12-мӗш сыпӑк
Усал сывлӑш вӑйӗсене хирӗҫ тӑр
1. Усал сывлӑшсемпе Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?
ШЫВА кӗнӗ хыҫҫӑннах Иисус Христос кӗл тӑвас тата шухӑшлас тесе Иудейӑри пӗр пушхире кайнӑ. Унта сатана ӑна Турӑ законне хирӗҫ кайма хистенӗ. Анчах та, Иисус шуйттан астарнине сирсе янӑ та унӑн капкӑнне лекмен. Ҫӗр ҫинче Турӑшӑн ӗҫленӗ чух Иисус тата ытти усал сывлӑшсемпе тӗл пулнӑ. Апла пулин те, вӑл кашнинчех вӗсене хирӗҫ тӑнӑ (Лука 4:1—13; 8:26—34; 9:37—43).
2. Эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?
2 Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсем пире усал сывлӑш вӑйсем чӑнах пурри пирки ҫирӗп ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем ҫынсене улталама хӑтланаҫҫӗ. Анчах вӗсене хирӗҫ тӑма пулать. Усал сывлӑшсем ӑҫтан пулса кайнӑ-ха? Мӗншӗн вӗсем ҫынсене улталасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ? Тата хӑйсен ӗҫне тӑвас тесе вӗсем мӗнпе усӑ кураҫҫӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсем сана усал сывлӑш вӑйсене хирӗҫ тӑма пулӑшӗҫ.
УСАЛ СЫВЛӐШСЕМ — ВӖСЕМ ӐҪТАН ПУЛСА КАЙНӐ ТАТА ВӖСЕН ТӖЛЛЕВӖСЕМ
3. Сатана мӗнле пулса кайнӑ?
3 Ҫынсене пултариччен чылай малтан Иегова Турӑ нумай ангелсем пултарнӑ (Иов 38:4, 7). Пирӗн кӗнекери 6-мӗш сыпӑкра ӑнлантарнӑ тӑрӑх ҫав ангелсенчен пӗри ҫынсене Иеговӑна мар, хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ. Ҫакна тӑвас тесе, усал ангел Пултаракана хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ те ун пирки элек сарнӑ, пӗрремӗш хӗрарӑма вӑл Турӑ — суеҫӗ тесе каланӑ. Ҫак пӑлхавлӑ ангела сатана — хирӗҫ тӑракан тата дьявол — элекҫӗ тени питӗ тӗрӗс (Пултарни 3:1—5; Иов 1:6).
4. Хӑшпӗр ангелсем Ной вӑхӑтӗнче мӗнле ҫылӑха кӗнӗ?
4 Каярах сатана енне ытти ангелсем куҫнӑ. Ной ятлӑ тӳрӗ ҫын пурӑннӑ вӑхӑтра, вӗсенчен хӑшпӗрисем хӑйсен аскӑн туртӑмӗсене пурнӑҫлама хӗрарӑмсемпе ар хутшӑнӑвне кӗрес тесе, пӗлӗтри ӗҫне хӑварса ҫынсен ӳт-пӳне илнӗ. Иккӗленмелли ҫук, ангелсене ҫавӑн пек хирӗҫ кайма сатана хистенӗ. Ҫавна пула вӗсен ачасем ҫуралнӑ — ангелсемпе ҫынсен гибричӗсем; вӗсене улӑпсем тенӗ, вӗсем вара чӑн-чӑн хурахсем пулнӑ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чух Иегова аскӑн этемлӗхе тата итлемен ангелсен йӗркесӗр ӑруне тӗп тунӑ. Пӑлхавлӑ ангелсем тӗп тӑвассинчен сыхланса юлнӑ: вӗсем хӑйсен ҫынсен ӳт-пӳне хӑварса ангелсен тӗнчине таврӑннӑ. Анчах Турӑ ҫав демонсене Хӑйӗн ҫуттисӗр хӑварнӑ (Пултарни 6:1—7; Иуда 6). Ҫапах та сатана, «усалсенӗн пуҫлӑхӗ», тата унӑн усал ангелӗсем хӑйсен пӑлхавне малалла тӑснӑ (Лука 11:15). Мӗнле тӗллев вӗсен?
5. Сатанапа унӑн демонӗсем мӗнле тӗллев лартнӑ, тата вӗсем ҫынсене хӑйсен капкӑнне лектерес тесе мӗн тӑваҫҫӗ?
