗ пек системӑпа танлаштарсан, вӑл ниме те тӑмасть. Этемӗн пуҫ мимийӗ вунӑ миллиарда яхӑн нейронран тӑрать. Кашни нейрон хӑйӗнчен вунӑ пинрен пуҫласа ҫӗр пин таран ҫыхӑнтаракан чӗлкӗм (волокно) кӑларать те пуҫ миминчи ытти нейронсемпе ҫыхӑнать. Пӗтӗмӗшпе илсен ҫыннӑн пуҫ миминчи ҫыхӑнусен шучӗ пин триллиона яхӑн пулас».
14 Дентон малалла калать: «Пуҫ миминче ҫыхӑнусен пӗрре ҫӗрмӗш пайне кӑна ятарласа йӗркеленӗ пулсан та, вӑл пурпӗрех Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм коммуникаци системинчи ятарлӑ ҫыхӑнусен шутне чылай ирттерекен система пулса юлнӑ пулӗччӗ». Унтан вӑл ыйтать: «Ӑнсӑртран пулса кайнӑ мӗнле те пулин процесс ҫав системӑсене пӗрле пуҫтарма пултарнӑ пулӗччӗ-и?» Ҫук паллах. Пуҫ мимин юратса, тӑрӑшса тӑвакан Конструктор тата Пултаракан пулмалла пулнӑ.
15. Ыттисем пуҫ мими ҫинчен мӗн калаҫҫӗ?
15 Ҫыннӑн пуҫ мимийӗпе танлаштарсан, чи ҫӗнӗ технологипе туса кӑларнӑ компьютерсем ун умӗнче мӗскӗннӗн курӑнса тӑраҫҫӗ. Наука тӗлӗшӗпе ҫыракан Мортон Хант ҫыравҫӑ каланӑ: «Пирӗн пуҫри информаци хальхи пысӑк тӗпчев компьютерти информацирен темиҫе миллиард хут нумайрах». Ҫавӑнпа та Роберт Дж. Уайт нейрохирург доктор ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Чи Аслӑ Ӑстӑн пуррипе эпӗ килӗшмесӗр тӑма пултараймастӑп, вӑл ӑс-хакӑлпа пуҫ мими хушшинчи тӗлӗнмелле ҫыхӑнусене — ҫынсем пачах ӑнланма пултарайман ҫыхӑнусене — пулма тата аталантарма паракан автор... Ҫавсене пурне те Такам, ӑслӑ-тӑнлӑскер, пулса кайма панине тата хута янине манӑн ӗненме тиветех». Ҫав Такамӑн, ҫавӑн пекех, юратса тӑрӑшаканскер те пулмалла пулнӑ.
Юн ҫаврӑнӑшӗн хӑйне евӗрлӗ системи
16—18. а) Юн ҫаврӑнӑш системи хӑш-хӑш енчен хӑйне евӗрлӗ? ӑ) Пирӗн мӗнле пӗтӗмлетӳ тумалла?
16 Тутлӑхлӑ япаласемпе кислорода пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫаракан тата инфекцирен хӳтӗлекен юн ҫаврӑнӑшӗн хӑйне евӗрлӗ системине те пӑхса тухар. Юнӑн хӗрлӗ клеткисем, ҫав системӑн тӗп пайӗ, пирки пӗр кӗнекере каланӑ: «Пӗр юн тумламӗнче 250 миллион ытла уйрӑм юн клетки пур... Кӗлеткере вара вӗсем 25 триллиона яхӑн пулас — ҫак хисеп тӑватӑ теннис кортне хупласа хума ҫителӗклӗ... Киввисем вырӑнне ҫӗннисем пулаҫҫӗ: кашни ҫеккунтра 3 миллион ҫӗнӗ клетка» (Азбука человеческого организма).
17 Юн ҫаврӑнӑшӗн хӑйне евӗрлӗ системин тепӗр пайӗ — юнӑн шурӑ клеткисем — пирки ҫав кӗнекерех ҫапла каланӑ: «Хӗрлӗ клеткӑсем пӗр тӗрлӗ кӑна пулаҫҫӗ, анчах юнӑн шурӑ клеткисем вара тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, кашни тӗсӗ-ушкӑнӗ организма кӗрешме тӗрлӗ майпа пулӑшма пултарать. Сӑмахран, пӗр тӗсӗ-ушкӑнӗ вилнӗ клеткӑсене пӗтерет. Теприсем вируссене хирӗҫ антителасем туса кӑлараҫҫӗ, ют япаласене сиенсӗрлетеҫҫӗ е бактерисене ҫисе тата ирӗлтерсе яраҫҫӗ».
