Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kl 10 сыпӑк, 90—97 с.
  • Турӑ патшалӑхӗ ертсе пырать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ патшалӑхӗ ертсе пырать
  • Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ПАЛӐРТНӐ ТӖЛЛЕВШӖН ТУНӐ ПАТШАЛӐХ
  • ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ЧӐНАХ ПУР
  • ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ХӐҪАН ЕРТСЕ ПЫМА ПУҪЛАТЬ?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Рай илсе килекен правительство
    Рай илсе килекен правительство
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
kl 10 сыпӑк, 90—97 с.

10-мӗш сыпӑк

Турӑ патшалӑхӗ ертсе пырать

1, 2. Ҫынсен правительствисем пурне те тума пултарайманни ӑҫтан курӑнать?

САНПАЛА ҫакӑн пекки пулнӑ пулӗ тен: эсӗ темӗнле хатӗр илнӗ, кайран вара ӑнсӑртран вӑл ӗҫлеменнине асӑрханӑ. Эсӗ мастера чӗннӗ тейӗпӗр. Анчах та вӑл ваннӑ вырӑна «юсаса» хӑварнӑ хыҫҫӑнах хатӗрӗ каллех ҫӗмӗрӗлнӗ. Мӗнлерех кӳрентерет ҫакӑ!

2 Ҫакӑ ҫынсен правительствисене аса илтерет. Этемлӗх яланах мирпе телее сыхлакан правительство пултӑр тесе ӗмӗтленнӗ. Анчах та обществӑри ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе тӑрӑшни кӑлӑхах пулнӑ. Мирлӗ договорсем туса, унтан вӗсене пӑрахӑҫлани питӗ йышлӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, пӗр правительство та пулин чухӑнлӑха, тӗрӗсмарлӑха, преступлени тӑвассине, чирсене тата экологи ыйтӑвӗсене пӗтерме пултарнӑ-и? Ҫынсен правительствисем ҫакна тума вӑй ҫитереймеҫҫӗ. Израиль ӑслӑ патши Соломон та ыйтнӑ: «Ҫыннӑн хӑй ҫулне мӗнле пӗлес-ха?» (Ытарлӑн каланисем 20:24, СК).

3. а) Иисус мӗн ҫинчен вӗрентнӗ? б) Хӑшпӗр ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ пирки мӗнле шухӑшлаҫҫӗ?

3 Ҫапах та шанчӑкна ан ҫухат! Шанчӑклӑ тӗнче правительстви — ӗмӗт кӑна мар. Ун ҫинчен Иисус вӗрентнӗ. Вӑл ӑна «Турӑ Патшалӑхӗ» тенӗ, тата ун пирки хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗл тума вӗрентнӗ (Лука 11:2; 21:31). Паллах, Турӑ Патшалӑхӗ пирки хӑшпӗр чух ытти тӗнсенче те аса илеҫҫӗ. Христос вӗрентнӗ кӗлле (ӑна «Ҫӳлти Аттемӗр», е тӗслӗх кӗлли, теҫҫӗ) каласа, миллионшар ҫын кунсерен ун пирки кӗл тӑваҫҫӗ. Анчах та ҫынсенчен: «Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?» — тесе ыйтсан, тӗрлӗрен хурав илтме пулать. «Вӑл чӗрере»,— тесе калаҫҫӗ хӑшпӗрисем. Теприсем Турӑ Патшалӑхӗ тесе пӗлӗте калаҫҫӗ. Анчах та, эпир малалла пӗлнӗ тӑрӑх Библи ҫак ыйту ҫине пӗр пӗлтерӗшлӗ хурав кӑна парать.

ПАЛӐРТНӐ ТӖЛЛЕВШӖН ТУНӐ ПАТШАЛӐХ

4, 5. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн влаҫне урӑх майпа кӑтартма шутланӑ, тата ҫакӑ юлашкинчен мӗн парать?

