11-мӗш пайӗ
Ҫӗнӗ тӗнче никӗсне халӗ хывма пуҫланӑ
1, 2. Библире пророкла калани пирӗн куҫ умӗнчех мӗнле пурнӑҫланать?
ШӐПАХ хальхи вӑхӑтра, Сатанан кивӗ тӗнчи пӗтсе пынӑ чухне, Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчин никӗсне хываҫҫӗ — ҫакӑ та питӗ тӗлӗнтерет. Пирӗн куҫ умӗнчех Турӑ пур халӑхран ҫынсене пуҫтарса вӗсенчен ҫӗр ҫинчи ҫӗнӗ обществӑн никӗсне хывать, ҫав общество вара кӗҫех паянхи хирӗҫсе тӑракан тӗнче вырӑнне пулӗ. Библире, 2 Петр 3:13-мӗшӗнче, ҫав ҫӗнӗ общество пирки «ҫӗнӗ ҫӗр» тенӗ.
2 Библире пророкла ҫапла каланӑ пулнӑ: «Юлашки кунсенче [эпир пурӑнакан вӑхӑтра]... нумай-нумай йӑх пухӑнӗ, калӗҫ вара: килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ [ӑна тӗрӗс пуҫҫапни] ҫине... улӑхар. Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр» (Исаия 2:2, 3).
3. а) Исаия пророкла калани камсем ҫинче пурнӑҫланать? ӑ) Библин юлашки кӗнеки ҫавӑн пирки мӗн калать?
3 Ҫав пророкла калани хальхи вӑхӑтра кам Туррӑн «ҫулӗсене» пӑхӑнать тата «Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрет», ҫавсем ҫинче пурнӑҫланса пырать. Библин юлашки кӗнекинче ҫав пӗтӗм тӗнчери мирлӗ общество пирки «имсӗр-сумсӑр ҫын... вӗсем пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ», пӗтӗм тӗнчипе пӗрле пӗрлешсе Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан чӑн-чӑн тӑванлӑх тенӗ. Ҫавӑн пекех Библире каланӑ: «Вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ». Ҫакӑ вара, ку усал тӗнче пӗтнӗ чухне вӗсем чӗрӗ тӑрса юлассине пӗлтерет (Ӳлӗмхине 7:9, 14; Матфей 24:3).
Пӗтӗм тӗнчери чӑн-чӑн тӑванлӑх
4, 5. Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӗ пулса кайма пултарнӑ?
4 Миллионшар Иегова Свидетелӗ Турӑ мӗн тума хушнине тытса тӑма тата унӑн ҫулӗсемпе ҫӳреме чунтан тӑрӑшать. Вӗсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑкӑн якорӗ — Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчи. Кашни кунах Туррӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑннипе вӗсем паян та, ҫӗнӗ тӗнчере те Вӑл мӗнле ертсе пынине пӑхӑнма хатӗр пулнине кӑтартаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те, хӑйсем мӗнле халӑхран е расӑран пулнине пӑхмасӑрах, вӗсем пӗр йӗркене — Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗнче панӑ йӗркене — пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн вӗсем — пӗтӗм тӗнчери чӑн-чӑн тӑванлӑх, Турӑ йӗркеленӗ пӗтӗм тӗнчери ҫӗнӗ общество (Исаия 54:13; Матфей 22:37, 38; Иоанн 15:9, 14).
5 Иегова Свидетелӗсем ҫак пӗтӗм тӗнчери хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр тӑванлӑха хамӑр турӑмӑр темеҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех Туррӑн хӑватлӑ сывлӑшӗ унӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑракан ҫынсене витӗм кӳнӗрен пулнине пӗлеҫҫӗ вӗсем (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29, 32; Галати 5:22, 23). Ку вӑл — Турӑ ӗҫӗ. Иисус каланӑ пекех, «этем пултарайманнине Турӑ пултарать» (Лука 18:27). Турӑ Ҫут тӗнчене ҫирӗп тума пултарнӑ пулсан, ҫӗнӗ тӗнчен обществине те ҫирӗп тума пултарать.
6. Иегова Свидетелӗсен тӑванлӑхне мӗншӗн хальхи вӑхӑтри тӗлӗнтерекен япала теме пулать?
6 Ҫапла вара, Турӑ халӗ ҫӗнӗ тӗнчен никӗсне мӗнле хывнинчен Вӑл ҫӗнӗ тӗнчере мӗнле ертсе пырассине халех курма пулать. Вӑл хӑйӗн Свидетелӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн туни пирки, тӗрӗссипе каласан, хальхи вӑхӑтри тӗлӗнтерекен япала теме пулать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Вӑл Иегова Свидетелӗсенчен пӗтӗм тӗнчери чӑн-чӑн тӑванлӑх туса хучӗ, ҫавна вара тӗрлӗ халӑхӑн, расӑн тата тӗнӗн харкаштарса яракан интересӗсем нихӑҫан та аркатма пултараймӗҫ. Свидетельсен шучӗ темиҫе миллион тата вӗсем 200 ытла ҫӗршывра пурӑнаҫҫӗ, анчах та вӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх — Турӑ тунӑ тӗлӗнмелле япала, ҫавӑн пек тӑванлӑх вара историре пулман (Исаия 43:10, 11, 21; Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35; Галати 3:28).
Камсене Турӑ халӑхӗ теме пулать
7. Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, унӑн вӗрекенӗсене мӗнле уйӑрса илме пулать?
7 Турӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тӗнчин никӗсӗ валли мӗнле ҫынсемпе усӑ курнине тата мӗнле пӗлме пулать? Сӑмахран, Иоанн 13:34, 35-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсене кам пурнӑҫласа тӑрать? Вӑл каланӑ: «Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ». Иегова Свидетелӗсем Иисусӑн сӑмахӗсене ӗненеҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Турӑ Сӑмахӗ вӗрентнӗ пекех вӗсем «пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса» пурӑнаҫҫӗ (1 Петр 4:8). Ҫав юрату вара — «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни» (Колоссӑ 3:14, ҪХ). Ҫапла вара, вӗсене пӗтӗм тӗнчипе пӗрлештерсе тӑракан «клей» вӑл — тӑванла юрату.
8. Туррӑн халӑхне, 1 Иоанн 3:10—12-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, тата мӗнле уйӑрса илме пулать?
8 Ҫавӑн пекех 1 Иоанн 3:10—12-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: тӳрӗ пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та — ҫаплах. Эсир пуҫламӑшӗнченех илтнӗ Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать, Каин пек пулма хушмасть: вӑл — шуйттанран, вӑл хӑй тӑванне вӗлернӗ». Ҫавӑнпа та Туррӑн халӑхӗ, пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пулнӑ май, пусмӑрлакан ӗҫсене хутшӑнмасть.
Уйӑрса илмелли тепӗр паллӑ
9, 10. а) Юлашки кунсенче Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле ӗҫ туса тӑнинчен пӗлме пулать? ӑ) Матфей 24:14-мӗшӗнче каланине Иегова Свидетелӗсем мӗнле пурнӑҫлаҫҫӗ?
9 Туррӑн ӗҫлекенӗсене уйӑрса илме пулӑшакан тепӗр май пур. Ҫак тӗнче пӗтесси пирки пророкла каланӑ чухне Иисус юлашки кунсене палӑртакан вӑхӑта уйӑрса илме пулӑшакан нумай япала ҫинчен каланӑ. (9-мӗш пайне пӑх.) Ҫак пророкла каланисенчен пӗрин пирки Матфей 24:14-мӗшӗнче (ҪХ) ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».
10 Ҫав пророкла калани пурнӑҫланнине эпир куратпӑр-и? Ҫапла. 1914 ҫултанпа, юлашки кунсем пуҫлансан, Иегова Свидетелӗсем Иисус кӑтартнӑ пек, ҫынсем патне килтен киле ҫӳресе, пӗтӗм тӗнчипе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сараҫҫӗ (Матфей 10:7, 12; Апостолсен ӗҫӗсем 20:20). Миллионшар Свидетель пур ҫӗрте те ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен каласа парас тесе ҫынсем патне пырса ҫӳрет. Ҫавна пула эсӗ те ҫак брошюрӑна илтӗн, мӗншӗн тесен Иегова Свидетелӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан литературӑна миллиарчӗ-миллиарчӗпе пичетлесе кӑлараҫҫӗ те салатаҫҫӗ. Вӗсемсӗр пуҫне урӑх кам та пулин пӗтӗм тӗнчипе килтен-киле ырӑ хыпар каласа ҫӳрет-и, ун пек ҫынсене эсӗ пӗлетӗн-и? Марк 13:10-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, пӗтес вӑхӑт ҫитиччен «малтан» ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫе туса пӗтермелле.
Иккӗмӗш тавлашуллӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйту ҫине хурав пани
11. Иегова Свидетелӗсем Турӑ влаҫне пӑхӑнса тӑнипе тата мӗн кӑтартса параҫҫӗ?
11 Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсене пӑхӑнса пурӑннипе Иеговӑн Свидетелӗсем тата тепӗр япалана тӑваҫҫӗ. Вӗсем Сатана ҫынсем хӑйсене йывӑр килсен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлаймӗҫ тени суя пулнине кӑтартса параҫҫӗ, ҫавна тунипе вӗсем ҫыннӑн айӑпсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ иккӗмӗш тавлашуллӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйту ҫине хурав параҫҫӗ (Иов 2:1—5). Пур халӑхран та тухнӑ темиҫе миллион ҫынран тӑракан халӑх пулнӑ май Свидетельсем пӗрле пӗрлешсе Туррӑн влаҫне чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартаҫҫӗ. Сатана витӗм кӳнине тата хӑйсем ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнине пӑхмасӑрах, вӗсем аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйтура Турӑ майлӑ тӑраҫҫӗ.
12. Ӗненӳ кӑтартас тӗлӗшрен Свидетельсем камран тӗслӗх илеҫҫӗ?
12 Хальхи вӑхӑтра миллионшар Иегова Свидетелӗ, Турра чунтан парӑнса пурӑннӑ ӗлӗкхи свидетельсем пекех, свидетельство парса тӑрать. Ҫав авалхи свидетельсенчен хӑшӗ-пӗрисем ак ҫаксем: Авель, Ной, Иов, Авраам, Сарра, Исаак, Иаков, Девора, Руфь, Давид тата Даниил. (Еврейсем, 11-мӗш сыпӑк.) Библире вӗсем пирки «кӳнтеленсем [е свидетельсем] пӗлӗт пек» тенӗ (Еврейсем 12:1, 2). Вӗсем тата ыттисем те, ҫав шутрах Иисусӑн вӗренекенӗсем те, Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнӑ. Иисус хӑй те пӗр айӑпсӑр тӑрса юлнипе питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.
13. Сатана ҫинчен калани тӗрӗс пулнине Иисусӑн мӗнле сӑмахӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ?
13 Ҫакна Иисус тӗн пуҫлӑхӗсене Сатана пирки мӗн калани ҫирӗплетсе парать: «Эсир халӗ Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр... Сирӗн аҫӑр — шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн; вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчех ҫынвӗлерен пулнӑ, чӑнлӑх уншӑн ют, мӗншӗн тесессӗн ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук. Суйса каланӑ чухне вӑл хӑйӗнче мӗн пуррине калать, мӗншӗн тесессӗн вӑл — ултавҫӑ, ултав ашшӗ» (Иоанн 8:40, 44).
Эсӗ мӗн суйласа илӗн?
14. Ҫӗнӗ тӗнчен никӗсӗпе халӗ мӗн пулса пырать?
14 Ҫӗнӗ тӗнчен никӗсӗ, Турӑ йӗркелесе пыракан Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери обществи, ҫирӗпленсех-ҫирӗпленсех пырать. Кашни ҫул ҫӗршер пин ҫын тӗрӗс пӗлӳ илнӗрен суйласа илме ирӗк пуррипе усӑ курса Туррӑн влаҫне йышӑнать. Вӗсем ҫӗнӗ тӗнче обществин пайӗ пулса тӑраҫҫӗ, аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйтура Турӑ майлӑ тӑраҫҫӗ те Сатана ултавҫӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
15. Кӗҫех Иисус уйӑрас енчен мӗнле ӗҫ тума пуҫлӗ?
15 Вӗсем Туррӑн влаҫне суйласа илнипе Христос «сурӑхсене качакасенчен» уйӑрнӑ вӑхӑтра унӑн «сылтӑм енне» тӑма тивӗҫлисем пулса тӑраҫҫӗ. Иисус юлашки кунсем ҫинчен малтанах ак ҫапла каласа хунӑ: «Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ». Сурӑхсем — хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем, вӗсем Туррӑн влаҫне пӑхӑнса тӑрса Христосӑн тӑванӗсемпе пӗрлешеҫҫӗ те вӗсене пулӑшса тӑраҫҫӗ. Качакасем — кутӑнлашма юратакан ҫынсем, вӗсем Христосӑн тӑванӗсене йышӑнмаҫҫӗ тата Туррӑн влаҫне пӑхӑнмаҫҫӗ. Юлашкинчен мӗн пулӗ? Иисус каланӑ: «Вӗсем [качакасем] вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ [«ӗмӗрлӗхех пӗтӗҫ», ҪТ], сӑваплисем [сурӑхсем] ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ» (Матфей 25:31—46).
16. Пулас райра пурӑнас килет пулсан, санӑн мӗн тумалла?
16 Чӑнах та, Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшать! Кӗҫех вӑл ҫӗре калама ҫук чаплӑ рай туса хурӗ. Санӑн ҫав райра пурӑнас килет-и? Ку ҫапла пулсан, Турӑ мӗн парса тӑнишӗн пархатарлӑ пулнине Ӑна пӗлсе пынипе тата мӗн вӗренни тӑрӑх пурӑннипе кӑтарт. «Ҫӳлхуҫана тупма май пур чухне — шырӑр Ӑна; Вӑл ҫывӑхрах чухне — чӗнӗр Ӑна. Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ» (Исаия 55:6, 7).
17. Камшӑн ӗҫлессине суйланӑ чухне мӗншӗн вӑхӑта сая ямалла мар?
17 Вӑхӑта сая ямалла мар. Ҫак кивӗ тӗнче пӗтесси питӗ ҫывӑх. Турӑ Сӑмахӗ канаш парать: «Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть... Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:15—17).
18. Хӑвна мӗнле тытни сана Туррӑн чаплӑ ҫӗнӗ тӗнчинчи пурнӑҫа пӗр иккӗленмесӗр кӗтме май парать?
18 Хальхи вӑхӑтра Турӑ халӑхӗ ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма вӗренет. Вӗсем рай тума пулӑшакан Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене тата ытти ӑсталӑхсене аталантараҫҫӗ. Эпир сана Турра хӑвӑн Пуҫлӑху вырӑнне хурса йышӑнма тата халӗ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе туса тӑракан, пурнӑҫа ҫӑлакан ӗҫе хутшӑнма сӗнетпӗр. Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗрен те пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшакан, хӗн-асапа кӗҫех пӗтерекен Турӑ ҫинчен пӗлӳ илсе тӑр. Ҫапла эсӗ ҫӗнӗ тӗнче никӗсӗн пайӗ пулса тӑрӑн. Вара эсӗ Турӑ ырланине тата ҫав чаплӑ ҫӗнӗ тӗнчери ӗмӗрлӗх пурнӑҫа пӗр иккӗленмесӗр кӗтсе тӑма пултаратӑн.
[31-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Иегова Свидетелӗсем — пӗтӗм тӗнчери чӑн-чӑн тӑванлӑх
[32-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчин никӗсне халех хывма пуҫланӑ ӗнтӗ