18 Питӗ чаплӑ та йӗркеллӗ ӗҫлесе тӑракан система! Паллах ӗнтӗ, мӗне те пулин питӗ тӗплӗ майлаштарса хунӑ пулсан тата вӑл лайӑх хӳтлӗх парса тӑрать пулсан, унӑн ӑслӑ-тӑнлӑ та тӑрӑшуллӑ йӗркелекен — Турӑ — пулмалла.
Ытти тӗлӗнмелле япаласем
19. Куҫа ҫынсем шутласа кӑларнӑ аппаратсемпе танлаштарни мӗн кӑтартса парать?
19 Этем кӗлеткинче тата нумай тӗлӗнмелле япала пур. Вӗсенчен пӗри — куҫ, ӑна питӗ чаплӑ тунӑран унпа нимле камера та танлашма пултараймасть. Роберт Ястров астроном каланӑ: «Куҫа тунӑ пулас; телескоп тӑвакан конструкторсенчен пӗри те ҫавӑнтан лайӑхрах тума пултарайман пулӗччӗ». Пӗр публикацире каланӑ: «Ҫын куҫӗ вак-тӗвексене курас енчен фильмра кӑтартнинчен те ытларах курать. Куҫ пӗр вӗҫӗмсӗр выляса тӑрать пулин те, виҫӗ енлӗ [вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата сарлакӑшне], умрине те, айккинчине те курать, пӗр улӑштармасӑр кӑтартса парать... Ҫын куҫне камерӑпа танлаштарни тӗрӗс мар. Ҫын куҫӗ пирки калама ҫук чаплӑ суперкомпьютер теме пулать — вӑл искусственнӑй ӑстӑнлӑ, информацие упраса унпа ӗҫлеме пултаракан, тӗрлӗ хӑвӑртлӑхпа тата режимпа ӗҫлесе тӑракан чи чаплӑ суперкомпьютер, ҫынсем тунӑ пур аппаратран, компьютертан е камерӑран ирттерет» (Попьюлар фотографи).
20. Этем организмӗн тата мӗнле тӗлӗнмелле енсем пур?
20 Кӗлеткери кӑткӑс органсем пурте пӗр-пӗринпе эпир вӑй хумасӑрах мӗнле ӗҫлесе тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑх. Сӑмахран, апат ҫинӗ чухне пирӗн хырӑмлӑха тӗрлӗ йышши апат-ҫимӗҫпе шӗвек кӗрет, анчах организм вӗсене ирӗлтерет те энерги туса кӑларать. Ҫав тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе автомобилӗн бензин бакне хур та вӑл инҫе кайни-кайманнине пӑх. Ҫавӑн пекех тӑхӑр уйӑх хушшинче кӑна ытарайми пӗчӗк ача — ашшӗ-амӑшӗн копийӗ — тӗлӗнмелле майпа ҫурални. Пӗчӗк ача темиҫе ҫул хушшинче кӑна калаҫма вӗренни ҫинчен мӗн калама пулать?
21. Организмри тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен шухӑшланӑ май ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?
21 Чӑнах та, этем организмӗнчи чаплӑ та кӑткӑс япаласем пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ. Нимле инженер та ҫавӑн пеккине тума пултараймасть. Вӗсем ӑнсӑртран пулса кайма пултарнӑ-ши? Паллах ӗнтӗ, ҫук. Этем организмӗнчи ҫав тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен шухӑшланӑ май ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем псалом юрлакан пекех калаҫҫӗ: «Сана аслӑлатӑп — Эсӗ мана тӗлӗнмелле пултарнӑ. Санӑн ӗҫӳсем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ» (Псалом 138:14).
Чи аслӑ Строитель
22, 23. а) Мӗншӗн Пултаракан пур тесе пирӗн йышӑнмалла? ӑ) Турӑ ҫинчен тӗрӗссине Библи мӗнле калать?