4 Иегова Турӑ яланах Ҫут тӗнче Патши, е аслӑ Хуҫи пулнӑ. Пурне те Пултаракан пулнӑ май, вӑл ҫак чаплӑ вырӑна йышӑнма тивӗҫлӗ (1 Паралипоменон 29:11; Псалом 102:19; Апостолсен ӗҫӗсем 4:24). Иисус вӗрентнӗ Патшалӑх вара Туррӑн аслӑ влаҫӗнче иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Ҫак мессианла Патшалӑха хӑйне уйрӑм вырӑн уйӑрса панӑ — мӗнлине?

5 Ҫак кӗнекен 6-мӗш сыпӑкӗнче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫынсен пӗрремӗш мӑшӑрӗ Туррӑн влаҫне хирӗҫ тӑнӑ. Тавлашуллӑ ыйтусем пирки Иегова хӑй влаҫне урӑх майпа кӑтартма шут тытнӑ. Турӑ «вӑрлӑх» тума шутланине пӗлтернӗ, вӑл вара ҫӗлене, сатанана, тӗп тӑвать тата ҫылӑх пирки пулакан япаласене пӗтерет. Тӗп «вӑрлӑх» Иисус Христос пулнӑ, «Турӑ Патшалӑхӗ» вара — унӑн сатанана аркатса пӗтермелли тӗп хатӗрӗ. Ҫав Патшалӑхпа усӑ курса, Иисус Христос ҫӗрпе Иегова ертсе пырассине туса хурать тата Туррӑн тӗрӗс аслӑ влаҫне ӗмӗрлӗхех тӳрре кӑларать (Пултарни 3:15; Псалом 2:2—9).

6, 7. а) Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта вырнаҫнӑ, кам унӑн Патши тата унпа пӗрле патша пулакансем камсем? б) Турӑ Патшалӑхӗн подданнӑйӗсем камсем?

6 И. Я. Яковлев «Ҫӗнӗ сӑмах» куҫарӑвӗ тӑрӑх Иисус усал фарисейсене ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ вӑл хӑвӑр ӑшӑрта» (Лука 17:21). Патшалӑх ҫав усал, сутӑнчӑк ҫынсен чӗрисенче тесе каласшӑн пулнӑ-и Иисус? Паллах, ҫук. Грек чӗлхинчен тӗрӗсрех куҫарни ҫапла калать: «Турӑ Патшалӑхӗ сирӗн хушӑра» (ҪТ). Иисус вӗсем хушшинче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй ҫине пулас Патша тесе кӑтартнӑ. Ҫын чӗринче пулас вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — чӑн-чӑн, ӗҫлекен правительство, унӑн хӑйӗн пуҫлӑхӗ тата хӑйӗн подданнӑйӗсем пур. Вӑл пӗлӗтри правительство, мӗншӗн тесен вӑл «Ҫӳлти Патшалӑх» тата «Турӑ Патшалӑхӗ» ятлӑ (Матфей 13:11; Лука 8:10). Даниил пророка курӑнура ҫав Патшалӑхӑн Пуҫлӑхӗ курӑннӑ, вӑл «этем Ывӑлӗ евӗр» пулнӑ; ҫав Пуҫлӑха Пурне те Пултаракан Турӑ умне килсе тӑратнӑ та, «Ӑна пур халӑх та, йӑх та, чӗлхе те пӑхӑнса тӑччӑр тесе, влаҫне те, чапне те, патшалӑхне те» панӑ (Даниил 7:13, 14, СК). Кам ҫав Патша? Библи «Этем Ывӑлӗ» тесе Иисус Христоса калать (Матфей 12:40; Лука 17:26). Ҫапла, Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, Патшана лартнӑ.

7 Иисус пӗччен ертсе пымасть. Унпа пӗрле патшасем тата священниксем пулма 144 000 ҫынна «ҫӗр ҫинчен ҫӑлса илнӗ» (Апокалипсис 5:9, 10; 14:1, 3; Лука 22:28—30). Турӑ Патшалӑхӗн подданнӑйӗсем Христос ертсе пынине пӑхӑнакан ҫынсенчен тӑракан пӗтӗм тӗнчипе пӗр ҫемье пулаҫҫӗ (Псалом 71:7, 8). Анчах та мӗншӗн эпир Патшалӑх Туррӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасса тата ҫӗр ҫинче рай тӑвасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ЧӐНАХ ПУР

8, 9. а) Турӑ Патшалӑхӗ пирки панӑ сӑмах шанчӑклӑ пулнине мӗнпе танлаштарма пулать? б) Мӗншӗн эпир Турӑ Патшалӑхӗ чӑнах пуррине ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр?

8 Санӑн ҫурт ҫунса кайнӑ тейӗпӗр. Санӑн юлташу вара ӑна ҫӗнӗрен туса лартма пулӑшма тата, унсӑр пуҫне, санӑн ҫемьӳне тӑрантарма сӑмах парать, унӑн ҫакӑн валли пурте пур. Вӑл сана яланах тӗрӗссине каланӑ пулсан, эсӗ ӑна ку хутӗнче те ӗненетӗн-и? Калӑпӑр, эсӗ тепӗр кунне ӗҫрен таврӑнатӑн та, ишӗлчӗксене салатакан рабочисене куратӑн, тата санӑн ҫемье валли такам апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ. Ҫакӑ, паллах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗтӗмпех ҫӗнӗрен кӑна мар, малтанхинчен те лайӑхрах туса лартассине сана шантарать.

9 Ҫавӑн пек майпа Иегова та пире Патшалӑх чӑнах пур тесе шантарать. Еврейсем патне янӑ ҫырура ӑнлантарнӑ тӑрӑх Законӑн нумай енӗ Патшалӑх тытӑмӗн мӗлки пулнӑ (Еврейсем 10:1). Ҫӗр ҫинчи Израиль патшалӑхӗ те, ҫавӑн пекех, Турӑ Патшалӑхӗн сӑнарӗ пулнӑ. Вӑл ытти патшалӑхсем пек пулман, мӗншӗн тесен унӑн пуҫлӑхӗсем «Туррӑн аслӑ вырӑнӗнче» ларнӑ (1 Паралипоменон 29:23). Унтан та ытла, малтанах каласа хунӑ: «Килӗштерекенни [«Шило»a, ХК аялта кӑтартнинче] киличчен, халӑхсем Ӑна парӑниччен Иудӑран пуҫлӑх туйи каймӗ, ун варӗнчен саккун паракан ҫуралсах тӑрӗ» (Пултарни 49:10). Ҫапла, Иисус, Туррӑн правительствин улшӑнми Патши, Иудӑн йӑх йӗркинчен тухмалла пулнӑ (Лука 1:32, 33).

10. а) Туррӑн мессианла Патшалӑхӗ хӑҫан никӗсленнӗ? б) Иисуспа пӗрле ертсе пыракансен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мӗнле ӗҫе туса пымалла?

10 Туррӑн мессианла Патшалӑхӗ Иисус апостолӗсене суйланӑ чух никӗсленнӗ (Ефес 2:19, 20; Апокалипсис 21:14). Вӗсем Иисус Христоспа пӗрле патшасем пулса пӗлӗтрен 144 000 ертсе пыракансенчен пӗрремӗшӗсем пулнӑ. Иисуспа пӗрле пулас ертӳҫӗсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чух вӗсем, вӑл хушнине туса пырса, анлӑ вӗрентӳ ӗҫне ирттереҫҫӗ: «Ӗнтӗ кайса пур халӑхсене те вӗрентӗр; вӗсене Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр» (Матфей 28:19).

11. Хальхи вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ пирки хыпар сарас ӗҫ мӗнле пырать, тата вӑл мӗнле шая ҫитнӗ?

11 Паян пур халӑхсене вӗрентме хушни нихӑҫанхинчен те анлӑн пурнӑҫланса пырать. Иисусӑн пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн, Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтереҫҫӗ: «Пур халӑхсене те пӗлтерме Турӑ Патшалӑхӗн ҫак Евангелийӗ пӗтӗм тӗнчене сарӑлӗ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матфей 24:14). Патшалӑх ҫинчен хыпар сарас ӗҫӗн пӗр енӗ вӑл — анлӑ вӗрентӳ программи. Турӑ Патшалӑхӗн законӗсемпе принципӗсене пӑхӑнса тӑракан ҫынсем паянхи кунах ҫынсен правительствисем тума пултарайман мирпе пӗрлӗхре пурӑнаҫҫӗ. Ҫаксем пурте Турӑ Патшалӑхӗ чӑнах пурри пирки калаҫҫӗ!

12. а) Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ пирки пӗлтерекенсене Иегова Свидетелӗсем тесе чӗнни вырӑнлӑ? б) Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен правительствисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

12 Иегова израильтянсене каланӑ: «Эсир тата Манӑн чура — Манӑн свидетельсем» (Исаия 43:10—12, СК). Иисус Христос, «шанчӑклӑ свидетель», Патшалӑх пирки калакан ырӑ хыпара питӗ тӑрӑшса пӗлтернӗ (Апокалипсис 1:5, ҪТ; Матфей 4:17). Ҫавӑнпа та паянхи кун Патшалӑх ҫинчен пӗлтерекенсем Турӑ панӑ ятпа —Иегова Свидетелӗсем — ҫӳрени вырӑнлӑ. Анчах та мӗншӗн Свидетельсем ыттисемпе Турӑ Патшалӑхӗ пирки калаҫса, ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт парса вӑй хураҫҫӗ? Ҫакна вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗхӗн пӗртен-пӗр шанчӑкӗ пулнӑ пирки тӑваҫҫӗ. Ҫынсен правительствисем хӑҫан та пулин пӗтеҫҫӗ, Турӑ Патшалӑхӗ вара нихӑҫан та пӗтес ҫук. Исаия 9:6, 7-мӗшӗнче (СК) ҫак Патшалӑхӑн пуҫлӑхне, Иисуса, «тӗнче Кнеҫӗ» тенӗ, тата унсӑр пуҫне унта каланӑ: «Унӑн влаҫӗ сарӑлнин тата мирӗн чикки ҫук». Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен правительствисем пек мар — вӗсем паян пур та ыран пулманпа пӗрех. Даниил 2:44-мӗшӗнче (СК) каланӑ: «Ҫӳлти Турӑ патшалӑх тӑратать, вӑл нихӑҫан та арканмасть, ҫав патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмест, вӑл... хӑй ӗмӗрех пулӗ».

13. а) Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле ыйтусене ӑнӑҫлӑн татса парать? б) Мӗншӗн эпир Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланасса ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр?

13 Ҫынсен мӗнле патши вӑрҫӑсене чарма, преступлени тӑвассине, чирсене, выҫлӑха пӗтерме тата ҫурт-йӗрсӗр ҫынсен ыйтӑвӗсене татса пама пултарнӑ пулӗччӗ-ши? Тата ҫакӑ: ҫӗр ҫинчи мӗнле пуҫлӑх вилнисене чӗртме пултарать? Ҫаксене пӗтӗмпех Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн Патши ертсе пынипе тума пултарать. Турӑ Патшалӑхӗ, яланах юсав кӗтекен ваннӑ ӗҫ хатӗрӗ евӗр, кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулмасть. Пачах урӑхла, Турӑ Патшалӑхӗ ӑнӑҫлӑ пуласси пирки Иегова сӑмах парать: «Манӑн ҫӑвартан тухнӑ сӑмах вӑл нихӑҫан та Ман пата ахалех таврӑнмасть, Мана мӗн кирлине пурнӑҫлать вӑл, Эпӗ мӗн хушнине тӑвать вӑл» (Исаия 55:11, СК). Турӑ шухӑшӗ пурнӑҫланатех; анчах та хӑҫан Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлать?

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ХӐҪАН ЕРТСЕ ПЫМА ПУҪЛАТЬ?

14. Иисусӑн вӗренекенӗсем Патшалӑх пирки мӗн ӑнланман, тата Иисус хӑй ертсе пырасси ҫинчен мӗн пӗлнӗ?