5 Сатанапа унӑн демонӗсен усал шухӑшӗ — ҫынсене Иегова Турра хирӗҫ тӑратасси. Ҫавӑнпа та вӗсем этемлӗхӗн пӗтӗм истори тӑршшӗпех ҫынсене улталанӑ, хӑратнӑ тата вӗсем ҫине тапӑннӑ (Апокалипсис 12:9). Паянхи тӗслӗхсем демонсен тапӑнӑвӗ нихӑҫанхинчен те хаярланнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫынсене хӑйсен капкӑнне астарса кӗртес тесе, демонсем час-часах спиритизмӑн тӗрлӗ формисемпе усӑ кураҫҫӗ. Демонсем ҫак илӗртекен япалапа мӗнле усӑ кураҫҫӗ, тата эсӗ хӑвна мӗнле сыхлама пултаратӑн?
УСАЛ СЫВЛӐШСЕМ САНА УЛТАЛАМА МӖНЛЕ ТӐРӐШАҪҪӖ
6. Мӗн вӑл спиритизм, тата унӑн хӑшпӗр формисем мӗнле?
6 Мӗн вӑл спиритизм? Вӑл демонсемпе, е усал сывлӑшсемпе, тӳррӗн е урӑх ҫын пулӑшнипе ҫыхӑнни. Демонсемшӗн спиритизм сунарҫӑсемшӗн илӗртмӗш пулнӑ пекех: вӑл тупӑша илӗртет. Сунарҫӑ чӗрчунсене капкӑна лектерес тесе, тӗрлӗ чеелӗхпе усӑ курнӑ евӗр, демонсем те ҫавӑн пекех ҫынсене ҫавӑрса илес тесе, спиритизмӑн тӗрлӗ формисемпе усӑ кураҫҫӗ. (Псалом 118:110 танлаштар). Спиритизмӑн хӑшпӗр формисем — юмӑҫ яни, маги, тӗшмӗшлӗ паллӑсене сӑнани, тухатни, юмӑҫсенчен пулӑшу ыйтни тата вилнисемпе калаҫни.
7. Спиритизм мӗн таран сарӑлнӑ, тата мӗншӗн вӑл христианла текен ҫӗршывсенче те вӑй илнӗ?
7 Ҫакӑ питӗ лайӑх илӗртмӗш, мӗншӗн тесен спиритизм пур ҫӗрте те ҫынсене илӗртет. Ялсенче пурӑнакансем юмӑҫсем патне каяҫҫӗ, хулари ҫынсем астрологсемпе канашлаҫҫӗ. Спиритизм христианла текен ҫӗршывсенче те анлӑ сарӑлнӑ. Тӗпчев кӑтартать: пӗр Пӗрлешӳллӗ Штатсенче кӑна 30 яхӑн журнал, 10 000 000 ытла пӗтӗм экземплярӗ, спиритизмӑн тӗрлӗ формисем ҫинчен каласа парать. Кашни ҫул Бразили ҫыннисем спиритизмпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ япаласем илме 500 миллион ытла доллар пӗтереҫҫӗ. Анчах ҫак ҫӗршыври спиритизм центрӗсене пуҫҫапма ҫӳрекенсенчен 80 проценчӗ — шыва кӗнӗ католиксем, ҫав вӑхӑтрах вӗсем чиркӳ службисене те ҫӳреҫҫӗ. Хӑшпӗр священниксем спиритизмпа ҫыхӑннӑ пирки, нумай ӗненекен ҫынсем ҫакна Турӑ ырлать тесе шутлаҫҫӗ. Тӗрӗсех-ши ҫакӑ?
МӖНШӖН БИБЛИ СПИРИТИЗМПА ҪЫХӐННИНЕ ЫРЛАМАСТЬ
8. Библи спиритизм пирки мӗн калать?
8 Сана спиритизмӑн хӑшпӗр формисем ырӑ сывлӑшсемпе хутшӑнмалли май тесе шутлама вӗрентнӗ пулсан, эсӗ, тен, Библире спиритизм пирки мӗн каланине пӗлсен, тӗлӗнӗн пулӗ. Иегова халӑхне асӑрхаттарнӑ: «Вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне ан кайӑр, асамҫӑсем патне ан ҫӳрӗр, хӑвӑра хӑвӑр вӗсенчен ирсӗрленме ан парӑр» (Левит 19:31; 20:6, 27). Апокалипсис ятлӑ Библи кӗнекинче асӑрхаттарни пур: «Асамҫӑсен... вырӑнӗ вутпа кӳкӗрт ҫунакан кӳлӗ пулӗ. Ку иккӗмӗш [ӗмӗрлӗх] вилӗм» (Апокалипсис 21:8; 22:15). Иегова Турӑ спиритизмӑн пур формисене те сивлет (Саккуна астутарни 18:10—12). Анчах та мӗншӗн?
9. Сывлӑшсен тӗнчинчен паян килекен «хыпарсем» Иеговӑран маррине ӑҫтан пӗлетпӗр эпир?
9 Библине ҫырса пӗтериччен малтан хӑшпӗр ҫынсемпе хутшӑнма Иегова ырӑ сывлӑшсене, е тӳрӗ ангелсене, янӑ. Библине ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫынсене Иеговӑшӑн юрӑхлӑ ӗҫлеме Турӑ Сӑмахӗ урлӑ вӗрентӳ панӑ (2 Тимофей 3:16, 17; Еврейсем 1:1, 2). Хӑйӗн таса Сӑмахне аякалла тӗксе хурса, вӑл юмӑҫсем урлӑ хыпарсем памасть. Паян леш тӗнчерен тухакан пур хыпар та усал сывлӑшсенчен тухать. Спиритизмпа ҫыхланнӑ пирки, ҫынна демонсем кансӗрлеме е ӑна алла та илме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Турӑ юратнипе пире нимӗнле спиритизмпа та ҫыхӑнмалла мар тесе асӑрхаттарать (Саккуна астутарни 18:14; Галатия 5:19—21). Унсӑр пуҫне, эпир Иегова спиритизм пирки мӗн каланине пӗлсен те унпа ҫыхӑнатпӑр пулсан, эпир пӑлхавлӑ усал сывлӑшсен енне куҫатпӑр та Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑратпӑр (1 Патшалӑх 15:23; 1 Паралипоменон 10:13, 14; Псалом 5:5).
10. Мӗн вӑл пулассине калани, тата мӗншӗн пирӗн ҫакӑнтан пӑрӑнмалла?
10 Спиритизмӑн сарӑлнӑ формисенчен пӗри — пулассине калани — ҫакӑ вӑл пулассине е пӗр-пӗр пӗлмен япалана сывлӑшсем пулӑшнипе пӗлме тӑрӑшни. Пуласлӑх ҫинчен каланисенчен хӑшпӗрисем: астрологи, асамлӑ чул пулӑшнипе юмӑҫ яни, тӗлӗксене сӑнани, алӑ тупанӗ ҫинче тата картпа юмӑҫ яни. Нумайӑшӗ юмӑҫ янине сиенсӗр ӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, анчах Библи мӗн пулассине калакансемпе усал сывлӑшсем пӗрле ӗҫленине кӑтартать. Тӗслӗхрен, Апостолсен ӗҫӗсем 16:16—19-мӗшӗнче «мӗн пулассине калаттаракан усал» пирки асӑннӑ, вӑл пӗр хӗре «мӗн пулассине каласа пама» май панӑ. Анчах ун ӑшӗнчен демона хӑваласа ярсан, унӑн мӗн пулассине калама пултарни пӗтнӗ. Паллах ӗнтӗ, юмӑҫ яни — вӑл демонсен ҫынсене хӑйсен капкӑнне астарса кӗртмелли япала.
11. Мӗншӗн вилнисемпе калаҫма хӑтланни капкӑна туртса илсе каять?
11 Эсӗ тӑван ҫын е ҫывӑх тус вилнишӗн хуйхӑратӑн пулсан, эс ҫӑмӑллӑнах тепӗр капкӑна лекме пултаратӑн. Вилнӗ ҫынпа калаҫакан ҫын сана уйрӑм пӗлтерӳсем пама е санпала вилнӗ ҫын сассипе калаҫма пултарать. Асӑрхан! Вилнисемпе калаҫма хӑтланни капкӑна илсе пырать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вилнисем калаҫма пултараймаҫҫӗ. Эсӗ, тен, астӑватӑн пулӗ, Турӑ Сӑмахӗнче уҫҫӑн каланӑ: ҫын вилнӗ хыҫҫӑн «вӑл каллех ҫӗре кӗрет, унӑн шухӑшланӑ шухӑшӗсем ҫав кун пурте пӗтеҫҫӗ». Ҫапла, вилнисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ (Псалом 145:4; Екклесиаст 9:5, 10). Унсӑр пуҫне, шӑпах демонсем вилнӗ ҫын сассипе калаҫни тата вилнисемпе калаҫакана вилнисем ҫинчен пӗлтерӳсем пани паллӑ (1 Патшалӑх 28:3—19). Ҫавӑнпа та «вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен» кашниех усал сывлӑшсен аллине лекет тата Иегова Турӑ ирӗкне хирӗҫ каять (Саккуна астутарни 18:11, 12; Исаия 8:19).
ИЛӖРТНӖ ХЫҪҪӐН ТАПӐННИ
12, 13. Демонсем ҫаплах ҫынсене астарса кансӗрленине мӗн кӑтартса парать?
12 Турӑ Сӑмахӗнче спиритизм пирки калакан канашпа усӑ курсан, эсӗ демонсен илӗртекен япалисене сирсе яратӑн. (Псалом 140:9, 10; Рим 12:9 танлаштар.) Ҫакӑ усал сывлӑшсем сана ярса илес тесе урӑх тӑрӑшманнине пӗлтерет-ши? Паллах ҫук ӗнтӗ! Сатана Иисуса виҫӗ хутчен хӑй енне ҫавӑрас тесе илӗртнӗ хыҫҫӑн, «Ун патӗнчен пӗр вӑхӑта кайнӑ» (Лука 4:13). Ҫавӑн пекех ҫине тӑракан сывлӑшсем ҫынсене астараҫҫӗ кӑна мар, вӗсем ҫине тапӑнаҫҫӗ.
13 Астӑватӑн-и, эпир сатана Туррӑн ӗҫлекенӗ Иов ҫине мӗнле тапӑнни пирки пӑхса тухнӑччӗ. Шуйттан Иова килти выльӑх-чӗрлӗхсӗр тата хӑйӗн нумай тарҫисемсӗр тӑратса хӑварнӑ. Сатана Иовӑн ачисене те вӗлернӗ. Унтан вӑл Иова асаплантаракан чирпе чирлеттернӗ. Анчах Иов Турӑ умӗнче айӑпсӑр юлнӑ тата пит нумай пиллӗх илнӗ (Иов 1:7—19; 2:7, 8; 42:12). Ҫавӑнтанпа демонсем хӑшпӗр ҫынсене чӗлхесӗр е суккӑр тӑваҫҫӗ те, ҫынсен асапӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ (Матфей 9:23, 33; 12:22; Марк 5:2—5). Паянхи пӗлтерӳсем демонсем хӑшпӗр ҫынсене ар енчен кансӗрленине, теприсене ӑсран янине кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫынсене урӑх ҫынна е хӑйсене вӗлерме хистеҫҫӗ, ку вӑл Турра хирӗҫ тунӑ ҫылӑх (Саккуна астутарни 5:17; 1 Иоанн 3:15). Апла пулсан та, ҫав усал сывлӑшсен капкӑнне тахҫан лекнӗ пиншер ҫын вӗсенчен хӑтӑлма пултарнӑ. Ҫакна вӗсем мӗнле тума пултарнӑ? Вӗсем питӗ кирлӗ утӑмсем тунине пула.
УСАЛ СЫВЛӐШСЕНЕ ХИРӖҪ МӖНЛЕ ТӐМАЛЛА
14. Пӗрремӗш ӗмӗрти Ефесри христиансен тӗслӗхне кура, эсӗ усал сывлӑшсене мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратӑн?