22 Библи калать: «Кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ» (Еврейсем 3:4). Кирек мӗнле ҫурта та, кӑткӑс маррине те камӑн та пулин туса лартмалла пулнӑ пулсан, чылай кӑткӑс Ҫут тӗнчепе ҫӗр ҫинчи калама ҫук тӗрлӗ йышши чӗрӗ чунсене те камӑн та пулин тумалла пулнӑ. Тӗрлӗ аппаратсене, калӑпӑр, самолетсене, телевизорсене тата компьютерсене шутласа кӑларнӑ ҫынсем пур тетпӗр пулсан, ҫав япаласене тумашкӑн ҫынна пуҫ мимине Паракан та пур тесе йышӑнмалла мар-и пирӗн?
23 Библи Ун пирки «пӗлӗтсемпе вӗсен хутлӑхне пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинчи мӗн пуррине сарса хунӑ, ҫӗр ҫинчи халӑха сывлӑш кӗртнӗ, ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекенсене чӗм панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ» тенипе ҫавна кӑтартса парать те (Исаия 42:5). Библи тӗрӗс пӗлтерет: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать» (Ӳлӗмхине 4:11).
24. Турӑ пуррине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?
24 Турӑ пуррине эпир вӑл тунӑ япаласем урлӑ пӗлме пултаратпӑр. «Унӑн курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать» (Рим 1:20).
25, 26. Мӗнпе те пулин тӗрӗс мар усӑ курни мӗншӗн ӑна тӑвакан пулманнине пӗлтермест?
25 Мӗнпе те пулин тӗрӗс мар усӑ кураҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ҫав япалана тӑваканӗ пулманнине пӗлтермест. Самолетпа ҫынсене турттарса ҫӳрес тесе мирлӗ тӗллевпе усӑ курма пулать. Ҫавӑн пекех унпа аркатас тӗллевпе бомбардировщик туса усӑ курма пулать. Унпа вӗлермелли хӗҫ-пӑшал туса усӑ кураҫҫӗ пулсан, ҫакӑ унӑн конструктор пулманнине пӗлтермест.
26 Ҫавӑн пекех ҫынсем хӑйсене час-часах япӑх тытни те вӗсене Пултаракан пулманнине, Турӑ ҫуккине пӗлтермест. Эппин, Библи тӗрӗс палӑртать: «Мӗнле ӑссӑрлӑх! Чӳлмек тӑвакана тӑм вырӑнне хума юрать-и вара? Тунӑ япали хӑйне тӑваканни ҫинчен: „мана вӑл туман“ теме пултараять-и? тунӑ ӗҫ хӑйне тӑвакан ӑста ҫинчен: „вӑл ӑнланмасть“ теме пултараять-и?» (Исаия 29:16.)
27. Хӗн-асаппа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине Турӑ хурав парасса мӗншӗн эпир кӗтме пултаратпӑр?
27 Пултаракан хӑйӗн ӑслӑлӑхне хӑй тунӑ калама ҫук кӑткӑс япаласем урлӑ кӑтартнӑ. Ҫӗре пурӑнма юрӑхлӑ тунипе, пирӗн кӗлеткепе ӑстӑна тӗлӗнмелле тунипе тата пире савӑнса пурӑнма питӗ нумай япала пултарнипе вӑл пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшнине кӑтартнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫавнашкал ӑслӑлӑха тата ҫавӑн пек тӑрӑшнине вӑл ҫак ыйтусем ҫине хурав панипе те кӑтартӗ: мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма панӑ? Ҫав тӗлӗшрен вӑл мӗн тӑвӗ?
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫӗр хӑйне хӳтӗлекен атмосферӑпа — пирӗншӗн тӑрӑшакан Турӑ туса панӑ хӑйне евӗрлӗ ҫурт
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Пире туллин савӑнса пурӑнма парас тесе Ҫӗре юратса, тӑрӑшса тунӑ
[7-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
«Пӗр пуҫ миминчи ҫыхӑнусем Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм коммуникаци системинчи ҫыхӑнусенчен нумайрах» (молекулӑсене тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен биолог)
[8-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
«Куҫа тунӑ пулас; телескоп тӑвакан конструкторсенчен пӗри те ҫавӑнтан лайӑхрах тума пултарайман пулӗччӗ» (астроном)