14  «Эй Вӗрентекен, Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫавӑн чух пуҫтарса тӑвас теместӗн-и?» Иисусӑн вӗренекенӗсен ҫак ыйтӑвӗ вӗсем ун чух Турӑ Патшалӑхӗ пӗлтерӗшӗ тата вӑл хӑҫан ертсе пыма пуҫласси ҫинчен пӗлменнине кӑтартать. Иисус вӗсене ҫакӑн ҫинчен тӗрӗс мар шутланинчен асӑрхаттарса каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе хунӑ вӑхӑта, е ҫула пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар». Вӑл вилсе чӗрӗлнӗ тата пӗлӗт ҫине хӑпарнӑ хыҫҫӑн нумай ҫул иртсен тин, хӑй ҫӗре тытса тӑма пуҫласса пӗлнӗ Иисус (Апостолсен ӗҫӗсем 1:6—11; Лука 19:11, 12, 15). Библире ҫапла пӗлтернӗ. Мӗн каланӑ-ха унта ҫавӑн пирки?

15. Псалом 109:1-мӗшӗнче Иисус ертсе пыма пуҫласси ҫинчен мӗн пӗлтернӗ?

15 Иисус пирки пророкла каласа тата ӑна «Хуҫа» тесе чӗнсе Давид патша каланӑ: «Иегова манӑн Хуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене Санӑн уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» (Псалом 109:1, Г. П. Павский куҫарӑвӗ; Апостолсен ӗҫӗсем 2:34—36 танлаштар). Ҫак пророкла калани Иисус пӗлӗт ҫине хӑпарсан тӳрех ертсе пыма пуҫламаннине кӑтартать. Унӑн Туррӑн сылтӑм енче кӗтсе тӑмалла пулнӑ (Еврейсем 10:12,13). Мӗн чухлӗ кӗтмелле пулнӑ унӑн? Хӑҫан вӑл ертсе пыма пуҫланӑ? Библи ҫак ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшать.

16. Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта мӗн пулса иртнӗ, тата ҫакӑ Турӑ Патшалӑхӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

16 Пӗтӗм ҫӗр ҫинчи хуласенчен Иерусалимре кӑна Иегова ячӗ тӑнӑ (3 Патшалӑх 11:36). Вӑл ҫавӑн пекех Туррӑн ҫӗр ҫинчи патшалӑхӗн тӗп хули пулнӑ, вӑл вара пӗлӗтри Турӑ Патшалӑхне кӑтартса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Вавилон ҫыннисем Иерусалиме тӗп туни питӗ паллӑ ӗҫ пулнӑ. Ҫав кунран Иегова ҫӗр ҫинчи хӑйӗн халӑхне хӑй ертсе пыман вӑрӑм тапхӑр пуҫланнӑ. Пӗр ултӑ ӗмӗр иртсен, Турӑ ертсе пыман вӑхӑт халӗ те тӑсӑлни пирки каланӑ Иисус, акӑ унӑн сӑмахӗсем: «Иерусалиме суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ» (Лука 21:24).

17. а) Мӗн вӑл «суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ», тата вӑл мӗнле вӑхӑта тӑсӑлать? б) «Суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ» хӑҫан пуҫланнӑ тата хӑҫан пӗтнӗ?

17 «Суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑтӗнче» ҫак тӗнчен правительствисене Турӑ ырланӑ тытӑм йӗркине чарма ирӗк панӑ. Ҫак тапхӑр пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Иерусалиме тӗп тунӑранпа пуҫланнӑ, Даниил вӑл «ҫичӗ вӑхӑт хушши» тӑсӑлать тесе каланӑ (Даниил 4:20—22, СК). Ҫав «ҫичӗ вӑхӑт» мӗн чухлӗ тӑсӑлать? Библире виҫҫӗ те ҫурӑ «вӑхӑт» 1 260 кунпа танлашать тенӗ (Апокалипсис 12:6, 14). Ҫапла вара ҫакӑн пек икӗ тапхӑр, е ҫичӗ вӑхӑт, 2 520 кунпа танлашать. Анчах та ҫавӑн пек кӗске вӑхӑт хушши иртсен, нимӗнех те пулман. Ҫапах та Даниилӑн пророкла каланисем ҫине «пӗр куншӑн ҫулталӑк» принципӗ енчен пӑхсан, тата пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫултан малалла 2 520 ҫул шутласан, эпир вара пирӗн эрӑри 1914-мӗш ҫул патне тухатпӑр (Шутлани 14:34; Иезекииль 4:6).

18. Иисус Патшана ларсанах мӗн тунӑ, тата ҫакӑ ҫӗре мӗнле тивнӗ?

18 Иисус пӗлӗт ҫинче ҫав ҫул ертсе пыма пуҫланӑ-и? Малалли сыпӑкра ҫакӑ тӗрӗссине Библи мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухнӑ. Анчах та Иисус ертсе пыма пуҫлани ҫӗр ҫинче тӳрех мир пуласса пӗлтерменни паллӑ ӗнтӗ. Апокалипсис 12:7—12-мӗшӗнче Иисус патша влаҫне илсенех, пӗлӗт ҫинчен сатанапа унӑн демонӗсене сирпӗтсе антарасси пирки каланӑ. Ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисемшӗн нумай хуйхӑ илсе килмелле, анчах шуйттанӑн «вӑхӑчӗ сахал юлни» лӑплантарать. Часах пирӗн Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑшӑн кӑна мар, вӑл ҫӗрпе итлекен этемлӗхе халиччен курман ырлӑхсем илсе килнӗшӗн те савӑнма сӑлтав пулать (Псалом 71:7, 8). Ҫакӑ часах пулассине ӑҫтан пӗлетпӗр эпир?

[Сноска]

a Шило ят «Вӑл, камӑн ҫавӑ» тенине пӗлтерет. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн «Шило» вӑл — Иисус Христос, «Иуда ӑрӑвӗнчен тухнӑ арӑслан», пулни палӑрнӑ (Апокалипсис 5:5). Хӑшпӗр арамейла куҫарнисенче «Шило» сӑмаха «Мессия» сӑмахпа е «мессианла Патша» сӑмахсемпе куҫарнӑ.

ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ, тата вӑл ӑҫтан ертсе пырать?

Турӑ Патшалӑхӗнче кам ертсе пырать, тата ӑна пӑхӑнса тӑракансем камсем?

Хӑйӗн Патшалӑхӗ чӑнах пуррине Иегова пире мӗнле ҫирӗплетсе кӑтартать?

«Суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ» хӑҫан пуҫланнӑ тата хӑҫан пӗтнӗ?

[94-мӗш страницӑри рамка]

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖПЕ ҪЫХӐННӐ ХӐШПӖР ПАЛЛӐ ӖҪСЕМ

• Иегова ҫӗленӗн, сатанан, пуҫне пӗтерекен «вӑрлӑх» ҫуратасса пӗлтерет (Пултарни 3:15).

• Пирӗн эрӑчченхи 1943-мӗш ҫулта Иегова «вӑрлӑх» Авраам йӑхӗнчен тухасса кӑтартать (Пултарни 12:1—3, 7; 22:18).

• Израильпе пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта тунӑ Закон союзӗ «пулас ырӑлӑхсен... мӗлки» пулса тӑрать (Пултарни 24:6—8; Еврейсем 10:1).

• Ҫӗр ҫинчи Израиль патшалӑхне пирӗн эрӑчченхи 1117-мӗш ҫулта никӗсленӗ, каярах унта Давид йӑхӗнчен тухнӑ патшасем ларнӑ (1 Патшалӑх 11:15; 2 Патшалӑх 7:8, 16).

• Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Иерусалиме пӗтерсе хунипе «суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ» пуҫланать (4 Патшалӑх 25:8—10, 25, 26; Лука 21:24).

• Пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта Иисуса пулас Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма лартнӑ, вӑл вара ҫӗр ҫинче Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ (Матфей 3:16, 17; 4:17; 21:9—11).

• Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта Иисус пӗлӗт ҫине улӑхнӑ та хӑй ертсе пымалли вӑхӑта кӗтсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:30, 31; Еврейсем 10:12, 13).

• Пирӗн эрӑри 1914-мӗш ҫулта «суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ» пӗтсен, Иисус пӗлӗтре Патшана ларнӑ (Апокалипсис 11:15).

• Сатанапа унӑн демонӗсене ҫӗр ҫывӑхне хӑваласа янӑ та, вӗсем ҫынсен ӳссе пыракан хуйхисемшӗн айӑплӑ пулса тӑнӑ (Апокалипсис 12:9—12).

• Иисус Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерекен ырӑ хыпара сарас ӗҫе ертсе пырать (Матфей 24:14; 28:19, 20).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр