13-мӗш сыпӑк
Турра юрӑхлӑ пурнӑҫ мӗнле майпа телей кӳрет
1. Мӗншӗн эпир Иегова ҫулӗпе кайсан, телейлӗ пулатпӑр теме пултаратпӑр?
ИЕГОВА — «телейлӗ Турӑ», ҫавӑнпа вӑл сана та савӑнса пурӑнтарасшӑн (1 Тимофей 1:11, ҪТ). Унӑн ҫулӗ ҫине тӑрсан, эсӗ ырлӑх тата вӗҫӗ-хӗррисӗр юханшыв евӗр тарӑн та нумая пыракан канлӗх тупӑн. Турӑ ҫулӗпе пырса, санӑн ҫине-ҫинех шӑпланман тинӗс хумӗсем евӗр тӳрӗ ӗҫсем тӑвас кӑмӑл пулӗ. Ҫакӑ вара чӑн-чӑн телей кӳрет (Исаия 48:17, 18).
2. Ыттисем вӗсемпе хӑйсене япӑх тытаҫҫӗ пулин те, мӗншӗн христиансем телейлӗ пулма пултараҫҫӗ?
2 Хӑшпӗрисем хирӗҫлеме пултараҫҫӗ: хӑш чух ҫынсем лайӑх ӗҫсемшӗн те асапланаҫҫӗ. Ку чӑнах, ҫакӑн пекки Иисус апостолӗсемпе те пулнӑ. Вӗсене хӗсӗрленӗ пулсан та, вӗсем пурпӗрех савӑннӑ тата «Иисус Христос ҫинчен ырӑ хыпар каласа вӗрентме чарӑнман» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:40—42). Эпир ҫакӑнтан питӗ кирлӗ япаласене вӗренме пултаратпӑр. Пӗри вӑл — эпир Турра юрӑхлӑ пурӑнатпӑр пулин те, ҫакӑ ыттисем хӑйсене пирӗнпе яланах лайӑх тытассине пӗлтерместь. Павел апостол ҫырнӑ: «Христос Иисуса ӗненсе, ырӑ пурӑнас теекенсене пурне те ҫавӑн пек хӗсӗрлӗҫ» (2 Тимофей 3:12). Ку вӑл сатанапа унӑн тӗнчи Турра юрӑхлӑ пурӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ пирки (Иоанн 15:18, 19; 1 Петр 5:8). Анчах та чӑн телей тулашри лару-тӑруран килмест. Вӑл ытларах чух эпир тӗрӗс туса пыратпӑр тата Турӑ пире ҫавӑншӑн ырлать тесе ҫирӗп ӗненнинчен килет (Матфей 5:10—12; Иаков 1:2, 3; 1 Петр 4:13, 14).
3. Иеговӑна пуҫҫапни ҫын пурнӑҫне мӗнле улӑштармалла?
3 Ҫапла шутлакан ҫынсем пур: Турӑ ырлассине ҫитес тесен, ӑна парӑннине хушӑран кӑтартсан та ҫитет, ытти чух вара Турӑ ҫинчен аса илмесен те юрать. Анчах та Иегова Турра тӗрӗс пуҫҫапни пачах урӑхла. Вӑл ҫын хӑйне мӗнле тытассине пур вӑхӑтра та витӗм кӳрет, кунсерен, ҫулсерен. Ҫавӑнпа ҫакӑн пек пуҫҫапнине ҫавӑн пекех «ҫул» тесе каланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 19:9; Исаия 30:21). Турра юрӑхлӑ пурӑнни ӗнтӗ пире Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калама тата ӗҫ тума хистет.
4. Туррӑн ҫулӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе, улшӑнусем ирттерни мӗншӗн усӑллӑ?
4 Библине тӗпчеме пуҫлакансем Иегова вӗсенчен хӑшпӗр улшӑнусем кӗтнине курсан, ыйтма пултараҫҫӗ: Турра юрӑхлӑ пурӑнни чӑннах та кирлӗ-ши? Паллах, кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «Турӑ Вӑл — юрату», тата унӑн ҫулӗсем пирӗн ырӑлӑхшӑн (1 Иоанн 4:8). Турӑ ҫавӑн пекех ӑслӑ, вӑл пирӗншӗн мӗн лайӑх пулнине пӗлет. Иегова Пурне те Пултаракан Турӑ пулнӑ май, вӑл пире улшӑнма тата усал йӑласене хӑварма пултарччӑр тесе, вӑй пама пултарать (Филиппы 4:13). Турра юрӑхлӑ пурӑнассипе ҫыхӑннӑ хӑшпӗр принципсене пӑхса тухар тата вӗсене тытса пыни телей мӗнле панине курар.
УЛТАМАЛАСӐР ПУРӐННИ ТЕЛЕЙ КӲРЕТ
5. Библире ултавпа вӑрлани пирки мӗн каланӑ?
5 Иегова — «чӑнлӑх Турри» (Псалом 30:6). Эсӗ, паллах, унран тӗслӗх илесшӗн тата тӳрӗ ҫынсен шутне кӗресшӗн. Чӑнлӑх хӑвна хисеплес туйӑм тата канлӗх кӳрет. Анчах ҫак ҫылӑхлӑ тӗнчере ултав ҫав тери сарӑлнӑ пирки, христиансене аса илтерни кирлӗ: «Хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калӑр... Вӑрласа пурӑнни малашне ан вӑрлатӑр, ҫитменнипе тарӑхакана памалӑх та пултӑр тесе, аллипе усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑштӑр» (Ефес 4:25, 28). Христиансем хӑйсен кулленхи ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа тӑваҫҫӗ. Тата ӗҫ параканӑн япалисене ирӗк памасӑр илмеҫҫӗ. Ӗҫре-и, шкулта е килте, Иеговӑна пуҫҫапаканӗсен «чунӗсем таса пулмалла» (Еврейсем 13:18). Кам суйма е вӑрлама пуҫлать вара, вӑл Турӑ ырлассине кӗтме пултараймасть (Саккуна астутарни 5:19; Апокалипсис 21:8).
6. Ҫыннӑн Турӑ ырлакан чӑнлӑхӗ мӗнле Иеговӑна мухтав кӳрет?
6 Ултамаласӑр пурӑнни нумай пиллӗх парать. Селина, Африкӑри чухӑн тӑлӑх арӑм, Иегова Турра тата унӑн тӳрӗ принципӗсене юратать. Пӗррехинче вӑл пӗчӗк сумка тупнӑ, унта перекет кӗнеки тата нумай укҫа пулнӑ. Телефон кӗнекипе вӑл хуҫине тупнӑ — вӑл лавкка хуҫи пулнӑ, ӑна вара ҫаратнӑ пулнӑ. Селина, хӑй чирлет пулин те, ҫав ҫын патне кайса пӗтӗмпех тавӑрса парсан, арҫыннине вара ҫакна ӗненме йывӑр пулнӑ. «Кун пек чӑн пулнӑшӑн парне парас пулать»,— тенӗ те вӑл хӗрарӑма укҫа панӑ. Чи палли вара вӑл — ҫак арҫын Селинӑн тӗнӗ пирки мухтаса калани. Ҫапла, йӗркеллӗ пулни Библи вӗрентӗвне илемлетет, Иегова Турра мухтав тата унӑн таса кӑмӑллӑ пуҫҫапаканӗсене телей кӳрет (Тит 2:10; 1 Петр 2:12).
УҪӐ КӐМӐЛПА ПАНИ ТЕЛЕЙ КӲРЕТ
7. Азартлӑ вӑйӑсенче мӗн япӑххи пур?
7 Уҫӑ кӑмӑлпа паракан ҫын телейлӗ, ҫав вӑхӑтрах «ытлашши илекенсем», е ҫӑткӑн ҫынсем, «Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (1 Коринф 6:10). Ҫӑткӑнлӑхӑн анлӑ сарӑлнӑ енӗ — азартлӑ вӑйӑсем патне туртӑнни, унта ҫынсем урӑххисем выляса янипе тупӑш илесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Иегова «мула хапсӑнакан» ҫынсене ырламасть (1 Тимофей 3:8). Азартлӑ вӑйӑсем законлӑ пулнӑ ҫӗрте те ҫын киленессишӗн кӑна вылять пулин те, вӑл хӑйӗн туртӑмне аталантарса, нумай пурнӑҫа пӗтерекен ӗҫе пулӑшса пыма пултарать. Азартлӑ вӑйӑсем час-часах выляканӑн ҫемьине сахал мар йывӑрлӑхсем кӳреҫҫӗ, вӗсен чи кирлӗ япала валли — апат-ҫимӗҫ е тӑхӑнммалли валли — укҫа тӑрса юлмасан та пултарать (1 Тимофей 6:10).
8. Иисус уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалли пирки мӗнле лайӑх тӗслӗх парса хӑварнӑ, тата эпир мӗнле уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр?
8 Юратупа уҫӑ кӑмӑллӑх пулӑшнипе, христиансем ыттисене, уйрӑмах ҫитменлӗхпе аптӑракан хӑйсен тӗнри тӑванӗсене пулӑшса савӑнаҫҫӗ (Иаков 2:15, 16). Иисус ҫӗр ҫине киличчен Турӑ ҫынсемпе мӗнле уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине курса тӑнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 14:16, 17). Иисус этемлӗхшӗн хӑйӗн вӑхӑчӗпе пултарулӑхне кӑна мар, пурнӑҫне те шеллемен. Ҫавӑнпа вӑл пӗр иккӗленмесӗр калама пултарнӑ: «Илессинчен парасси телейлӗрех» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Ҫавӑн пекех Иисус Турӑ ҫуртӗнчи укҫа хумалли вырӑна пӗтӗм чӗререн икӗ вак укҫа хуракан чухӑн тӑлӑх арӑма ӑшшӑн палӑртнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ хӑйӗн «мӗн пур ҫимелӗхне хунӑ» (Марк 12:41—44). Авалхи израильтянсем тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем — пухушӑн тата Турӑ Патшалӑх ӗҫӗшӗн уҫӑ кӑмӑлпа тата савӑнса тӑрӑшнисен тӗслӗхӗсем (1 Паралипоменон 29:9; 2 Коринф 9:11—14). Паянхи христиансем Турра укҫа-тенкӗ парнисемпе кӑна мар, уншӑн ӗҫлеме хӑйсен пурнӑҫӗсене халалласа савӑнӑҫлӑн мухтаҫҫӗ (Рим 12:1; Еврейсем 13:15). Тӗрӗс пуҫҫапассине тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе пулӑшас тесе, вӗсем хӑйсен вӑхӑтне, вӑйне параҫҫӗ тата тӗрлӗ майпа, ҫав шутра укҫа енчен те, пулӑшаҫҫӗ, ҫавӑншӑн Иегова вӗсене пиллет (Ытарлӑн калани 3:9, 10).
ТАТА МӖН ТЕЛЕЙ КӲРЕТ
9. Ӗҫке ернинче мӗн япӑххи пур?
9 Телейлӗ пулас тесен, христиансен ӑслӑ-тӑнлӑ шухӑшлассине упрамалла (Ытарлӑн калани 5:1, 2). Ҫакна тӑвас тесен, вӗсен Турӑ Сӑмахне тата усӑллӑ Библине ӑнлантаракан литературине вуласа шухӑшламалла. Тата хӑшпӗр япаласенчен пӑрӑнас пулать. Тӗслӗхрен, эрех таврашне виҫесӗр ӗҫсен, ҫын хӑйӗн шухӑшӗсене тытма пӑрахать. Ҫавӑн пек чухне нумай ҫынсем аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ, пусмӑрлаҫҫӗ тата камӑн та пулин вилӗмӗшӗн айӑплӑ пулса тӑма та пултараҫҫӗ. Мӗншӗн Библи ӗҫке ернисем Турӑ Патшалӑхне кӗреймеҫҫӗ тесе каланине ӑнланмалла ӗнтӗ! (1 Коринф 6:10). «Таса шухӑшлӑ» юлас тесе, чӑн христиансем ӗҫке ерессинчен пӑрӑнаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсем хушшинчи телее аталанма пулӑшать (Тит 2:2—6).
10. а) Мӗншӗн христиансем чӗлӗм туртмаҫҫӗ? б) Таса мар йӑласенчен хӑтӑлса мӗнле усӑ илме пулать?
10 Телейлӗ пулма ӳт-пӳ тасалӑхӗ пулӑшать. Апла пулин те, нумайӑшӗн сиенлӗ япаласене хӑнӑхасси аталанать. Тӗслӗхрен, чӗлӗм туртнине илер. Чӗлӗм туртни «кашни ҫул виҫӗ миллион ҫын пурнӑҫне татать» тесе пӗлтерет сывлӑха сыхлакан пӗтӗм тӗнчери организаци. Ҫак туртӑмран уйрӑлма туртма пӑрахнӑ чухнехи пулӑмсем пирки йывӑр пулма пултарать. Анчах та туртма пӑрахнисенчен нумайӑшӗ хӑйсен сывлӑхӗ лайӑхланнине тата ҫемье валли нумайрах укҫа юлнине кураҫҫӗ. Ҫапла, туртассинчен е урӑх сиенлӗ япала ҫумне туртӑннинчен хӑтӑлсан, эсӗ хӑвӑн организмна тасарах тӑватӑн, совеҫе лӑплантаратӑн тата чӑн телее нумайлататӑн (2 Коринф 7:1).
МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪРИ ТЕЛЕЙ
11. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ законлӑ, ҫирӗп тата таса пултӑр тесен, мӗн тумалла?
11 Пӗрле пурӑнакан арҫынпа хӗрарӑмӑн хӑйсем пӗрлешнине кӑтартма закон хушнӑ пек ҫырӑнмалла (Марк 12:17). Тата вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫ патне ӑспа пымалла. Хӑшпӗр чухне, чӑн та, ҫемьешӗн тӑрӑшмасан, хӑйсене ҫав тери хытӑ чунлӑ тытсан, е Турра пуҫҫапма чӑрмантаракан чӑн-чӑн хӑрушлӑх пулсан, мӑшӑрсен уйрӑм пурӑнма тивет (1 Тимофей 5:8; Галатия 5:19—21). Анчах Павел апостолӑн 1 Коринф 7:10—17-мӗшӗнчи сӑмахсем упӑшкипе арӑмне пӗрле юлма хистеҫҫӗ. Тата, паллах, чӑн телей пултӑр тесен, вӗсен пӗр-пӗринпе шанчӑклӑ пулмалла. Павел ҫырнӑ: «Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр, выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр: ясаррисене, аскӑн ӗҫ тӑвакансене Турӑ сут тӑвать» (Еврейсем 13:4). «Выртан вырӑн» сӑмахсем ҫырӑннӑ арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи ар хутшӑнӑвӗсене пӗлтереҫҫӗ. Урӑх нимӗнле ар хутшӑнӑвне те, тӗслӗхрен, икӗ е ытларах хӗрарӑмпа пурӑннине, «таса» тесе шутлама юрамасть. Унсӑр пуҫне, Библи авланмасӑр е качча каймасӑр ар хутшӑнӑвне кӗнине тата арҫынпа арҫын е хӗрарӑмпа хӗрарӑм ар хутшӑнӑвӗсемпе пурӑннине сивлет (Рим 1:26, 27; 1 Коринф 6:18).
12. Аскӑнлӑх мӗнле хуйхӑллӑ япаласем патне илсе ҫитерет?
12 Аскӑнлӑх самантлӑха ӳт-пӳне килентерме пултарать, анчах вӑл чӑн телей кӳмест. Ҫакна Турӑ кӑмӑлламасть, вара кайран ҫав ҫынна совесть асаплантарма пултарать (1 Фессалоники 4:3—5). СПИД тата ар хутшӑнӑвне пула куҫакан ытти чирсем — ҫак инкексем мӑшӑрланмасӑр ар хутшӑнӑвне кӗрсен сиксе тухма пултараҫҫӗ. «Кашни ҫул 250 миллион ытла ҫынна гонорея тата 50 миллион таран ҫынна сифилис ерет тесе калама пулать»,— тенӗ пӗр медицина пӗлтерӗвӗнче. Ҫавӑн пекех кирлӗ мар ҫӗртенех йывӑр ҫын пулса юлма пултаратӑн. Тӗнчипе ҫулсерен 15—19 ҫулхи хӗрсенчен 15 миллион ытла хырӑмлӑ пулаҫҫӗ тесе пӗлтерет Ҫуралассине сӑнаса тӑракан халӑхсем хушшинчи федераци, вӗсенчен виҫҫӗмӗш пайӗ хырӑмӗсене пӑрахаҫҫӗ. Африкӑри пӗр ҫӗршывра ҫула ҫитмен вилекен хӗрачасенчен 72 проценчӗ хырӑм пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи йывӑрлӑхсенчен вилнине кӑтартнӑ тӗпчев. Аскӑн ӗҫ тӑвакансенчен пурте чирлемеҫҫӗ е хырӑмпа юлмаҫҫӗ, анчах та вӗсем чун ыратнинчен сыхланаймаҫҫӗ. Нумайӑшӗ хӑйсене хисеплеме пӑрахаҫҫӗ тата хӑйсене курайми пулаҫҫӗ.
13. Аскӑнлӑх тата мӗн патне илсе ҫитерет, тата аскӑнпа ясар ӗҫсене тума чарӑнманнисене мӗн кӗтет?
13 Аскӑн ӗҫ тунине каҫарма пулать пулин те, айӑпсӑр мӑшӑрӗ Библире каланӑ пек уйрӑлма пултарать (Матфей 5:32; Осия 3:1—5 танлаштар). Ҫакӑншӑн ҫемье уйрӑлать пулсан, айӑпсӑр мӑшӑрӗпе ачисен чунӗсенче тарӑн сурансем юлма пултараҫҫӗ. Ҫемьесене усӑ пултӑр тесе, Турӑ Сӑмахӗ ӳкӗнмен аскӑнсемпе ясарсемшӗн хаяр приговор йышӑннине кӑтартать. Унсӑр пуҫне, Библи аскӑн ҫынсем «Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» тесе уҫҫӑн кӑтартать (Галатия 5:19, 21).
«ТӖНЧЕНӖН МАР»
14. а) Йӗрӗхе пуҫҫапассин мӗнле енӗсенчен Турӑран хӑракан ҫын пӑрӑнать? б) Иоанн 17:14-мӗшӗнче тата Исаия 2:4-мӗшӗнче мӗнле вӗрентӳ пур?
14 Иеговӑн кӑмӑлне юрас тата Патшалӑх пиллӗхӗсемпе усӑ курас текенсем йӗрӗхсене тӗрлӗ майпа пуҫҫапассинчен пӑрӑнаҫҫӗ. Ӳкерчӗкӗсем, ҫав шутрах Христосӑн е Иисус амӑшӗн, Марийӑн, туса, вӗсене пуҫҫапни тӗрӗс маррине кӑтартать Библи (Тухни 20:4, 5; 1 Иоанн 5:21). Ҫавӑнпа чӑн христиансем иконсене, хӗрессене тата кӗлеткесене пуҫҫапмаҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех йӗрӗхсене пуҫҫапнисен вӑрттӑн енӗсенчен те пӑрӑнаҫҫӗ — ялавсене чысланинчен тата пӗр-пӗр халӑха мухтакан юрӑсене юрланинчен. Ҫакӑн пек ӗҫсене тума вӗсене вӑйпа хистесен, вӗсем Иисус сатанана каланӑ сӑмахсене аса илеҫҫӗ: «Хӑвӑн Турруна пуҫҫапса тӑр, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» (Матфей 4:8—10). Хӑйӗн вӗренекенӗсем «тӗнченӗн мар» тесе каланӑ Иисус (Иоанн 17:14). Ҫакӑ вӗсем политика ӗҫӗсене хутшӑнманнине тата Михей 4:3-мӗшӗнче каланӑ сӑмахсемпе килӗшсе мирлӗ пурӑннине пӗлтерет: « Вӑл [Иегова Турӑ] нумай халӑхсене сут тӑвӗ, аякри ҫӗрсенчи нумай йӑхсене питлӗ; вӗсем вара хӑйсен хӗҫӗсене шӑратса акапуҫ тӑвӗҫ, сӑннисене шӑратса ҫурла тӑвӗҫ; пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма вӗренекенӗ те пулмӗ».
15. Мӗн вӑл аслӑ Вавилон, тата Библине тӗпчеме пуҫлакансенчен нумайӑшӗ унран тухас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?
15 «Тӗнченӗн мар» тени ҫавӑн пекех «аслӑ Вавилонпа», суя тӗнӗн тӗнчери империйӗпе, пур хутшӑнусене те татмаллине пӗлтерет. Таса мар пуҫҫапни авалхи Вавилонран тухнӑ та унӑн сиенлӗ влаҫӗ айне пӗтӗм ҫӗр ҫинчи ҫынсем кӗрсе ӳкичченех сарӑлнӑ. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳне хирӗҫле вӗрентекен тата хирӗҫле ӗҫсем тӑвакан пур тӗн те «Аслӑ Вавилон» шутне кӗрет (Апокалипсис 17:1, 5, 15). Иеговӑн парӑннӑ пуҫҫапакансенчен нихӑшӗ те тӗрлӗ тӗнсемпе пӗрлемест тата Вавилонӑн пӗр-пӗр пайӗпе туслашмасть (Шутлани 25:1—9; 2 Коринф 6:14). Ҫак сӑлтавпа Библине тӗпчеме пуҫлакансенчен нумайӑшӗ хӑйсен тӗнӗсенчен тухаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене чӑн Турӑпа ҫывӑхлатать, вӑл сӑмах панӑ: «Вӗсем хушшинчен тухӑр, вӗсенчен уйӑрӑлӑр, таса мара ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл тӑвӑп, тет Турӑ» (2 Коринф 6:17; Апокалипсис 18:4, 5). Хӑвна пирӗн ҫӳлти Аттемӗр хапӑл тутӑр тесе пӗтӗм чӗререн кӗтместӗн-и эсӗ?
ҪУЛСЕРЕН ПУЛАКАН УЯВСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА
16. Мӗншӗн чӑн христиансем Раштава уявламаҫҫӗ?
16 Турра юраса пурӑнни пире ҫак тӗнчери уявсенчен хӑтарать, вӗсем вара пирӗншӗн тӑтӑшах йывӑр. Тӗслӗхрен, Библире Иисусӑн ҫуралнӑ кунне палӑртса хуман. «Иисус раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ тесе шутланӑччӗ эпӗ!» — тесе калама пултараҫҫӗ хӑшпӗрисем. Ку пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи ҫуркунне вилнӗ, ун чухне ӑна вӑтӑр виҫӗ ҫурӑ ҫул пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫуралнӑ вӑхӑтра «хирте кӗтӳҫӗсем пулнӑ; вӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсене ҫӗрле хурал тӑнӑ» (Лука 2:8). Израильте раштав вӗҫӗ — сивӗ, ҫумӑрлӑ вӑхӑт, вӑл вӑхӑтра ҫӗрле сурӑхсене хӗллехи йӗпе-сапаран упраса хӑварас тесе, ытларах чух картара тытаҫҫӗ. Чӑннипе вара раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Рим ҫыннисем хӗвел туррин кунне уявланӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑранпа ӗмӗрсем иртнӗ те, чӑн тӗнрен уйрӑлса кайнӑ христиансем ҫак куна Христос ҫуралнӑ кунӗ тесе йышӑннӑ. Апла пулсан, чӑн христиансем Раштава е суя тӗн ӗненӗвӗсемпе ҫыхӑннӑ ытти уявсене ирттермеҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех, пӗр Иеговӑна кӑна парӑннӑ пирки, ҫитменлӗхлӗ ҫынсене е халӑхсене турӑ вырӑнне хурса хисеплекен уявсене палӑртмаҫҫӗ.
17. Мӗншӗн Турӑран хӑракан ҫынсем ҫуралнӑ кунсене уявламаҫҫӗ, тата меншӗн вӗсен ачисем пурпӗрех телейлӗ?
17 Библире ҫуралнӑ кунсене уявланине икӗ хутчен кӑна асӑннӑ, икӗ хутӗнче те уявсене Турра ӗнемен ҫынсем хутшӑннӑ (Пултарни 40:20—22; Матфей 14:6—11). Ҫыру ҫитменлӗхсӗр ҫыннӑн — Иисусӑн — ҫуралнӑ кунне палӑртмасть пулсан, пирӗн вара ҫитменлӗхлӗ ҫынсен ҫуралнӑ кунӗсене тимлесех пӑхмалла-ши? (Екклесиаст 7:1). Паллах ӗнтӗ, Турӑран хӑракан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене юратнине кӑтартас тесе, уйрӑм куна кӗтсе тӑмаҫҫӗ. Вунвиҫӗ ҫулхи христианка каланӑ: «Пирӗн ҫемьере питӗ савӑнӑҫлӑ... манӑн атте-аннепе питӗ ҫывӑх хутшӑнусем, ытти ачасем манран эпӗ тӗрлӗ уявсене мӗншӗн палӑртманни пирки ыйтсан, эпӗ манӑн кашни кунах уяв тетӗп». Вунҫичӗ ҫулхи христианин тата акӑ мӗн каланӑ: «Пирӗн килте парнесене ҫулталӑкӗпех параҫҫӗ». Кӗтмен парнесем ытларах телей кӳреҫҫӗ.
18. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кашни ҫул мӗнле уява палӑртма хушнӑ, тата ҫак уяв пире мӗн пирки аса илтерет?
18 Турра юраса пурӑнакансемшӗн кашни ҫул палӑртмалли пӗр кун пур. Ҫакӑ Ҫӑлаканӑн каҫхи апачӗ, ҫавӑн пекех ӑна Христос вилнине аса илмелли каҫ тесе калаҫҫӗ. Ҫак уяв пирки Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хушнӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19, 20; 1 Коринф 11:23—25). Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта нисанӑн 14-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак каҫхи апата пуҫласа янӑ чухне Иисус йӳҫӗтмен ҫӑкӑрпа тата хӗрлӗ эрехпе усӑ курнӑ, вӗсем унӑн ҫылӑхсӑр ҫын ӳт-пӳне тата ҫитменлӗхсӗр юнне палӑртнӑ (Матфей 26:26—29). Ҫак паллӑсене Туррӑн святой сывлӑшӗпе сӗркӗ христиансем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗнӗ союза тата Патшалӑх союзне кӗнӗ пирки, вӗсен — пӗлӗтри шанчӑк (Лука 12:32; 22:20, 28—30; Рим 8:16, 17; Апокалипсис 14:1—5). Апла пулин те, авалхи еврейсен календарӗнчи нисанӑн 14-мӗшӗпе тӗл килекен кун каҫхине пухӑннисем пурте усӑ илеҫҫӗ. Ҫак кун Иегова Туррӑн тата Иисус Христосӑн юратӑвӗ ҫинчен аса илтерет, вӑл Турӑ ырлакансене ӗмӗр пурӑнма ирӗк паракан ҫылӑхсене каҫарттаракан парнере палӑрнӑ (Матфей 20:28; Иоанн 3:16).
ӖҪПЕ КАНУ
19. Пурӑнма укҫа ӗҫлесе илес тесе, христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?
19 Чӑн христиансен тӑрӑшса ӗҫлемелле тата хӑйсене мӗн кирлине ҫитерсе тӑмалла. Ҫакӑ ҫемье пуҫӗн кӑмӑлне ҫырлахтарать (1 Фессалоники 4:11, 12). Паллах, христианин ӗҫӗ Библине хирӗҫлет пулсан, вӑл телейлӗ пулма пултараймасть. Анчах нумай чухне христианина Библи нормисемпе килӗшсе тӑракан ӗҫ тупма ҫӑмӑл мар. Хӑшпӗр ӗҫлекенсене, тӗслӗхрен, клиентсене улталама хушаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫ паракансенчен нумайӑшӗ, шанчӑклӑ ӗҫлекенсене ҫухатас мар тесе, вӗсен совеҫне шута илсе, вӗсемпе килӗшеҫҫӗ. Темӗнле пулсан та, Турӑ сана таса совестьпе ӗҫлемелли вырӑна тупма вӑй хунине пиллеме пултарнине эсӗ ҫирӗп шанма пултаратӑн (2 Коринф 4:2).
20. Калаҫу кану пирки пынӑ чух, мӗншӗн пирӗн суйлама пӗлмелле?
20 Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене телейлӗ пулччӑр тет, ҫавӑнпа пирӗн йывӑр ӗҫе уҫӑлтаракан канупа ылмаштармалла (Марк 6:31; Екклесиаст 3:12, 13). Сатана тӗнчи Турӑ килӗштермен канӑва йышӑнтарасшӑн хистет. Анчах Турра юрас тесен, пирӗн кӗнекесене, радио программисене, кӗвӗсене суйлама пӗлмелле, ҫав шутрах концертсене, киносене, пьесӑсене, телевидени программисене тата видеофильмсене те. Эпир малтан канма мӗнле хӑнӑхни Саккуна астутарни 18:10—12, Псалом 10:5 тата Ефес 5:3—5-мӗшӗсенче асӑрхатарнисене хирӗҫлет пулсан, эпир, улшӑнусем ирттерсен, Иеговӑна юрӑхлӑ тата телейлӗрех пулӑпӑр.
ПУРНӐҪПА ЮНА ХИСЕПЛЕНИ
21. Пурнӑҫа хисеплени пире ача пӑрахтарни, ҫавӑн пекех йӑла тата хамӑра тытни ҫине мӗнле пӑхтармалла?
21 Чӑн телейпе киленсе пурӑнас тесен, пирӗн Иегова пекех ҫын пурнӑҫне питӗ хакласа пӑхмалла. Унӑн Сӑмахӗ вӗлерме хушмасть (Матфей 19:16—18). Чӑннипе те, Израиле панӑ Закон ҫуралман ача пурнӑҫӗ те Турӑ куҫӗнче питӗ хаклине кӑтартать, ӑна вара вӗлерме юрамасть (Тухни 21:22, 23). Ҫак сӑлтавпа ӗнтӗ пирӗн, хамӑрӑн организма табакпа, наркотиксемпе тата эрехпе сиен кӳрсе е сӑлтавсӑрах хамӑра хӑрушлӑха кӗртсе, пурнӑҫа ним вырӑнне хумалла мар. Ҫавӑн пекех пирӗн пурнӑҫшӑн хӑрушӑ ӗҫсене хутшӑнмалла мар е хӑрушсӑрлӑх техникине шута илмесӗр тӑмалла мар, унсӑрӑн эпир юн тӑкнишӗн айӑплӑ пулма пултаратпӑр (Саккуна астутарни 22:8).
22. а) Юн тата унпа усӑ курни ҫине Турра юраса пӑхни мӗнре палӑрать? б) Камӑн юнӗ чӑннипе пурнӑҫа ҫӑлать?
22 Иегова Нойпа унӑн ҫемьине юн чуна, е пурнӑҫа, палӑртать тенӗ. Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене нимӗнле юна та ҫиме хушман (Пултарни 9:3, 4). Эпир вӗсен ӑрӑвӗ пулнӑ пирки, ҫак закона пирӗн те пӑхӑнмалла. Иегова израильтянсене юна ҫӗр ҫине тӑкма тата хӑйсемшӗн усӑ курмалла мар тесе хушнӑ (Саккуна астутарни 12:15, 16). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене «юнран... сыхланса тӑмалла» тенӗ чух Туррӑн юн пирки калакан законне тепӗр хут каланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29). Пурнӑҫ хакне хисеплесе Турӑран хӑракан ҫынсем хӑйсене юн яртармаҫҫӗ, ыттисем ҫакӑ вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварать тесе каласан та. Иегова Свидетелӗсем йышӑнакан сыватмалли мелсенчен нумайӑшӗ питӗ усӑллӑ пулса тухаҫҫӗ тата ҫын пурнӑҫне юн янипе ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсенчен упраса хӑвараҫҫӗ. Христиансем Иисус тӑкнӑ юн кӑна чӑннипе ҫӑлма пултарасса пӗлеҫҫӗ. Ӑна ӗненни ҫылӑхсене каҫарттарать тата ӗмӗр пурӑнма шанчӑк парать (Ефес 1:7).
23. Турра юраса пурӑнни мӗн пама пултарнисенчен хӑшпӗрисем мӗнле?
23 Паллах ӗнтӗ, Турра юраса пурӑнас тесен, вӑй хумалла. Ҫавӑн пек пурӑннишӗн тӑвансем е палланӑ ҫынсем тӑрӑхласа кулма пултараҫҫӗ (Матфей 10:32—39; 1 Петр 4:4). Анчах та Турӑ пире мӗн пама пултарни мӗн чӑтмаллисенчен чылай ирттерет. Турра юраса пурӑнни таса совесть тата ытти Иеговӑна пуҫҫапакансемпе ырӑ кӳрекен хутшӑнусем парать (Матфей 19:27, 29). Ҫавӑн пекех Туррӑн тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнчери ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки шухӑшласа пӑх (Исаия 65:17, 18). Библи канашӗсемпе усӑ курса Иеговӑн чӗрине савӑнтарни тата мӗнлерех кӑмӑллӑ! (Ытарлӑн каланисем 27:11). Турра юраса пурӑнни телей панинчен тӗлӗнме кирлӗ мар ӗнтӗ! (Псалом 127:1, 2).
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Турра юраса пурӑнни мӗншӗн телей кӳрет?
Турра юраса пурӑнас тесен, мӗнле улшӑнусем ирттермелле?
Мӗншӗн санӑн Турра юраса пурӑнас килет?
[124, 125-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗк]
Канупа Турӑшӑн ӗҫлӗнине ылмаштарса пыни Турра юраса пурӑнакансене телей кӳрет.