14 Усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑмалли, хӑвна тата хӑвӑн ҫемьӳне вӗсен капкӑнӗнчен сыхласа хӑвармалли мелсенчен пӗри мӗнлескер? Пӗрремӗш ӗмӗрте Ефесра ӗненекен пуличчен малтан спиритизмпа ҫыхӑннӑ пулнӑ христиансем тӗрӗс утӑмсем тунӑ. «Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ»,— тесе вулатпӑр эпир (Апостолсен ӗҫӗсем 19:19). Эсӗ спиритизмпа ҫыхӑнман пулсан та, спиритизмра усӑ куракан е унпа мӗнле те пулсан ҫыхӑннӑ пур япаласенчен те хӑтӑл. Ҫакӑнта кӗнекесем, журналсем, видеофильмсем, плакатсем, кӗвӗсем тата спиритизмра усӑ курмалли япаласем кӗреҫҫӗ. Унта тата йӗрӗхсем, амулетсем тата сыхланма ҫумра ҫӳретекен ытти япаласем, ҫав шутрах спиритизмпа ҫыхӑннӑ ҫынсен парнисем кӗреҫҫӗ (Саккуна астутарни 7:25, 26; 1 Коринф 10:21). Тӗслӗхрен, Таиландри пӗр мӑшӑра нумай вӑхӑт хушши демонсем кансӗрленӗ. Вара арӑмӗпе упӑшки спиритизмпа ҫыхӑннӑ япаласенчен хӑтӑлнӑ. Мен пулнӑ-ха кайран? Вӗсем демонсем тапӑннинчен ирӗке тухнӑ та Турӑшӑн ӗҫлес енчен чӑн-чӑн ҫитӗнӳсем тунӑ.
15. Усал сывлӑшла вӑйсене хирӗҫ тӑрас тесен, тата мӗнле утӑм тумалла?
15 Усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрас тесен, тата тепӗр утӑм тумалла — Павел апостол канашӗпе усӑ курса, Туррӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнни (Ефес 6:11—17). Христиансен хӑйсен усал сывлӑшсенчен сыхланмалли хатӗрӗсене ҫирӗплетсех тӑмалла. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? «Пуринчен ытла,— тенӗ Павел,— ӗненӗвӗн хӳтлӗхне тытса тӑрӑр: унпа эсир усалӑн хӗртсе яракан уххисене пурне те сивӗтме пултарӑр». Ҫапла, санӑн ӗненӳ мӗн таран вӑйлӑ, эсӗ усал сывлӑш вӑйӗсене ҫав таран лайӑхрах хирӗҫ тӑма пултарӑн (Матфей 17:14—20).
16. Эсӗ хӑвӑн ӗненӳне мӗнле ҫирӗплетме пултаратӑн?
16 Эсӗ хӑвӑн ӗненӳне мӗнле ҫирӗплетме пултаратӑн? Библине вӗренсе тӑр тата унӑн канашӗпе пурнӑҫунта усӑ кур. Ӗненӳ вӑйӗ ытларах унӑн никӗсӗн ҫирӗплӗхӗнчен килет — Турӑ ҫинчен мӗн пӗлнинчен. Библине вӗренсе пырса, чӗре ҫывӑхне илнӗ тӗрӗс пӗлӳсем пулӑшнипе санра ӗненӳ аталаннипе килӗшместӗн-им эсӗ? (Рим 10:10, 17). Ҫавӑнпа та эсӗ Библине малалла та вӗренсен тата санӑн Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрес йӑла пулсан, санӑн ӗненӳ тата ытларах ҫирӗпленни пирки нимӗн те иккӗленмелли ҫук (Рим 1:11, 12; Колоссы 2:6, 7). Ҫакӑ демонсем тапӑннинчен хӑватлӑ хӳтлӗх пулать (1 Иоанн 5:5).
17. Усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрас тесен, малалла тата мӗнле утӑмсем кирлӗ пулма пултараҫҫӗ?
17 Усал сывлӑш вӑйӗсене хирӗҫ тӑма шут тытнӑ ҫын малалла тата мӗнле утӑмсем тума пултарать-ши? Ефесри христиансене хӳтлӗх кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем демонсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе тулнӑ хулара пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Павел каланӑ вӗсене: «Кирек хӑш вӑхӑтра та...чунтан-вартан кӗл тӑвӑр» (Ефес 6:18). Эпир чӑнах та демонсемпе тулнӑ тӗнчере пурӑннӑ пирки, усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрас тесен, Турӑран хӳтлӗх пама ыйтса ҫине тӑрсах кӗл туни питӗ кирлӗ (Матфей 6:13). Ҫак енчен христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем Библи канашӗсемпе усӑ курса пулӑшнипе вӗсем кӗл туни усӑллӑ(Иаков 5:13—15).
УСАЛ СЫВЛӐШСЕМПЕ КӖРЕШ
18, 19. Демонсем ҫынна кансӗрлесех тӑраҫҫӗ пулсан, мӗн тума пулать?
18 Анчах та хӑшпӗр ҫынсене ҫак тӗп утӑмсене тунӑ хыҫҫӑн та усал сывлӑшсем кансӗрлеҫҫӗ-ха. Тӗслӗхрен, Кот-д‵Ивуарти Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренекен пӗр ҫын хӑйӗн пур амулечӗсене те тӗп тунӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл лайӑх ҫитӗнӳсем тунӑ, хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ та шыва кӗнӗ. Анчах шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен демонсем каллех ӑна кансӗрлеме пуҫланӑ: сасӑсем ҫав арҫынна ҫӗнӗ тӗне хӑварма хушнӑ. Санпала ҫакӑн пекки пулса тухсан, ҫакӑ эсӗ Иегова хӳтлӗхне ҫухатнине пӗлтерет-ши? Яланах ҫакна пӗлтермест.
19 Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынна, Иисус Христоса, Турӑ хӳтӗленӗ пулсан та, вӑл усал сывлӑшӑн — сатанан — сассине илтнӗ. Иисус ҫакӑн пек чухне мӗн тумаллине кӑтартнӑ. Вӑл шуйттана каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан» (Матфей 4:3—10). Ҫак тӗслӗхе кура санӑн леш тӗнчирен килекен сасӑсене итлемелле мар. Иеговӑна пулӑшма чӗнсе, усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑр. Ҫапла, Турӑ ятне асӑнса сасӑпа кӗл ту. Ытарлӑн каланисем 18:10-мӗшӗнче (СК) каланӑ: «Турӑ [«Иегова», ҪТ] ячӗ — ҫирӗп башня: тӳрӗ ҫын унта тарать те хӑрушсӑрлӑхра». Кот-д‵Ивуарти христианин ҫавӑн пек тунӑ та, ҫавӑнпа усал сывлӑшсем ӑна кансӗрлеме пӑрахнӑ (Псалом 123:8; 144:18).
20. Чӑннипе эсӗ усал сывлӑшсене мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратӑн?
20 Иегова усал сывлӑшсене пурӑнма ирӗк панӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн вӑйне кӑтартать, уйрӑмах хӑйӗн халӑхӗ ҫинче, унӑн ячӗ вара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлать (Тухни 9:16). Эсӗ Иеговӑпа ҫывӑх тӑрсассӑн, санӑн усал сывлӑшсенчен хӑрама кирлӗ мар (Шутлани 23:21; Иаков 4:7, 8; 2 Петр 2:9). Вӗсен вӑйӗ вӗҫӗмсӗр мар. Ной вӑхӑтӗнче вӗсене наказани панӑ, нумай пулмасть вӗсене пӗлӗт ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ та, халӗ вӗсем юлашки сут пуласса кӗтеҫҫӗ (Иуда 6; Апокалипсис 12:9; 20:1—3, 7—10, 14). Тӗрӗссипе вӗсем хӑйсене пӗтерес вӑхӑт ҫывхарса килнинчен чӗтресе тӑраҫҫӗ (Иаков 2:19). Ҫавӑнпа та сана усал сывлӑшсем темӗнле астармӑшпа илӗртесшӗн-и е мӗнле те пулсан тапӑнасшӑн-и, эсӗ вӗсене хирӗҫ тӑма пултаратӑн (2 Коринф 2:11). Спиритизмӑн пур формине те сирсе яр, Турӑ Сӑмахӗнчи канашӗпе усӑ кур тата Иегова ырлассине шыра. Ҫакна кая хӑвармасӑр ту, мӗншӗн тесен санӑн пурнӑҫу эсӗ усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑнинчен килет!
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Усал сывлӑшсем ҫынсене мӗнле улталама хӑтланаҫҫӗ?
Мӗншӗн Библи спиритизма сивлет?
Ҫын усал сывлӑш вӑйӗсенчен мӗнле хӑтӑлма пултарать?
Мӗншӗн усал сывлӑшсене малалла та хирӗҫ тӑмалла?
[110-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Эсӗ спиритизмӑн тӗрлӗ формисем ҫине мӗнле пӑхатӑн?