Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kl 8 сыпӑк, 70—79 с.
  • Мӗншӗн Турӑ асап пулма ирӗк парать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗншӗн Турӑ асап пулма ирӗк парать?
  • Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТУРӐ АСАП КӲМЕСТ
  • ПУР ЕНЧЕН ТЕ ЛАЙӐХ ПУҪЛАМӐШ
  • ХАРСӐР ХИРӖҪ ТӐНИ
  • ТАВЛАШУЛЛӐ ЫЙТУСЕНЕ МӖНЛЕ ТАТСА ПАМАЛЛА
  • МӖН КӐТАРТСА ПАНӐ?
  • ЭСӖ МӖН ТӐВӐН?
  • Мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумай?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Турра юрӑхлӑ пурӑн
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Мӗншӗн усал ӗҫсем пулаҫҫӗ тата мӗншӗн ҫынсем асапланаҫҫӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
kl 8 сыпӑк, 70—79 с.

8-мӗш сыпӑк

Мӗншӗн Турӑ асап пулма ирӗк парать?

1, 2. Ҫынсем час-часах асапсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

ХӐЙСЕН умне пӗтӗмпех пӗтерсе хӑваракан тата пурнӑҫа татакан ҫутҫанталӑк инкекӗсем татӑлса ансан, нумай ҫынсем ҫакӑн пек хӑрушӑ япаласем мӗншӗн пулса тухнине ӑнланма пултараймаҫҫӗ. Теприсем преступлени тӑвасси, хаярлӑх тата пусмӑрласси анлӑн сарӑлнишӗн хӗн кураҫҫӗ. Эсӗ те, тен, хӑвӑнран ыйтатӑн: мӗншӗн Турӑ асап пулма ирӗк парать?

2 Нумай ҫын ҫак ыйту ҫине татӑклӑ хурав тупайман пирки Турра ӗненме пӑрахаҫҫӗ. Турӑ этемлӗхпе интересленмест тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Тепӗр ҫынсем, асапсем пурнӑҫра нихӑҫан та пӗтмеҫҫӗ тесе шутлакансем, хаярланаҫҫӗ те ҫынсен обществинчи пур инкекӗшӗн те Турра айӑплаҫҫӗ. Санӑн та ҫавӑн пек туйӑмсем пур пулсан, сана, паллах, ҫакӑн пирки Библи мӗн каланине пӗлме интереслӗ пулӗ.

ТУРӐ АСАП КӲМЕСТ

3, 4. Мӗншӗн эпир Иегова усал тата асап кӳмест тесе ӗненме пултаратпӑр?

3 Эпир таврара курнӑ асапсене Иегова Турӑ кӳмест тесе шантарать пире Библи. Тӗслӗхрен, Иаков — Христосӑн вӗренекенӗ — ҫырнӑ: «Асап курнӑ чух никам та: мана Турӑ усал тӑвасшӑн сӑнать, тесе ан калатӑр; Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть» (Иаков 1:13). Этемлӗхе тивнӗ нумай инкексемшӗн Турӑ яваплӑ маррине пӗлтерет ҫакӑ. Вӑл ҫынсене пӗлӗтри пурнӑҫ валли хатӗрлес тесе тӗрӗслемест, тата вӗсем иртнӗ пурнӑҫра усал ӗҫ тунӑ тесе асап кӑтартмасть (Рим 6:7).

4 Унсӑр пуҫне, Турӑ тата Христос ячӗпе чылай хӑрушӑ усал ӗҫсем тунӑ пулин те, Турӑпа Христос ҫавсене хӑҫан та пулсан ырланӑ тесе асӑнни те ҫук Библире. Турӑпа Христосшӑн ӗҫлетпӗр тесе, анчах хӑйсем улталаса, суйса, вӗлерсе, ҫаратса тата ҫынсене ытти асапсене кӳрсе пурӑнакансемпе нимӗнле ҫыхӑну та ҫук Турӑпа Христосӑн. Чӑннипех те, «йӗркесӗр ҫыннӑн ҫулӗ — Турӑ умӗнче йӗрӗнчӗк». Турӑ «йӗркесӗр ҫынсенчен аякра» (Ытарлӑн каланисем 15:9, 29, СК).

5. Иеговӑн хӑшпӗр паха енӗсем мӗнле, тата вӑл хӑй пултарнисем ҫине мӗнле пӑхать?

5 Иегова «ырӑлӑхлӑ, пит хӗрхенекен кӑмӑллӑ», тесе калать Библи (Иаков 5:11). «Турӑ тӳрӗлӗхе юратать», тесе пӗлтерет вӑл (Псалом 36:28; Исаия 61:8). Вӑл тавӑрма юратмасть. Хӑй пултарнисемшӗн вӑл тӑрӑшать те вӗсем ҫине хӗрхенсе пӑхать, тата вӗсене тулли пурнӑҫ валли мӗн кирлине пӗтӗмпех парать (Апостолсен ӗҫӗсем 14:16, 17). Иегова ҫакна Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пуҫланса кайнӑранпах тӑвать.

ПУР ЕНЧЕН ТЕ ЛАЙӐХ ПУҪЛАМӐШ

6. Этемлӗх пуҫламӑшӗнчи пурнӑҫа кӑтартакан хӑшпӗр халапсенче мӗн каланӑ?

6 Эпир ыратнипе асапланнине хӑнӑхнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсемсӗр пурӑнма пултарасси ҫинчен шутлама йывӑр, анчах та этемлӗх историйӗн чи пуҫламӑшӗнче ҫавӑн пек пулнӑ та. Ҫакӑн ҫинчен хӑшпӗр халӑхсен халапӗсенче те каланӑ. Грексен мифологинче, тӗслӗхрен, этемлӗхӗн пилӗк ӗмӗрӗнчен пӗрремӗшне «ылтӑн ӗмӗр» тесе ят панӑ. Ун чухне ҫынсем телейлӗ пурӑннӑ, тата халтан яракан ӗҫпе, ыратнипе тата ватлӑхри чирсемпе асапланман. Юмахри сарӑ император (Хуан-ди) вӑхӑтӗнче ҫынсем мирлӗ пурӑннӑ тата таврари тӗнчен илемӗпе тата килӗшӳлӗхӗпе киленнӗ тесе калаҫҫӗ Китай ҫыннисем. Перссен, египтянсен, Тибет, Перу тата Мексика ҫыннисен этемлӗх пуҫламӑшӗнчи телейлӗ те пур енчен те лайӑх вӑхӑтсем ҫинчен калакан халапсем упранса юлнӑ.

7. Турӑ Ҫӗре тата ҫынсене мӗншӗн пултарнӑ?

7 Халӑхсен халапӗсем этемлӗх историнчи чи авалхи кӗнеке — Библи — хыҫҫӑн калаҫҫӗ кӑна. Турӑ пӗрремӗш ҫынсен мӑшӑрне, Адампа Евӑна, Едем сачӗ ятлӑ райра вырнаҫтарнине тата вӗсене мӗн хушнине пӗлтерет вӑл: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пултарни 1:28). Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, вӗсем умӗнче вара пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрасса тата унта ҫитменлӗхсӗр этемлӗх ҫемьи мирлӗ те телейлӗ пурӑнасса курмалли малашлӑх пулнӑ. Ҫакӑ Туррӑн Ҫӗре тата ҫынсене пултарнӑ чухнехи шухӑшӗ пулнӑ (Исаия 45:18).

ХАРСӐР ХИРӖҪ ТӐНИ

8. Адампа Евӑн мӗн хушнине пӑхӑнмалла пулнӑ, анчах та мӗн пулса тухнӑ?

8 Турӑ яланах ырлатӑр тесен, Адампа Евӑн «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫран» ҫимелле пулман (Пултарни 2:16, 17). Вӗсем Иеговӑн ҫак законне тытса тӑнӑ пулсан, асапсем нихӑҫан та ҫын пурнӑҫне пӑсмастчӗҫ. Турӑ хушнине пӑхӑнса вӗсем Иеговӑна юратнине тата ӑна парӑнса пурӑннине кӑтартма пултарнӑ (1 Иоанн 5:3). Анчах та, эпир ҫак кӗнекен улттӑмӗш сыпӑкӗнчен пӗлнӗ тӑрӑх пӗтӗмпех урӑхла пулса тухнӑ. Сатана хӗтӗртнипе Ева ырӑпа усал пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ҫинӗ. Каярах вара ҫиме юраман ҫимӗҫе Адам та ҫинӗ.

9. Иеговӑна тивекен мӗнле тавлашуллӑ ыйту тӑратнӑ сатана?

9 Пулса иртни мӗне пӗлтернине ӑнланатӑн-и эсӗ? Сатана Иеговӑ ҫӳлти Турӑ пулма пултарнин тивӗҫӗ пирки хирӗҫ тӑнӑ. «Ҫук, вилместӗр»,— тенипе шуйттан Туррӑн «вилмелле пулӑн» текен сӑмахӗсем пирки иккӗлентернӗ. Унтан Сатана Адампа Евӑна Турӑ пӗлӳ памасӑр тӑратать тенӗ, тата вӗсем Турӑ пек пулма пултараҫҫӗ имӗш, вара мӗн ырӑ тата мӗн усаллине хӑйсем тӗллӗн йышӑнма пултарнӑ пирки Турӑ вӗсене кирлӗ мар пулать тенӗ. Ҫапла вара Турра хирӗҫ тӑнипе сатана Иегова Ҫут Тӗнче Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗ законлӑ пулнине иккӗлентернӗ (Пултарни 2:17; 3:1—6).

10. Ҫынсем пирки мӗн иккӗлентернӗ сатана?

10 Сатана ҫавӑн пекех, ҫынсем Турра хӑйсене кирлӗ чух кӑна итлеҫҫӗ, тесе каланӑ. Урӑхла каласан, вӑл ҫынсен айӑпсӑрлӑхӗ пирки иккӗлентернӗ. Пӗр ҫын та хӑй ирӗкӗпе Турра парӑнса пурӑнмасть, тесе каланӑ сатана. Сатанан ҫак харсӑр каланисем Библири Иегова Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ, Иов, пирки каланӑ пӗлтерӳрен паллӑ, вӑл пирӗн эрӑчченхи пӗр 1 600-мӗш ҫулсенче йывӑр кунсем тӳссе ирттернӗ. Иов кӗнекин малтанхи икӗ пайне вуласа тухсан, эсӗ ҫынсен асапӗсен сӑлтавӗсене тата Турӑ вӗсене пулма мӗншӗн ирӗк панине ӑнланӑн.

11. Иов мӗнле ҫын пулнӑ, анчах сатана ӑна мӗнле айӑпланӑ?

11 Иов, «таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын», Сатана тапӑннине тӳснӗ. Малтан сатана Иова Турӑшӑн ӗҫлеме тӗрӗс мар шухӑшсем хистеҫҫӗ тесе айӑпланӑ та ыйту тӑратнӑ: «Иов вӑл ахалех Турра хисеплесе пурӑнать-им?» Унтан Иегова, Иова хӳтӗлесе тата пиллесе, хӑйне парӑнса пурӑнакан тунӑ тесе шуйттан Турӑпа Иов ҫинчен элек сарнӑ. «Акӑ Эсӗ унӑн мӗнпур пурлӑхне туртса илсе пӑх-ха,— тесе Иеговӑна харсӑр хирӗҫ тавӑрнӑ Сатана,— вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и вара?» (Иов 1:8—11).

12. а) Турӑ сатанана Иова тӗрӗслеме ирӗк панипе мӗнле ыйтусем ҫине хуравсем тупӑннӑ? б) Иова тӗрӗслени мӗнпе пӗтнӗ?

12 Иов Турӑран тӗрлӗ ырлӑх илнӗшӗн кӑна Иеговӑшӑн ӗҫленӗ-и? Йывӑрлӑхсенче айӑпсӑр юлнӑ пулӗччӗ-ши вӑл? Иеговӑна илсен тата, вӑл хӑйӗн ӗҫлекенне пӗтӗмпех шанса тӑрать-ши тата ӑна тӗрӗслеме ирӗк парать-ши? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесен, сатанана Иова тӗрӗслеме ирӗк памалла пулнӑ Иеговӑн. Иов кӗнекинче каласа панӑ тӑрӑх, Турӑ ирӗк пулма панӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах, Иов шанчӑклӑхне упраса хӑварнӑ та, ҫакӑ Иеговӑн тӳрӗлӗхне тата ҫынсен айӑпсӑрлӑхне пӗтӗмпех тӳрре кӑларнӑ (Иов 42:1, 2, 12).

13. Едемра тата Иовпа пулса иртни пире мӗнле тивет?

13 Едем садӗнче тата каярах Иовпа пулса иртни тата та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сатана тавлашуллӑ ыйтусем тӑратнӑ, вӗсем паян пӗтӗм этемлӗхе, ҫав шутра пире те, тивеҫҫӗ. Вӑл Турӑ ячӗ пирки элек сарнӑ, ҫавӑн пекех унӑн аслӑ влаҫне хапсӑннӑ. Турӑ пултарнисен, ҫынсен, тӳркӑмӑллӑхӗ пирки иккӗлентернӗ. Ҫав тавлашуллӑ ыйтусене татса памалла пулнӑ.

ТАВЛАШУЛЛӐ ЫЙТУСЕНЕ МӖНЛЕ ТАТСА ПАМАЛЛА

14. Хӑйне суйса айӑпласан, ҫын мӗн тума пултарать?

14 Кӑтартуллӑ тӗслӗх илсе пӑх: санӑн телейлӗ ҫемье тата темиҫе ача тейӗпӗр. Кӗтмен ҫӗртен санӑн кӳршӗ эсӗ ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ тытса пымастӑн тесе суя сарма тытӑнать. Ачасем сана юратмаҫҫӗ, тет вӑл, санпала вӗсем ниҫта каяйманнипе пурӑнаҫҫӗ имӗш, меллӗрех вӑхӑт ҫитсенех вара вӗсем сан патран каяҫҫӗ. «Намӑссӑр суя!» — тесе калатӑн пуль эсӗ. Ҫапла, суя, анчах ҫакна мӗнле кӑтартса памалла? Хӑшпӗр ашшӗпе амӑшӗ ҫакӑншӑн, паллах, ҫилленетчӗҫ. Анчах та ыйтӑва татса парас вырӑнне хӑйсене ҫавӑн пек ҫилӗллӗ тытни суйса айӑплани тӗрӗс пулнине кӑтартса паратчӗ кӑна. Ыйтӑва татса памалли чи лайӑх мел — сана кӳрентерекене хӑй айӑпланине ҫирӗплетме тата ачусене хӑвна чӑннипех юратнине кӑтартма май пани.

15. Иегова сатана хирӗҫленине мӗнле хуравлама шут тытнӑ?

15 Иегова ҫавӑн пек юратакан ашшӗне аса илтерет. Адампа Евӑна унӑн ачисемпе танлаштарма пулать, сатана вара элекҫӗ кӳршӗ майлӑ. Сатанана, Адама тата Евӑна пӗтермесӗр тата темӗнле вӑхӑт хушши пурӑнма ирӗк пама Туррӑн витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Ҫакӑ Адампа Евӑна ачасем ҫуратса ҫынсен ҫемьине пуҫласа яма ирӗк панӑ, шуйттанӑн вара хӑй сӑмахӗн тӗрӗслӗхне ҫирӗплетсе пама май пулнӑ, ҫапла майпа вара ыйтӑва татса памалла пулнӑ. Анчах та чи малтанах Турӑ хӑшпӗр ҫынсем ун умӗнче шанчӑклӑ пулса, сатана суеҫӗ пулнине кӑтартасса пӗлнӗ. Мӗнлерех тав тӑватпӑр эпир Иеговӑна хӑйне юратакансене яланах пилленӗшӗн тата вӗсене пулӑшнӑшӑн! (2 Паралипоменон 16:9; Ытарлӑн каланисем 15:3).

МӖН КӐТАРТСА ПАНӐ?

16. Тӗнче сатана аллине мӗнле лекнӗ?

16 Этемлӗхӗн пӗтӗм истори тӑршшӗпе тенӗ пекех сатанан хӑйӗн ӗҫне тума пур енчен те ирӗк пулнӑ, ҫапла вара вӑл ҫынсене тытса илес текен хӑйӗн шухӑшне ним чӑрмавсӑрах пурнӑҫлама пултарнӑ. Ҫитменнине, вӑл политика вӑйӗсене витерсе тӑнӑ тата тӗнсене пуҫланса кайма пулӑшнӑ, вӗсенче вара ҫынсем, хӑйсем ҫавна пӗлмесӗрех, Иегова вырӑнне ӑна пуҫҫапнӑ. Ҫапла шуйттан «ҫак ӗмӗрӗн турри» пулса тӑнӑ та, ӑна «тӗнче пуҫлӑхӗ» ятне панӑ (2 Коринф 4:4; Иоанн 12:31). Халӗ «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ] тӑрать» (1 Иоанн 5:19). Ҫакӑ сатана пур ҫынна та Иегова Туррӑн ҫулӗнчен пӑрса яма пултарнине кӑтартса парать-и? Паллах ӗнтӗ, ҫук! Сатанана пурӑнма ирӗк парса, Иегова хӑйӗн шухӑшне малалла пурнӑҫласа пынӑ. Мӗн ӑнлантарнӑ-ха вара Библире Турӑ усал ӗҫсене пулма мӗншӗн ирӗк пани пирки?

17. Усалпа асап сӑлтавӗ пирки мӗн асра тытмалла пирӗн?

17 Иегова усал тата асап кӳмест. Сатана ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ тата ҫак ӗмӗрӗн турри пулнӑ пирки вӑл тата ун майлисем этемлӗх обществинчи хальхи лару-тӑрушӑн тата ҫынсен мӗнпур асапӗсемшӗн яваплӑ. Никам та ҫакӑншӑн Турра айӑплама пултараймасть (Рим 9:14).

18. Иегова усалпа асапа пулма ирӗк панине пула, Турӑран ирӗклӗ пулни мӗн кӑтартнӑ?

18 Иегова усалпа асапсене пулма ирӗк панине пула, Турӑран ирӗклӗ пулнипе лайӑх тӗнче тӑвайманни курӑнать. Историне пӗр инкек хыҫҫӑн тепри палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ вара — ҫынсем Турӑран ирӗклӗ пулма шутланинче, вӗсем унӑн сӑмахне тата унӑн ирӗкне хисеплеменнинче. Иеговӑн авалхи халӑхӗ тата ҫав халӑх пуҫлӑхӗсем, «хӑйсен ҫулӗпе» утнине тата Турӑ сӑмахне йышӑнманине пула, хӑрушӑ йывӑрлӑхсене кӗрсе ӳкнӗ. Хӑйӗн Иеремия пророкӗ урлӑ Турӑ каланӑ вӗсене: «Ӑслӑ ҫынсем намӑс курчӗҫ, аптраса ӳкрӗҫ те серепене кӗрсе ӳкрӗҫ; акӑ, вӗсем Турӑ сӑмахне йышӑнмарӗҫ; вӗсен ӑслӑлӑхӗ мӗнре-ши вара?» (Иеремия 8:5, 6, 9, СК). Иегова нормисене тытса пымасӑр, этемлӗх тӑвӑллӑ тинӗсре енчен енне сикекен рульсӑр карап евӗр пулса кайнӑ.

19. Сатана пӗтӗм ҫынна Турӑ ҫулӗнчен пӑрса ярайманни пирки мӗнле ҫирӗплетӳсем пур?

19 Турӑ усалпа асапсене пулма ирӗк панине пула, Сатана пӗтӗм этемлӗхе Иеговӑн ҫулӗнчен пӑрса яма пултарайманни курӑнать. Йывӑрлӑхсемпе астаракан япаласене пӑхмасӑрах Турра парӑннӑ ҫынсем яланах пулни пирки истори кӑтартса парать. Акӑ ӗнтӗ нумай ӗмӗр хушши Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑрать, унӑн ятне вара пӗтӗм ҫӗрӗпе пӗлтереҫҫӗ (Тухни 9:16; 1 Патшалӑх 12:22). Еврейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра Авель, Енох, Ной, Авраам, Моисей тата Туррӑн нумай ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки каланӑ. Еврейсем 12:1-мӗшӗнче вӗсем пирки «курса тӑракансем... пӗлӗт пек тӑраҫҫӗ» тесе каланӑ. Вӗсем Иеговӑна пӗр иккӗленмесӗр ӗненсе тӑнин тӗслӗхӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех паянхи кун та нумай арҫынсемпе хӗрарӑмсем Турӑ умӗнчи айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварас тесе хӑйсен пурнӑҫӗсене панӑ. Хӑйсен ӗненӗвӗпе тата юратӑвӗпе вӗсем сатана пӗтӗм ҫынна Турра хирӗҫ тӑратма вӑй ҫитерейменнине татӑклӑн кӑтартса панӑ.

20. Иегова усалпа асапа пулма ирӗк панине пула, Турӑпа этемлӗх пирки мӗн кӑтартнӑ?

20 Юлашкинчен, Турӑ усалпа асапсене пулма ирӗк панине пула, ҫынсен ӗмӗрлӗх ырлӑхӗпе телейӗшӗн ҫынсене ертсе пыма Иегова, Пултаракан, кӑна тивӗҫлӗ пулни тата пултарни курӑнать. Ӗмӗр тӑршшӗпе ҫынсем темӗн тӗрлӗ тытӑм йӗркине те йӗркелесе пӑхнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Паянхи кун халӑхсем умӗнче тӗл пулакан кӑткӑс ыйтусемпе кризиссем Библири сӑмахсен чӑнлӑхне кӑтартаҫҫӗ: «Ҫынна ҫын пӑхӑнтарса тӑни уншӑн сиенлӗ» (Екклесиаст 8:9). Иегова кӑна пире пулӑшма тата хӑйӗн малтанхи шухӑшне пурнӑҫлама пултарать. Анчах та ҫакна вӑл мӗнле тата хӑҫан тӑвать?

21. Сатанапа мӗн пулать, тата ҫакна кам тӑвать?

21 Адампа Ева сатана каварне лексессӗнех, Турӑ хӑйӗн этемлӗхе ҫӑлас шухӑшӗ пирки пӗлтернӗ. Акӑ мӗн каланӑ вӑл сатана пирки: «Санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн» (Пултарни 3:15). Ҫакӑ шуйттанӑн вӗҫӗмсӗр усал ӗҫ тума ирӗк пулас ҫук пирки шантарать. Мессианла Патшалӑхӗн Патши пулса сӑмах панӑ Вӑрлӑх, Иисус Христос, сатанан пуҫне ҫапса аркатать. Ҫапла, Иисус ҫак пӑлхавҫӑна тӗп тӑвасси «ҫывӑх ӗнтӗ»! (Рим 16:20).

ЭСӖ МӖН ТӐВӐН?

22. а) Санӑн мӗн тумалла? б) Сатана хӑйсем ҫине ҫиллине янине пӑхмасӑрах, Туррӑн парӑнса ӗҫлекенӗсем мӗне ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ?

22 Халӗ, тавлашуллӑ ыйтусем ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, камӑн енне йышӑнатӑн эсӗ? Иеговӑн парӑнса ӗҫлекенӗ пулнине эсӗ ӗҫӳпе кӑтартӑн-и? Сатана хӑйӗн вӑхӑчӗ сахаллине пӗлсе, хӑй ҫиллине Турӑ умӗнче айӑпсӑрлӑха упрама тӑрӑшакансем ҫине ярас тесе, тем те тума тӑрӑшӗ (Апокалипсис 12:12). Анчах та эсӗ Турӑ пулӑшасса кӗтме пултаратӑн, мӗншӗн тесен «сӑваплисене асапран хӑтармаллине... Турӑ пӗлет» (2 Петр 2:9). Вӑл тӳсме пултарайман асапсене пулма ирӗк памасть тата сана вӗсене чӑтса ирттерме пулӑшать (1 Коринф 10:13).

23. Эпир чӑтӑмсӑррӑн мӗн кӗтетпӗр?

23 Иисус Христос Патша сатанапа ун майлисене хирӗҫ тухмалли куна кӗтсе тӑрар (Апокалипсис 20:1—3). Этемлӗх тӳсекен хуйхӑпа пӑлханнишӗн айӑплисене Иисус пурне те пӗтерет. Халӗ вара ҫынсене амантакан чи ыраттаракан туйӑмсенчен пӗри — ҫывӑх ҫынсем вилни. Малалли сыпӑка вула та, вара эсӗ вӗсемпе мӗн пулнине пӗлӗн.

ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ

Иегова ҫынсене асап кӳменнине ӑҫтан пӗлетпӗр эпир?

Сатана Едемра тӑратнӑ мӗнле тавлашуллӑ ыйтусем Иов вӑхӑтӗнче уҫӑмлӑ пулса тӑнӑ?

Турӑ усалпа асапсене пулма ирӗк пани мӗн кӑтартса панӑ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр